Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуса (тĕпĕ: ҫу) more information about the word form can be found here.
Урайне те ҫуса тухнӑ иккен.

Оказывается, и пол вымыли.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Тап-таса ҫуса тасатнӑ витрисене сӗтел ҫине ӳпӗнтерчӗ те аллине ҫӑраҫҫи ярса тытрӗ.

Опрокинул на стол чисто вымытые ведра и взяла в руки ключи.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Кунта халӗ ҫеҫ ҫумӑр ҫуса иртсе кайнӑ.

Здесь только что прошел сильный ливень.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Халӗ ҫеҫ ҫумӑр ҫуса иртсе кайрӗ.

Только что прошел дождь.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хыватӑп та, халех пусӑ кутӗнче ҫуса тасататӑп.

Я их сейчас у колодца выстираю.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кукӑр сӑмсаллӑ Людендорф генералӑн ватӑ, анчах та лайӑх ҫуса тасатнӑ пӗркеленчӗклӗ шупка-хӗрлӗ сӑн-пичӗ тӑпӑ та хаяррӑн курӑннӑ, тӑрӑ куҫӗсем унӑн сиввӗн пӑхнӑ; пӑтӑркка ӳтлӗ янахӗ сӑрӑ тӗслӗ сюртукӗн тӑратса янӑ ҫухи ҫине йӑтӑнса аннӑ.

Старческое, с чисто промытыми морщинами, с твердым, согнувшимся на кончике, носом, розовое лицо генерала Людендорфа было неподвижно и строго, в глазах — ясность и холод, лишь дряблый подбородок отечески лежал на стоячем воротнике серого военного сюртука.

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫӗрӗпе йӗпе юp ҫуса пысӑк чӳрече кантӑкӗсем ҫумне ҫыпҫӑна-ҫыпҫӑна ларать.

Всю ночь мокрый снег лепил в большие окна.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Виҫӗ арматурщик пӗрремӗш хутри юр ҫуса лартнӑ бетон ҫине ӳкнӗ.

Три арматурщика упали на занесенный снегом бетон первого этажа.

Виҫӗ рабочи 4-мӗш хутран ӳкнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/30571.html

Черепица хушшинчи шӑтӑксем витӗр кунта ҫип пек ҫинҫе ҫутӑ йӗрӗсем шуса кӗреҫҫӗ, вӗсем ҫуса тӑракан ҫумӑр пек те курӑнаҫҫӗ.

Сквозь отверстие в черепице просеивались тоненькие матовые струйки, густые, как дождь.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Ӑна ҫуса е сапласа памалли япаласем пулсан, илсе кил эсӗ.

— Если что надо ему постирать или заштопать, вези сюда.

9 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Уяв тӗлне тирпейленӗ, ҫуса тасатнӑ кухньӑра Эмиль, унӑн ашшӗпе амӑшӗ, Ида йӑмӑкӗ, Альфредпа Лина тата Крюсе-Майя лараҫҫӗ.

Все они — и Эмиль, и мама, и папа, и сестрёнка Ида, и Альфред, и Лина, и Крёсе-Майя — сидели вместе в празднично убранной кухне.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тултартӑрах ҫуса ҫак юр, уншӑн пулсан халӗ пӗрех.

Пусть снег валит сколько угодно, ему теперь уже безразлично.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Нумай-нумай юр ҫуса лартсан Смоландра яланах ҫапла калаҫҫӗ.

Так говорят в Смоланде, когда выпадает много снега.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл Бастефальтен илсе килнӗ сысна ҫури ҫинчен шухӑшлама пӑрахрӗ, вӑл кӗҫех раштав ҫитисси ҫинчен шутлать тата тинех юр ҫуса лартнишӗн савӑнать.

Он уже думал не о поросёнке из Бастефаля, а только о том, что скоро Рождество, и радовался, что пошёл наконец снег.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кайран Крюсе-Майя килет, вӗсем Линӑпа иккӗшӗ кӗпе-йӗм ҫумалли пӳлӗме кайӗҫ те сысна ҫурин пыршисене ҫуса тасатӗҫ.

А потом придёт Крёсе-Майя, и они вместе с Линой пойдут в прачечную промывать кишки.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫав кӗпесене кун сиктерсех улӑштарса тӑхӑнтӑм, вӗсене хам ҫуса тасататтӑм.

Я менял их каждый день и стирал собственноручно.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл кӗпесене ҫав тери лайӑх ҫуса тасатнӑччӗ, ҫавӑнпа вӗсем ман ӳт-тирӗме те варалама пултараймаҫҫӗ тесе шутларӑм.

Они были хорошо выстираны и не могли особенно сильно замарать меня.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ вара пирӗн ҫӗршывра гуигнгнмсем питех те нумаййи ҫинчен, ҫуллахи вӑхӑтра вӗсене ҫарансемпе улӑхсенче кӗтӳпе кӗтсе ҫӳрени ҫинчен, хӗллехи вӑхӑтра вара вӗсене уйрӑм ҫуртсенче утӑпа сӗлӗ ҫитерсе пурӑнни ҫинчен, вӗсене хырчӑкпа тасатса ҫилхисене тураса якатни ҫинчен, урисене ҫуса тасатса хӑйсене апат пани тата выртмашкӑн улӑм сарса хуни ҫинчен каласа патӑм.

Я ответил ему, что их у нас очень много. Летом они пасутся на лугах, а зимой их держат в особых домах, кормят сеном и овсом, чистят их скребницами, расчесывают им гриву, обмывают ноги, задают корм и готовят постель.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Япаласене ҫуса пӗтернӗ хыҫҫӑн сысна пусрӗҫ.

Когда со стиркой было покончено, закололи свинью.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Раштав умӗн хытах шӑнтса пӑрахрӗ, тата юр ҫуса тултарчӗ.

Перед Рождеством сильно похолодало и повалил снег.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed