Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗччен the word is in our database.
Пӗччен (тĕпĕ: пӗччен) more information about the word form can be found here.
Вӑл ҫапла калать: «Эпӗ чирлӗ, мана, чирлӗ ҫынна, пӗччен выртма кичем, ман ҫумра ларнипе йӑптӑх тӑкмӑн-ха», — тет.

А она говорит: «Я хвораю, и мне одной лежать в хворости скучно, не слиняешь, ежели посидишь возле меня».

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫавӑнпа эсӗ халлӗхе пухӑва тархасшӑн пӗччен кай-ха, эпӗ кунта кӑштах канам, хама лӑплантарам, хамӑн нервӑсене йӗркене кӗртем, вара Дубцова кӳпкеме каятӑп.

Так что ты иди, за-ради бога, пока один на собрание, а я трошки отдохну тут, успокою себя, настрою свои нервы, а тогда и пойду Дубцову отлуп давать.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Манӑн васкамалли ҫук, хӗллеччен инҫе-ха, калас пулать, ӑйӑрсене пӑрахса хӑварма та шел, карчӑк та пӗччен тунсӑхлама пуҫлӗ…

— Мне спешить некуда, до зимы ишо далеко, да, признаться, и жеребцов бросать жалко, и старуха одна заскучает…

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Нагульнов пушӑ стакана кӑранташпа шаккарӗ те, ҫилленсе: — Старик, эсӗ хӑвӑн пӑтрашуллӑ шухӑшна ҫухатрӑн ӗнтӗ, пӗтер! Эсӗ пухура пӗрмай пӗччен пакӑлтататӑн, намӑса пӗл! — терӗ.

Нагульнов постучал карандашом по пустому стакану, сердито сказал: — Старик, ты уже сбился со своей путаной мысли, кончай! Ты один все время на собрании занимаешь, надо же и совесть знать!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ пӗччен килмен, сан пата эпир ултӑ хӗрарӑм килнӗ.

Да я не одна пришла, нас шестеро баб к твоей милости.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Салхуланса ҫӳрет вӑл ҫак яхӑнта, палӑртмасть, анчах каҫ-каҫ шарламасӑр, пӗччен сыпкалать пулмалла…»

Сумной он это время ходит, виду не подает, но похоже, что по ночам выпивает втихаря и в одиночку…»

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗрле ҫӳреме юрамасть сире, кайма кирлех пулсан, пӗччен каймалла мар.

Вообще по ночам вам лучше не передвигаться, а если уж идти, то не одному.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ пӗччен пурӑнатӑп вӗт…

Я ведь одинокий живу…

XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗччен тӑваттӑна хирӗҫ тӑма пултарать-и вара?

Да разве же один супротив четырех может устоять?

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдовӑн, Шалыйран илтни ҫинчен шухӑшласа пӑхас тесе, часрах пӗччен юласси килетчӗ, анчах Хопровсене мӗнле вӗлерни ҫинчен пуҫланнӑ калаҫу пӗтмен пирки вӑл упа евӗр сулкаланарах утакан тимӗрҫ хыҫҫӑн кайрӗ.

Давыдову хотелось бы поскорее остаться одному, чтобы поразмыслить обо всем, что услышал от Шалого, но разговор, касающийся убийства Хопровых, не был закончен, и он пошел следом за развалисто, медвежковато шагавшим кузнецом.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эппин, Островнов пӗччен ӗҫлемест.

Стало быть, Островнов не один орудует.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Учетчик хисеп ӗҫне пӗччен туса пырать, ку ӗҫшӗн вӑл правлени умӗнче ответ тытать, — тарӑхса каласа хучӗ Давыдов.

Учетчик один ведет учет и за это отвечает перед правлением, — с досадой проговорил Давыдов.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗччен ларакан тимӗрҫ лаҫҫи таврашӗнче никам та курӑнмасть.

Вокруг одинокой кузницы было безлюдно и пусто.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл шуйттан, ӑслӑ, ҫавӑнпа та пӗччен ку ӗҫе теветкеллесе каяс ҫук: апла пулсан, унпа ӗлӗкхи пекех калаҫмалла, эпир ун ҫинчен мӗн шутланине кӑшт та палӑртмалла мар, атту пӗтӗм ӗҫе пӑсса хума пулать.

Он умный, черт, и один ни за что не рискнет на такую штуку: значит, надо с ним быть по-прежнему и намека на подозрения не подавать, иначе можно сорвать все дело.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лукич вара ку ӗҫе пӗччен тытӑнас ҫук.

А один Лукич не пойдет на такое дело.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫитменнине тата пӗччен пулсан та, вӑл сана ҫывӑхарах ярса хаплаттарма пултарнӑ».

Да и один мог подпустить тебя поближе и урезать в упор».

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Разметнова ҫак вӑхӑтра пӗччен йывӑррине, вӑл ҫак ӗҫе пултарайманнине пӗлетӗн вӗт эсӗ?

А ведь ты знаешь, что Размётнову одному тяжело тянуть в такое время, что он не справляется с делами.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хайхи калать мала — каласса вӑл кун пек чухне яланах, ҫын умӗнче намӑслантарас мар тесе ӗнтӗ, пӗччен чухне калатчӗ:

Он говорит — а говорил он в таких случаях всегда без свидетелей, чтобы при посторонних не срамить человека, — вот он и говорит мне:

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗччен йӑнӑшман эпӗ, хам кам ҫине таянатӑп, ҫавсем пурте манпа пӗрле йӑнӑшнӑ.

— Не один я ошибся, а все ребята, на кого опираюсь, промазали вместе со мной.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӳрре тухма хӑтланмастӑп эпӗ, анчах йӑнӑшасса эпӗ пӗччен кӑна йӑнӑшман…

Я не оправдываюсь, но ошибся не я один…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed