Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтса (тĕпĕ: ыйт) more information about the word form can be found here.
Унӑн часрах Нагульнова мӗн пулнине ыйтса пӗлесси килчӗ.

Ему не терпелось поскорее расспросить обо всем случившемся Нагульнова.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Эсӗ икӗ кунлӑха ыйтса кайрӑн вӗт, мӗншӗн капла час таврӑнтӑн? — кулкаласа ыйтрӗ Давыдов.

— Ты же на два дня отпросился, почему так рано вернулся? — улыбаясь, спросил Давыдов.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пурин ҫинчен те пӑртак ыйтса пӗлчӗ вӑл, унтан калать: «Каях киле, Нагульнов юлташ, кӗҫех эп сирӗн пата ҫитетӗп», — тет.

Обо всем он понемногу расспросил, а потом говорит: «Езжай домой, товарищ Нагульнов, вскорости я у вас буду».

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ман сирӗнтен пурсӑрӑнтан та пӗр вырӑс писателӗн сӑмахӗсемпе ҫапла ыйтса пӑхас килет: «Эсир вӗсен несӗлӗсене ылтӑн ӗмӗр туса пама пулатӑр, мӗн парӑр-ха эсир халь вӗсене хӑйсене?»

Я спрошу вас сейчас словами Арцыбашева: «Что вы дадите «этим» людям взамен того золотого будущего, которое обещают их потомкам?…»

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

«Малашлӑха пӗлекенрен те ыйтса пӑхрӑм, сӑмах та патӑм, килти эмелсем те ӗҫтеркелерӗм — нихӑшӗ те пулӑшмасть.

«В храме жребий тянула, обет принесла, домашними снадобьями напоила… ничего не помогло…

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Ҫавӑн пекех укҫа ыйтсан килӗшме сӗнместпӗр — юлташӑрсем ыйтаҫҫӗ пулин те маларах вӗсемпе телефонпа ҫыхӑнса лару-тӑру мӗнлерех пулнине ыйтса пӗлӗр.

Также не рекомендуется отзываться на просьбы перевода денег, даже если они исходят от ваших друзей — не поленитесь с ними связаться по телефону и уточнить ситуацию.

Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен страницисене ҫӗмӗрнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23597.html

Ҫавӑнпа килтӗм те, ыйтса пӗлес терӗм, мӗнле вырӑн паратӑр мана, ну, тата ытти те…

Затем и пришел, чтобы узнать, какая мне выйдет должность, ну и прочее…

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Давыдовран ыйтса пӗлмеллеччӗ!» — шухӑшларӗ вӑл кӑштах пӑшӑрханнӑ пек пулса.

«Надо бы у Давыдова разузнать!» — с легкой досадой подумал он.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ирхине колхозран тухнисенчен аллӑшӗ колхоза илме ыйтса заявлени пачӗҫ.

Наутро пятьдесят выходцев подали заявление с просьбой о принятии в колхоз.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ятне пӗлтермесӗр пӗр гражданин президиума хут татӑкки пӑрахса пачӗ, унта ҫапла ыйтса ҫырнӑ: «Тырӑ тиесе кайнисене пурне те арестлеҫҫӗ тата пурлӑхне конфискацилесе пуҫ яраҫҫӗ тени тӗрӗс-и?» — тенӗ.

В президиум неизвестный гражданин бросил записочку, в ней спрашивается: «Верно ли, что все, забиравшие хлеб, будут арестованы с конфискацией имущества и сосланы?»

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Салатасса хӑйсенчен ыйтса пӗлӗ тӑрӑх салатса панӑ.

Раздача производилась на основании опроса.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир унтан ыйтса пӑхнӑ ӗнтӗ!

Мы у него уж пытали!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Санран ыйтса тӑмаҫҫӗ! — хуравларӗ Демка Ушаков.

— У тебя не спрашиваются! — огрызнулся Демка Ушаков.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульновран хӑйӗнчен тата Гремячий Лог хуторӗнчи унӑн ӗҫӗсене пула инкек курнӑ колхозниксемпе уйрӑм хуҫалӑхлӑ хресченсенчен ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх, ҫавӑн пекех тата свидетельсем кӑтартса панӑ тӑрӑх, эпӗ ҫакна тупса палӑртрӑм: пӗр иккӗленмесӗр каламалла, Нагульнов юлташ парти ӑна шанса тӑнине тӳрре кӑларайман, хӑйӗн айӑплӑ ӗҫӗсемпе партие ҫав тери пысӑк сиен кӳнӗ.

Путем опроса самого Нагульнова, потерпевших от его действий колхозников и единоличников Гремячего Лога, а также на основании свидетельских показаний мною установлено следующее: товарищ Нагульнов безусловно не оправдал доверия партии и своими поступками принес ей огромный вред.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл: колхозран тухнисене халех ӗҫ выльӑхне тата ялхуҫалӑх инвентарьне каялла тавӑрса памалла-и, ака пӗтнӗ хыҫҫӑн тин памалла-и тесе иккӗмӗш хут ыйтса ҫырнине хирӗҫ Райполеводсоюзпа партирайкомӗ аҫа-ҫиҫӗмле приказпа ответлерӗҫ.

На его вторичный запрос о том, возвращать ли выходцам тягло и сельскохозяйственный инвентарь сейчас или же после сева, райполеводсоюз и райпартком ответили громовым приказом.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсенчен хӗл варринче те юр ыйтса илеймӗн, вӗсен аллине ҫаклансан, ыррине ан кӗт вара!

А середь зимы снегу не выпросишь, и попадешься им, так уж милости не жди!

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унтан вӑл, питсене тимлӗн тинкерсе пахса та паянхи ҫӗр ҫакӑнта кӗме ирӗк паракан вӑрттӑн сӑмахсемпе ыйтса, юлнисене тӗплӗн тӗрӗслесе тухнӑ.

Затем он внимательно обошел всех оставшихся, всматриваясь им в лица и опрашивая их таинственными словами, составлявшими пропуск нынешней ночи.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Унтан хӗл варринче те юр ыйтса илеймӗн, пӗлетӗп!»

У него середь зимы снегу не выпросишь, знаю!»

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Илтнӗ пуль-ҫке, мӗн ыйтса тӑратӑн тата…

— Слыхал, чего же пытаешь…

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унта колхоз председателӗ, Гнедых, ухмахланса ларать, эпир вӗсене: «Сирӗн триер хӑҫан пушанать?» — тесе ыйтса хут ҫырса ятӑмӑр та, вӑл: «Улӗмренхи вӑхӑтсенче», — тесе резолюци ҫырса хунӑ.

Там председатель колхоза Гнедых бузит, на нашем письменном запросе, когда у них освободится триер, написал резолюцию: «В будущие времена».

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed