Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

енӗпе (тĕпĕ: ен) more information about the word form can be found here.
Районти Спорт ҫуртӗнче (вӑл район администрацийӗн халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес тата физкультурӑпа спорт пайӗн балансӗ ҫинче тӑрать) капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн спортӑн тӗрлӗ енӗпе ДЮСШ физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли, вӗренӳпе тренировка занятийӗсем иртеҫҫӗ.

Help to translate

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Пӗчӗкренех амӑшне пур енӗпе те пулӑшма тӑрӑшрӗ.

С детства старался во всем помогать мать.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Ҫак тапхӑрта улталанипе (1-рен 4 ҫити), коррупци енӗпе (1-рен 2 ҫити), вӑрланипе ҫыхӑннӑ (0-рен 1 ҫити) тата обществӑлла вырӑнсенче (13-рен 17 ҫити) преступлени тӑвасси ӳсрӗ.

Help to translate

Эрех ӗҫекенсем йӗркене ытларах пӑсаҫҫӗ // Александр МИХОПАРКИН. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.07.29

Тӑлӑхсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес енӗпе саккунлӑха пӑхӑннине прокуратура куҫран вӗҫертмест.

Help to translate

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ку енӗпе ҫитменлӗхсем тупса палӑртман.

Help to translate

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Районти вӗренӳ учрежденийӗсенче санитарипе эпидемиологи хӑрушсӑрлӑхӗпе, терроризмпа кӗрешес енӗпе те прокуратура ӗҫченӗсем саккуна пӑснӑ тӗслӗхсем тупса палӑртнӑ, 4 ҫынна явап тыттарнӑ.

Help to translate

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Куншӑн директор ячӗпе представлени ҫырнӑ, должноҫри 2 ҫынна дисциплина енӗпе явап тыттарнӑ.

Help to translate

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ҫапла майпа класс ертӳҫипе директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен заместителӗ хӑйӗн тивӗҫне саккунпа килӗшӳллӗн тӗрӗс пурнӑҫламан.

Help to translate

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Борисовсене те Лариса хӗрӗпе кӗрӳшӗ, Дима ывӑлӗпе кинӗ мӗнпур енӗпе пулӑшса пыраҫҫӗ.

Help to translate

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Халӗ эпир ӑна воспитани енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ тетпӗр.

Help to translate

Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Апла-тӑк районсенче профильлӗ шкулсем уҫмалла, – тет вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ Николай Филиппович.

Help to translate

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Аваллӑх енӗпе ӑс-тӑн пухма пулӑшатчӗ вӑл пире, уроксенче темӑна уҫса панипе пӗрлех тӗрлӗрен кӑсӑклӑ япаласем ҫинчен каласа паратчӗ.

Помогал нам набирать знания по истории, вместе с раскрытием темы на уроках много рассказывал интересного.

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

1981-2000 ҫулсенче Елабугӑри педагогика институтӗнче литература кафедрин ассистенчӗ, аслӑ преподаватель, литература кафедрин ертӳҫи, наука енӗпе ӗҫлекен проректор пулса вӑй хунӑ.

В 1981-2000 годы работал ассистентом кафедры литературы Елабужского педагогического института, старшим преподавателем, руководителем кафедры литературы, проектором по научной работе.

Ҫӗнӗ министр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Республика больницин никӗсӗ ҫинче неврологи енӗпе интернатура пӗтернӗ, Мускавра, Хусанта, ытти хулара йӗркеленӗ ятарлӑ курссенче пӗлӗве пуянлатнӑ.

Help to translate

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

ЧПУн энергетикӑпа электротехника факультечӗн студенчӗ, каратэ енӗпе тӗнче чемпионӗ Дмитрий Вязов хӑйӗн вӗренекенӗсемпе тӗрлӗ кӑтартупа паллаштарсан хӑнасем алӑ пиртен те вӑйлӑрах ҫупрӗҫ пулӗ.

Help to translate

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Физкультура преподавателӗ Ван Фэн кун-фу кӗрешӳ енӗпе ӑсталӑхне кӑтартрӗ, искусствӑсен институчӗн доценчӗ Тао Хэмин каллиграфи мелӗсемпе паллаштарчӗ.

Преподаватель физкультуры Ван Фэн ознакомил с методами борьбы кун-фу, доцент института культуры Тао Хэмин ознакомил с методами каллиграфии.

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Хӑнасене ЧПУ ректорӗ Андрей Александров, ЧР вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин министрӗн заместителӗ Сергей Кудряшов, ЧПУн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Евгений Кадышев, ыттисем кӗтсе илчӗҫ.

Гостей встречали ректор ЧГУ Андрей Александров, заместитель министра образования и молодежной политики ЧР Сергей Кудряшов, научный проректор ЧГУ Евгений Кадышев и другие.

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

— Суту-илӳпе экономика, наукӑпа техника тата гуманитари енӗпе ҫыхӑну тытса ӗҫлеме тунӑ килӗшӳ пире тата ҫывӑхланма пулӑшӗ.

Help to translate

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Владимир Аврелькин, Лю Ли тата унпа пӗрле килнӗ ушкӑн /йышра Аньхой университечӗн Раҫҫее тӗпчес тӗлӗшпе ӗҫлекен центрӑн директорӗ Ши Хуншен, Аньхой провинцине аталантарас енӗпе ӗҫлекен комитет директорӗ Чшан Шаочунь, «Вань Шэнь» ООО директорӗ Го Фэн тата ыттисем те/ музей ҫывӑхӗнчи паркри Никита Бичурин палӑкӗ умне чечек ҫыххисем хучӗҫ.

Help to translate

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Тӗнчипе паллӑ синолога, Демидов премийӗсен лауреатне /1834, 1837, 1842, 1849/, Раҫҫей ӑслӑлӑхӗсен академийӗн член-корреспондентне, Парижри Ази обществин чӑн членне, Раҫҫей империйӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин Ази департаменчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченне Никита Бичурина /1777-1863/ хисеплесе уҫнӑ музей ентешӗмӗр Китайра ӑслӑлӑх енӗпе пурнӑҫланӑ вышкайсӑр пысӑк ӗҫӗпе паллаштарать.

Help to translate

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed