Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ытла та илемсӗр: хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, типшӗм, лутра пӳллӗ, кӑштах чалӑшрах аяклӑ.Она была очень нехороша собой: рыжа, худа, невелика ростом, немного кривобока.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Амӑшӗ ҫинчен вӑл, мӗн те пулин хирӗҫлесе каласран асӑрхаттарасшӑн пулнӑ пек, кӑштах сиввӗн, чаплӑн мухтаса калать; мӑнаккӑшӗ ҫинчен питӗ хӗпӗртесе, анчах хӑйне унран ҫӳлерехе хурса калаҫать; йӑмӑкӗ ҫинчен питӗ сахал каларӗ, ун ҫинчен мана калама вӑтаннӑ пек пулчӗ; хӗрлӗ ҫӳҫ ҫинчен вара хавхаланса каларӗ, чӑннипе вӑл Любовь Сергеевна ятлӑ, хӑй ҫулланнӑ хӗр, тахӑш енчен хурӑнташ тивнипе Нехлюдовсен ҫуртӗнче пурӑнать.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дмитрий мана хӑйӗн ҫемйи, амӑшӗ, мӑнаккӑшӗ, йӑмӑкӗ тата леш хӗр ҫинчен каласа кӑтартрӗ, ку хӗрӗ Володьӑпа Дубков ман тусӑмӑн чун илӗртмӗшӗ тесе шутлаҫҫӗ, ӑна хӗрлӗ ҫӳҫ тесе ят пачӗҫ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӑн пӳлӗмре пӗчӗк сӗтел хушшинче хӗрлӗ мӑйӑхлӑ, тулли кӗлеткеллӗ ҫӳле мар штатски господин тем ҫисе ларать.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн аллисем имшер те хӗрлӗ, пӳрнисем ытла вӑрӑм, чӗрнисене ҫыртса кӑшланӑран пӳрнисен вӗҫӗсем ҫиппе ҫавӑрса ҫыхнӑ пек курӑнаҫҫӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ тарӑхрӑм та, кӳрентӗм те, мӗншӗн тесен эпир пуҫ тайнине хирӗҫ никам та ответлемерӗ, унтан тата мана Иконинпа пӗрлех пӗр ӑнланӑва — экзамен паракансен шутне кӗртеҫҫӗ пулмалла, Иконин хӗрлӗ ҫӳҫлӗ пирки ман ҫине те юратмасӑр пӑхаҫҫӗ, ахӑр.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ вӑл пӗр вӑхӑтрах Иконинпа иксӗмӗр ҫине пӑхнине тата ӑна пирте тем килӗшменнине (тен, Иконинӑн хӗрлӗ ҫӳҫӗ) туйса илтӗм, мӗншӗн тесен вӑл, каллех иксӗмӗр ҫине пӑхса, пире хӑвӑртрах билетсем илтерес шутпа чӑтӑмсӑррӑн пуҫне сулчӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл сӑнӗпе илемсӗр мар, калаҫма юратаканскер; вӑл хӑйӗн карланки тӗлӗнчен темшӗн хӗрлӗ шӑртсем ӳстерсе яни тата, кунтан та ытларах, унӑн жилет тӳмисене вӗҫертсе пӗрмаях кӗпи айӗнче кӑкӑрне хыҫас йӑла пурри мана уйрӑмах хытӑ тӗлӗнтерчӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ман хушамат Иртеньев, — терӗм эпӗ хӗрлӗ питлӗ гимназиста.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Пыр, Иконин, сана чӗнеҫҫӗ; анчах Бартеньев, Морденьев кам-ха? эпӗ пӗлместӗп, хӑй йышӑнтӑр, — терӗ хыҫри хӗрлӗ питле ҫӳлӗ гимназист.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володьӑпа Дубков хӑйсем кама юратни ҫинчен савӑнсах калаҫаҫҫӗ (вӗсем сасартӑках темиҫе хӗре тата иккӗшӗ те пӗр хӗрсенех юратса пӑрахаҫҫӗ); Нехлюдов пачах урӑхла, ӑна хӑй темле хӗрлӗ ҫӳҫлине юратни ҫинчен шак хурса каласан, яланах хытӑ ҫиленет.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пиртен яланлӑхах уйрӑлса каяс умӗнхи ҫӗрле мамӑклӑ халат, хӗрлӗ калпак тӑхӑннӑ Карл Иваныч кровать ҫумӗнче тӑратчӗ, вӑл чемоданӗ ҫинелле пӗшкӗнсе, ун ӑшне хӑйӗн япалисене тирпейлӗн вырнаҫтара-вырнаҫтара хуратчӗ.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныч, ӑна кукамай ачасен аслашшӗ тесе чӗнет, хӑйӗн эпӗ пӗлекен хисепе тивӗҫ кукшине сасартӑк, тур пӗлет темшӗн, ҫӳҫне шӑп пуҫ варри тӗлӗнчен ҫиппе ик енне уйӑрса турамалли хӗрлӗ парикпе улӑштарнӑскер, мана ӑнланма ҫук кулӑшла ҫын пек туйӑнчӗ, ҫакна эпӗ халиччен асӑрхаманнипе хамран хам тӗлӗнтӗм.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шӑп ҫав вӑхӑтра сасартӑк кӗпер айӗнчен таса мар ҫӗтӗк кӗпеллӗ, тӑртанса кайнӑ тӑрлавсӑр питлӗ этем тухать, вӑл шакла пуҫне ним те тӑхӑнман, вӑйсӑр урисем кукӑр, яп-яка та хӗрлӗ тӗслӗ татӑк аллине ҫак ҫын тӳрех кӳмеллӗ ҫӑмӑл урапа ҫинелле тӑсать.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ хӗрлӗ сухаллӑ дворниксем икӗ енчен те экипажсем патне чупса ҫитеҫҫӗ, кӑмӑллӑ сӑмахсемпе илӗртсе тата аллисене сулкаласа, вӗсем иртсе ҫӳрекенсене пӗринчен тепри ытларах хӑйсем патне илсе кӗме тӑрӑшаҫҫӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ ӗнтӗ тӗтӗм, тикӗт, кӗлентӗр шӑрши сисӗнме пуҫларӗ, калаҫни, ура сассисем тата кустӑрма шӑлтӑртатни илтӗнчӗ; хӑнкӑрмасем таса уйри пек янӑрамаҫҫӗ ӗнтӗ, улӑм ҫивиттиллӗ, чус хӑмана касса эрешленӗ пӗчӗк крыльцаллӑ, хӗрлӗ те симӗс хупписене уҫса хунӑ пӗчӗкҫӗ чӳречеллӗ ҫуртсем ик енче те лара-лара юлаҫҫӗ, хӑшпӗр чӳречесенчен пӗр-пӗр хӗрарӑм пуҫне кӑларса пӑхать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ав тип вар леш енче, катара, ҫутӑ сенкер тӳпе тӗлӗнче, ялти симӗс тӑрӑллӑ чиркӳ курӑнать; ав ял, улпут ҫурчӗн хӗрлӗ ҫивиттийӗ, ешӗл сад.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Перчетке Карл Иванычӑн пулнине ӑнлантартӑм, Карл Иваныч хӑй мӗнле ҫын пулни, хӗрлӗ калпакне хывсан вӑл кулӑшла курӑнни, пӗррехинче симӗс бекешӑпа лаша ҫинчен ӳкни — тӳрех кӳленчӗке лекни т. ыт.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Herr Frost нимӗҫ, анчах пирӗн ырӑ Карл Иваныч йышши нимӗҫ мар: вӑл вырӑсла тӗрӗс калаҫать, французла та перкелешет, пӗтӗмӗшпе илсен, уйрӑмах вӑл хӗрарӑмсем хушшинче нумай вӗреннӗ ҫын шутланать; вӑл хӗрлӗ мӑйӑхне ӳстерсе янӑ, хӑй ҫине йӑлтӑртатса тӑракан ҫутӑ кӑвак тӗслӗ, штрипкӑллӑ шӑлавар тӑхӑнса ҫӳрет, вӗҫӗсене шӑлавар ҫакки айне чикнӗ хура атлас шарфӗ ҫинче рубинлӑ пысӑк булавка йӑлкӑшать, вӑл ҫамрӑк, ҫи-пуҫӗ хӑйне хӑй кӑмӑлламалла хитре, мускуллӑ урисем тӳрӗ те тӗлӗнмелле илемлӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Страус тӗкне тирнӗ бархат шлепки айӗнчен ҫутӑрах хӗрлӗ ҫӳҫӗ курӑнать; сывмар сӑнлӑ питӗнчи куҫхаршисемпе куҫ хӑрпӑкӗсем пушшех ҫутӑраххӑн тата хӗрлӗреххӗн туйӑнаҫҫӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.