Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫул ик енӗпе ӳсекен ыраш ун кӑмӑлне ҫемҫетрӗ.Рожь, растущая по обе стороны дороги, немного подняло ее настроение.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Специалистсем культурӑланӑ тата ҫутҫанталӑкра ӳсекен 204 иҫӗм ҫырлин тӗсне тӗпченӗ те 4000 ҫул каялла ҫав сортсене чи малтан Кӑнтӑр Кавказра культурӑлама пуҫланине тупса палӑртнӑ.
Эрех тума юрӑхлӑ иҫӗм ҫырли Кӑнтӑр Кавказран тухнине палӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30658.html
Окопсен линийӗ — хӗвеланӑҫ енче Донец шывӗн сулахай ҫыранӗнче ӳсекен ешӗл йывӑҫ тӗмисемпе хӑмӑшсене пырса тӗкӗнет.Линия окопов на западе упиралась в пышные заросли левого берега Донца.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тӑйлӑк-тайлак, сарлака та шӑтӑк-шатӑк алӑк умӗнче ӳсекен ешӗл курӑксенчен ырӑ шӑршӑ кӗрсе тӑрать.Пахло свежей травкой, растущей у порога широких, щелястых, покосившихся дверей.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Шурӑ колоннадӑсем, гранит арӑслансем, вистенсе пӗтнӗ карап сӑмсаллӑ рострӑсем, крепость ҫинчи ылттӑн шӗврешке тата шыв хӗррипе юшкӑн хӗвсе лартнӑ ҫӗрте ӳсекен хӑвасем те — пурте хӑйсен сӑнӗсене тӗпсӗр тарӑнлӑха ӳкернӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӗсем иккӗшӗ те сак ҫине ларчӗҫ; ҫав тери ывӑнса ҫитнӗрен-тӗр, ал-урисем лӑштӑрах ҫемҫелсе кайрӗҫ, куҫӗсемпе вара хӳме ҫывӑхӗнче ӳсекен жасмин тӗмӗ ҫине ытараймасӑр савса пӑхрӗҫ.
10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӑл Линӑна сарӑлса ӳсекен груша айне ҫӗр ҫинех ларма хушрӗ.
Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Фермерсен илемлӗ те капӑр ҫурчӗсем, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ хирсем, виноградниксем, садсем, ешӗл курӑк ашкӑрса ӳсекен ҫарансем, тырпул хӳхӗм ҫитӗнекен уй-хирсем пӗрин хыҫҫӑн тепри курӑнма пуҫларӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хам ая эпӗ шывра ӳсекен типнӗ курӑксемпе ытти курӑксене сартӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Чул сӑртсем ҫинче эпӗ кайӑк ҫӑмартисем нумай пухрӑм, унтан шӑтӑка икӗ-виҫӗ ытам шывра ӳсекен типӗ курӑксемпе ытти тӗрлӗ курӑксем илсе кӗтӗм те ирпе апатланма ҫӑмартасем пӗҫерме шутларӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ вут чулне шаккаса ӑвва чӗртрӗм, шывра ӳсекен типӗ курӑксемпе тупӑлхаран кӑвайт хурса кӗл ӑшӗнче ҫӑмартасем пӗҫертӗм.Я высек огня и развел костер из вереска и сухих водорослей, на котором испек яйца.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Анчах та вӑл чӳречерен пуҫне кӑларса ҫӗрелле пӑхрӗ те унта ӳсекен ҫӳллӗ вӗлтрен тӗмӗ пачах та таптанманнине курсан хӑраса ӳкрӗ.
Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Кунта ҫуртлӑх вӑрмансем ӳсекен вырӑнсенче тӑхӑр фут тӑршшӗ чи пысӑк ҫар карапӗсем тӑвас йӑла пур.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Испани пуянӗсем, Магеллана экспедицие кӑларса ярса, ҫав пӑрӑҫ пек япаласем ӳсекен ҫӗршыва ҫитме хӑрамалла мар кӗскерех ҫул туптарасшӑн пулнӑ.
Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫав япаласем ӳсекен ҫӗршывсенче вара — Индире е Молукк утравӗсенче — ҫаксем пурте хамӑр таврари сӗлӗрен е пӑрҫаран хаклӑ пулман.
Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Вӑл халь ҫеҫ ҫирӗм ҫул тултарнӑччӗ-ха, сӑнран пӑхсан вӑл тин кӑна ӳсекен ҫамрӑк пек курӑнатчӗ, ҫапах та ун ҫине пурте йывӑр кун килсен ӑслӑ канаш пама, яланах мӗнле те пулин пулӑшу пама пултаракан ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхатчӗҫ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пӗр хутла ҫуртсем, ҫурт умӗнчи пахчасем, тротуар хӗррипе ӳсекен йывӑҫсем вӗлтлете-вӗлтлете иртсе юлнӑ.Мелькали дома, палисадники, деревья, росшие вдоль тротуаров.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Коля Ленӑна йывӑҫ айне вырттарнӑ та сукмак ҫинче ӳсекен курӑка тинкерсе пӑхнӑ, ун ҫинче ҫын ури йӗрӗсем палӑрмаҫҫӗ-и, тесе, сӑнама тытӑннӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Курӑк пусса кайнӑ сукмак йӗрӗ, ҫип пек ҫинҫелсе юлнӑскер, йӑвӑ ӳсекен йывӑҫсем хушшипе авкаланса выртнӑ.Тропинка, теперь уже узенькая, полузаросшая травой, вилась между тесно растущими деревьями.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Килкартисемпе пӗчӗк пахчасенче ӳсекен йывӑҫсем те хӑйсен вӑрӑм турачӗсене урама ҫитичченех тӑса-тӑса янӑ.Другие деревья росли во дворах и садиках и оттуда простирали ветви над тротуарами.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.