Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шыраса (тĕпĕ: шыра) more information about the word form can be found here.
Меллӗрех вырӑн шыраса, пӗрне-пӗри тӗрткелесе, пурте сӗтел хушшине вырнаҫрӗҫ.

Все уселись вокруг стола, ища лучшее место и толкая друг друга.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ҫакнашкал лару-тӑруран тухма ҫул шыраса академи ял хуҫалӑх таварӗсен производителӗсемпе, професси вӑтам пӗлӗвӗ паракан организацисемпе, шкулсемпе, ҫавӑн пекех республика ертӳлӗхӗпе те ҫыхӑнусене тачӑрах йӗркелесшӗн.

Help to translate

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Темӗн те курнӑ-чӑтнӑ хыҫҫӑн тӗрӗс пӗртен-пӗр ҫак ҫула шыраса тупрӑм.

После всего пережитого нашла эту одну единственную правильную дорогу.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Тӗрӗслӗх шыраса ӑҫта каймалла?

Куда пойти искать правду?

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Каярахпа авӑ Мускавра та телей шыраса пӑхрӑм.

Позднее, вон, попробовал искать свое счастье в Москве.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Вӗсене мӗнле пӑхӑннине сӑнасах тӑраҫҫӗ, тавралӑха варалакансенчен штраф шыраса илнине те палӑртнӑ.

Постоянно контролируют их подчинение, также предусмотрено взыскание штрафа за загрязнение окружающей среды.

Информаци тӗлӗшӗнчен хӳтӗленме // Алина ТИМОФЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Чӗрӗк ӗмӗрте мӗнле кӑна роль вылямарӑм-ши? Ӗҫе кӗрсенех Андриян Павлов режиссер мана сцена ҫине чылай ҫул тухакан «Мӑшӑр шыраса» камитре роль шанчӗ.

Каких ролей не было у меня за четверть века? Когда только начинал режиссер Андриян Павлов доверил мне роль комедии "В поисках супруги", которая шла много лет на сцене нашего театра.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Михайловсем унӑн вилтӑприне шыраса тупнӑ, унта ачисене илсе кайса килнӗ.

Help to translate

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ыйтнине Геннадий Анатольевич йӑлт тивӗҫтернӗ, унашкал тӗслӗ сӑррине кӑна шыраса тупайман, кӑшт урӑхлараххипе улӑштарнӑ.

Просьбу Геннадий Анатольевич полностью выполнил, не нашёл только такого цвета, заменил немножко другим.

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ольӑпа Валериан мӗльюн ҫын хушшинче пӗр-пӗрне шыраса тупнӑ, иккӗшӗн шӑпи пӗр ҫул ҫине тухни ӑнсӑртран марах.

Help to translate

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Эсӗ мана пасарта шыраса утнӑ тетӗн.

Ты говоришь меня по рынку ходила искала.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Завод уҫмашкӑн площадка шыраса 2,5 ҫул ирттернӗ.

Help to translate

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Манӑн ӗҫе ырлакан чылай, Интернет урлӑ та шыраса тупаҫҫӗ.

Help to translate

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

ЧПУ выпускникӗсене республикӑра, унӑн тулашӗнче хаклаҫҫӗ-и? Ҫак тата ытти ыйтӑвӑн хуравне шыраса Андрей Юрьевичпа куҫа-куҫӑн тӗл пултӑмӑр.

Help to translate

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Альвина Ивановӑн ашшӗ Аркадий Кольцов пиччӗшӗн Карелире пӗрле ҫапӑҫнӑ юлташӗсен адресӗсене шыраса тупнӑ.

Help to translate

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Шӑп 73 ҫултан аттене шыраса тупрӑмӑр.

Ровно через 73 года отыскал отца.

73 ҫултан — пӗрремӗш тӗлпулу // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2016.05.06

Тӗп геройсене шыраса тупнисӗр пуҫне вӗсемпе калаҫмаллаччӗ, монтаж тумаллаччӗ.

Кроме поиска главных героев, с ними нужно было беседовать, делать монтаж.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ӑна шыраса Иркутск облаҫне ҫитичченех командировкӑсене ҫӳренӗ.

Help to translate

«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Специалистсем ӗҫ шыраса килекенсене йышӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ ӗҫ е професси ӑсталӑхне ӳстерме вӗренме, ӗҫ ярмӑрккисене хутшӑнма сӗнеҫҫӗ.

Help to translate

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

- Кӑҫалхи январь - март уйӑхӗсенче центра 156 ҫын ӗҫ шыраса килнӗ.

Help to translate

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed