Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Ҫакӑ ҫынсене ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫлеме суйласа илнӗ, ҫав ӗҫе вӗсен черетпе, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри Аарона халалласа хӑварнӑ йӗрке тӑрӑх туса тӑмалла пулнӑ.
1 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Давид Израилӗн мӗнпур пуҫлӑхне хӑйӗн ывӑлне пулӑшма халалласа хӑварнӑ: 18. ара, Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑрпа пӗрле мар-и?
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла Давид хӑй виличчен нумай хатӗрлесе хӑварнӑ.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Давид унран пин ҫар урапи, ҫичӗ пин юланутҫӑ тата ҫирӗм пин ҫуран ҫын ярса илнӗ; ҫар урапи кӳлекен лашасен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, вӗсенчен ҫӗр урапа кӳлмелӗх ҫеҫ хӑварнӑ.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Давид Асафпа унӑн тӑванӗсене ҫавӑнта, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчи умӗнче, яланах, кунсеренех арча умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ, 38. вӗсемпе пӗрле ӗҫлесе тӑмашкӑн Овед-Эдомпа унӑн тӑванӗсене — утмӑл сакӑр ҫынна — хӑварнӑ; Идифун ывӑлӗ Овед-Эдом тата Хоса вара хапха хуралҫисем пулнӑ, 39. Садок священникпа унӑн тӑванӗсене, священниксене, Гаваон сӑрчӗ ҫинчи кӗлӗ чатӑрӗ умӗнче ӗҫлесе тӑма хӑварнӑ: 40. вӗсен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне вырӑнӗ ҫинче яланах, ирхине те, каҫхине те, парне кӳрсе тӑмалла пулнӑ, тата ытти ӗҫсене те, Ҫӳлхуҫа саккунӗнче ҫырнисене, Турӑ Израиле панӑ ӳкӗтсене, пурнӑҫласа тӑмалла пулнӑ; 41. вӗсемпе пӗрле Еманпа Идифуна та, ытти ҫынсене те, кашнине ятран каласа, суйласа илнӗ; вӗсен Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтаса тӑмалла пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Моисей Ҫӳлхуҫа сӑмахне пӗлтерсе хушса хӑварнӑ пек, левитсен ывӑлӗсем Турӑ арчине хулпуҫҫи ҫинче шалчасем хурса ҫӗклесе пынӑ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӑх филистимсенчен тарнӑ чухне 14. вӗсем, виҫӗ паттӑр, уй варрине тӑнӑ та тырпула ҫӑлса хӑварнӑ тата филистимсене аркатса тӑкнӑ.и народ побежал от Филистимлян; 14. но они стали среди поля, сберегли его и поразили Филистимлян.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Ааронпа унӑн ывӑлӗсем вара парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесем кӳрсе тӑнӑ, тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ ҫинче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ; вӗсем Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмри таса ӗҫсене тунӑ тата, Турӑ чури Моисей вӗрентсе хӑварнӑ пек, Израиль халӑхне ҫылӑхӗсенчен тасатса, уншӑн кӗлтуса, парне кӳрсе тӑнӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Навуходоносор, Вавилон патши, Иудейӑра хӑварнӑ халӑхӑн пуҫлӑхӗ пулма Годолийӑна — Шафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне — лартнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ унта иҫӗм пахчисенче ӗҫлеме, ҫӗр ӗҫлеме питех те чухӑннисене ҫеҫ хӑварнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Астарта кӗлеткине лартнӑ; ку Ҫурт пирки Ҫӳлхуҫа Давида тата унӑн ывӑлне Соломона ҫапла каланӑ пулнӑ: «ҫакӑ Ҫуртра тата Израилӗн мӗнпур йӑхӗ хушшинчен Хам валли суйласа илнӗ Иерусалимра Эпӗ Хамӑн ятӑма ӗмӗрлӗхе вырӑнаҫтарӑп; 8. Израиль халӑхӗ Эпӗ хушнине тата Манӑн Моисей чурам вӗрентсе хӑварнӑ саккуна пӗтӗмпех уяса пурӑнсассӑн, малашне Израиль ҫыннине Эпӗ хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗрӗнчен ура ярса пусма памӑп» тенӗ.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫӳлхуҫа Израиль ятне ҫутӑ тӗнчерен ҫухатасшӑн пулман, вара Вӑл вӗсене Иеровоамӑн, Иоас ывӑлӗн, алли урлӑ хӑтарса хӑварнӑ.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иоахазӑн пӗтӗмпе те аллӑ юланут, вунӑ ҫар урапи тата вунӑ пин ҫуран ҫар ҫынни ҫеҫ тӑрса юлнӑ, ыттине пӗтӗмпех Сири патши пӗтернӗ, вӗсене ӗнтӗ ура айӗнчи мӑшкӑл тусанӗ туса хӑварнӑ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Анчах та Иосавеф — Иорам патша хӗрӗ, Охозиян пӗртӑванӗ — патша ывӑлӗсене вӗлерме пуҫласассӑн вӗсен хушшинчен Иоаса, Охозия ывӑлне, вӑрттӑн илсе тухнӑ та ачана пӑхакан хӗрарӑмпа иккӗшне хӑйӗн ҫывӑрмалли пулӗмне илсе кӗрсе пытарнӑ; Иоаса ҫапла Гофолияран сыхласа хӑварнӑ, ҫавӑнпа вӑл чӗрӗ юлнӑ.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сири ҫарне йӗрлесе Иордана ҫитиех кайнӑ, лешӗсем васкаса тарнипе ҫул тӑршшӗпех тӗрлӗ япала, тумтир таврашӗ ӳкере-ӳкере хӑварнӑ.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Израиль патши Турӑ ҫынни асӑрхаттарнӑ вырӑн ҫинчен хӑй ҫыннисене те пӗлтернӗ; ҫапла майпа вӑл хӑйне пӗр-икӗ хут кӑна мар ҫӑлса хӑварнӑ.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хулисене аркатнӑ, хирти лайӑх лаптӑксене, кашниех пӗрер катӑк пӑрахса, чул айне туса хӑварнӑ; мӗнпур ҫӑлкуҫне пӗвелесе лартнӑ, мӗнпур лайӑх йывӑҫа касса тӑкнӑ, Кир-Харешет хули ҫеҫ тӗрӗс-тӗкел пулнӑ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Санӑн чуру ун-кун ӗҫпе чӑрманнӑ хушӑра хайхи хураллама парса хӑварнӑ ҫын ҫухалчӗ, тенӗ.40. Когда раб твой занялся теми и другими делами, его не стало.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫакна илтсессӗн, Илия, пурӑнӑҫне ҫӑлас тесе, Изреельтен тухса кайнӑ, Иудея ҫӗрӗнчи Вирсавия хулине ҫитнӗ, хӑйӗн тарҫине, ҫамрӑк ачана, ҫавӑнта хӑварнӑ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авдий Турӑран питех те хӑраса пурӑнакан ҫын пулнӑ, 4. Иезавель Ҫӳлхуҫа пророкӗсене пӗтернӗ чухне вӑл ҫӗр пророка пытарса хӑварнӑ, вӗсене аллӑшарӑн-аллӑшарӑн ҫӗр хӑвӑлӗнче пытарса усранӑ, вӗсене шывпа ҫӑкӑр парса тӑнӑ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.