Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малтанхи (тĕпĕ: малтан) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑнпа та ӗнтӗ Пантелей Прокофьевич, малтанхи хут вӗсем патне шиклӗн, чун туртман ҫӗртенех кайрӗ хӗр ҫураҫмашкӑн.

Поэтому-то с робостью и затаенной неохотой ехал в первый раз Пантелей Прокофьевич свататься.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришка ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ: вӑл малтанхи пекех, пӑвансене хӑваланӑ майлӑн хуллипеле хӑмсаркаласа, картлашка тӑрӑх ерипен улӑхать.

Оглянулась на Гришку: так же помахивая хворостинкой, будто отгоняя оводов, медленно взбирался он по спуску.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лагерьтен вӗсем малтанхи пекех пиллӗкӗн тухрӗҫ.

Из лагерей поехали по-прежнему впятером.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий кулам пекки тӑвать тата темӗн калама пикенет, анчах ҫавӑнтах туйса илет — ун пуҫӗ айӗнчи Аксинья алли темле сасартӑк лӗнчӗр-ленчӗр ҫемҫелсе кайрӗ, минтер ӑшне путса кӗчӗ, унтан чӗтренсе илчӗ те пӗр самантран каллех ҫирӗпленсе малтанхи вырӑна пырса выртрӗ.

Григорий улыбается, хочет еще что-то сказать, но чувствует: рука Аксиньи под его головой как-то вдруг дрябло мякнет, вдавливается в подушку и, дрогнув, через секунду снова твердеет, принимает первоначальное положение.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каллех малтанхи пек пурнӑҫах ҫаврӑнса тухнӑ.

Старая развернулась жизнь.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫулӗ тӑрӑх авӑ малтанхи пекех урапасем хӑлтӑртатса пыраҫҫӗ, малтанхи пекех лӳпперрӗн утаҫҫӗ йӗнер айӗн тарласа пыракан утсем; тӗссӗр-кӑвак кӗпеллӗ казаксем кӑна хӑйсен ураписем патӗнчен малти урапа патне хӑвӑрт чупа-чупа ҫитеҫҫӗ, ун тавра кӗпӗрленсе тулаҫҫӗ, ахӑлтатса шавлаҫҫӗ.

А по дороге так же громыхают брички, так же нехотя переступают запотевшие под седлами кони; лишь казаки в серых рубахах быстро перебегают от своих бричек к передней, грудятся вокруг нее, стонут в хохоте.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хуторта чӳрече хупписем шартлатса хупӑнчӗҫ, карчӑксем каҫхи кӗлӗрен тухнӑ та сӑхсӑхкаласа киле васкаҫҫӗ; плац ҫинче тӗссӗр кӑвак тусан мӑкӑрланса ҫӗкленет, унччен те пулмарӗ — ҫурхи шӑрӑхпа йывӑрланнӑ ҫӗр ҫине ҫумӑрӑн малтанхи тумламӗсем ӳкме те пуҫларӗҫ.

В хуторе хлопали закрываемые ставни, от вечерни, крестясь, спешили старухи, на плацу колыхался серый столбище пыли, и отягощенную внешней жарою землю уже засевали первые зерна дождя.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тарма тытӑннӑччӗ, анчах ҫаврӑнса пӑхрӗ те, малтанхи пекех ним те ҫуккине кура, чарӑнса тӑчӗ.

И уже ударился было бежать, да огляделся и стал, увидевши, что все было по-прежнему.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Астӑватӑп эпӗ, — терӗ Чуб, малтанхи пекех, — пӗррехинче мана хупах хуҫи, леш хайхи Зузуля, халь ҫук-ха вӑл, вилнӗ, Нежинран табак илсе килсе панӑччӗ.

— Я помню, — продолжал все так же Чуб, — мне покойный шинкарь Зозуля раз привез табаку из Нежина.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Эпӗ ӑна юриех, сире пирӗн хутора хӑвӑртрах ҫитмелле пултӑр тесе, малтанхи листа ҫине кӑларса лартрӑм.

Я нарочно и выставил ее на первом листке, чтобы скорее добрались до нашего хутора.

Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Унпа йышӑннӑ малтанхи йышӑнӑва кӑҫалхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ.

Раннее распоряжение о нем было подписано 18 января текущего года.

Олег Николаев пулӑшуҫӑсене ҫирӗплетнӗ // Вика Сорокина. https://chuvash.org/news/24248.html

Малтанхи уйӑхӗ, Сталин юлташ!

— Первый месяц, товарищ Сталин!

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Вӑрҫӑн малтанхи кунӗнченех, Сталин юлташ!

— С первого дня войны, товарищ Сталин!

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тӗлӗнмелле, мӗнле айван пулнӑ вӑл Россия ҫине кайнӑ походӑн малтанхи кунӗсенче.

Странно, каким он был наивным в начале похода в Россию.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Малтанхи ҫапӑҫура пуласси ӑна ним чухлӗ те хӑратман.

Ее нисколько не пугало боевое крещение.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫапӑҫу малтанхи хут ӑнӑҫсӑр иртнипе хальхинче Озеров полкӗнчен икӗ батальон кӗмелле: Головко батальонӗ Горки еннелле тапӑнса пымалла, Шаракшанэ батальонӗ ҫурҫӗрпе хӗвеланӑҫ енчен Барсушньӑна атакӑламалла та Скирмановӑна ҫитсе кӗмелле.

В бой вводились, хотя и преждевременно из-за постигшей неудачи, два батальона из полка Озерова: батальону Головко предстояло наступать в направлении деревни Горки, батальону Шаракшанэ — атаковать Барсушню с северо-запада и прорваться в Скирманово.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ун пек ан пултӑр тесен, ӳсен-тӑрана малтанхи ҫулсенчех нӳр памалла, ялхуҫалӑх культурисене акни шӑпах ҫав нӳрӗ парать те…

Чтобы этого не случилось, надо в первый же год растениям давать влагу, высеивание же сельскохозяйственных культур как раз и приносит влажность…

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кондратьев малтанхи машинӑна чарать те тусанланса пӗтнӗ, анчах кабинӑран мӑнаҫлӑн пӑхса ларакан шофертан ыйтать:

Остановит переднюю машину и спросит у запыленного, выглядывающего из кабины шофера:

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Малтанхи арӑмӗ унӑн начаркка, чирлӗ хӗрарӑмччӗ те, вӑл ача тумасӑрах вилчӗ.

Первая жена его была слабая, больная женщина и умерла без детей.

I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Ҫав урӑххи мар пулсан, мӗн пулса иртни, тен, пулмастчӗ те пуль; анчах унӑн сӑн-питӗнче юратма тата хӑй ерӗшкипе пӗрле телей курма чӑрмантарнишӗн кӑмӑлсӑрланни, кӳренни сисӗнчӗ — сисӗнмерӗ пулсан та, чи малтанхи самантра мана ҫавӑн пек туйӑнчӗ.

Если бы оно было одно, может быть, не случилось бы того, что случилось; но в выражении ее лица было, по крайней мере показалось мне в первое мгновенье, было еще огорченье, недовольство тем, что нарушили ее увлечение любовью и ее счастье с ним.

XXVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed