Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫемьери (тĕпĕ: ҫемье) more information about the word form can be found here.
Ҫапла ҫемьери чи асли Елена Васильевна 13 ҫулти Октябринӑпа 10 ҫулти Вальӑна илсе инҫе ҫула – Элкел районне – ҫул тытать.

Help to translate

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Паллах,ҫемьери арҫынсен шутне пӑхса.

Конечно, учитывая количество мужчин в семье.

Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Ҫул ҫитменнисем тӗлӗшпе уйрӑмах тимлӗ социаллӑ ӗҫченсем, вӗсен пурнӑҫӗпе, йӑла условийӗсемпе интересленсех тӑраҫҫӗ /сӑмах май, асӑннӑ тапхӑрта хӳтлӗх органӗсемпе учрежденийӗсенче тулли мар ҫемьери пӗр ачана шута илнӗ, хальхи вӑхӑтра 29 ҫемьере ҫитӗнекен 61 ача шутра тӑрать/, вӗсем валли тӗрлӗ мероприяти хатӗрлеҫҫӗ.

Help to translate

Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пӗр ҫемьери пек пурӑнаҫҫӗ лупашкасем.

Help to translate

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

— Эпир пӗчӗк ялта пӗр ҫемьери пек питӗ туслӑ пурӑнатпӑр.

- Мы в маленькой деревне как в одной семье живем очень дружно.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫемьери тӑнӑҫлӑх, чи ҫывӑх ҫынсен хисепӗпе юратӑвӗ те, паллах, Ольга Крыловӑна пур ӗҫре те пуҫаруллӑ пулма хистет.

Help to translate

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ачапа амӑшӗн сывлӑхне упрани, садиксемпе яслисем, шкулсем ҫӗклени, ҫемьери иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи пепкене кун ҫути парнеленӗ е усрава илнӗ хӗрарӑма амӑшӗн ҫӗршыв пӗлтерӗшлӗ капиталӗн сертификачӗсӗр пуҫне республика Пуҫлӑхӗ ҫирӗплетнипе, пособисемпе, патшалӑх пулӑшӑвӗн ытти мелӗпе тивӗҫтерни Чӑваш хутлӑхӗнчи ҫемьесене шанӑҫ парать.

Help to translate

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пӗр ҫемьери пек пурӑнтӑмӑр ун чухне.

Как в одной семье жили тогда.

Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Хӗвел пурин ҫине те пӗрешкел пӑхать, анчах ҫемьери хутшӑнусем — расна.

Help to translate

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ахӑртнех, ҫакӑнта хӑйсене пӗр ҫемьери пекех туяҫҫӗ вӗсем.

Help to translate

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Люба 1999 ҫулта Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче кун ҫути курнӑ, ҫемьери иккӗмӗш ача вӑл.

Help to translate

Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Акӑ, Василий Белов «Лад» кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «Мӗн ӗлӗкрен килти хуҫалӑха хӗрарӑм - анне, мӑшӑр - тытса пынӑ. Хуҫалӑхри пур ҫӑра та унӑн аллинче, вӑл хӑҫан тата мӗн кирлине лайӑх пӗлет. Праҫниксене уявлассине, типӗ тытассине те хӗрарӑмах йӗркелесе пынӑ. Ҫитӗнекен ачасене те тӗрлӗ ӗҫе вӑлах хӑнӑхтарнӑ. Ҫулсем иртнӗ май ҫемьери хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫӗсене ывӑлӗн мӑшӑрне, кинне, шанса панӑ».

Help to translate

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed