Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫисе тӑрансан, пӗр ҫемьеленсе, ҫемӗҫнӗ чӗлхисене пӑртак ирӗке ячӗҫ, пӗр авӑк кушак юмахне яркаласа ларчӗҫ, хаваллӑ кӑмӑлпа сӑмах вылятрӗҫ, ҫӑвара мӗн килнине печӗҫ, анекдотсен арчине те уҫса пӑхрӗҫ.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Сирӗн пеккисем пурнӑҫа салатса ячӗҫ те ӗнтӗ паян…
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Иккӗшӗ те пӗр-пӗрне чӗнӳллӗ, кӗтевлӗ, сӑваплӑ куҫӗсемпе ачашла-ачашла, уҫҫӑн, кӗмӗллӗн шӑнкӑртаттарса кулса ячӗҫ те, «ҫунаттисене сарлакан сарса ярса», пӗр-пӗрин ытамне ыткӑнчӗҫ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Хайхискерсем ӗҫе ӗнтӗ тӑпӑртӑк-тӑпӑртӑк юпах сиккипех ячӗҫ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Хӗрпе каччӑ, хӑйсене вӗресех тӑкӑнма парас мар тесе, вӗри, пылак чуппа ҫилӗмӗпе ҫилӗмленсе ҫыпӑҫнӑ тутисене чап! уйӑрчӗҫ те вӑрӑммӑн сывласа ячӗҫ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Йӗкӗтсем хӑйсем те сисмерӗҫ, пловран пӗр рис пӗрчине те хӑвармарӗҫ, тӗпӗ-йӗрӗпе ҫисе ячӗҫ.
Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307
Пурис, ашшӗ еннелле куҫне ывӑтса илсе: «Аннерен те…» — теме ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, шуйттансем ӑна тамӑк ҫӗрӗ ҫине валт кӑна талкӑштарса кӗртсе ячӗҫ: ун куҫӗ умне тӳрех «этем юнӗ» тесе ҫырнӑ темиҫе кӗмсӗркке катка, армак-чармак йывӑҫсем, вӗсемпе юнашарах кӑнттам, катмар пуртӑсен, сенӗксен, хӗҫсен, сӑнчӑрсен куписем ӳкрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Шӑпӑл-шӑпӑл-шӑпӑл алӑ ҫупса ячӗҫ ҫулҫӑсем.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пушӑ вӑхӑтпа усӑ курса, йӑтмарҫӑсем, сывлӑш ҫавӑрса ярса, пит-куҫӗсене пӑтӑр-пӑтӑр тартан шӑлкаласа типӗтсе, пур-ҫук сивӗ апата ҫырткаласа ячӗҫ — пӗчӗк михӗ самант пушанчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
… Сирсе ячӗҫ хӗн-хура Мӑлатукпа ҫӑпата …
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ачасем шав кулса ячӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Уртем Михалипе Кӗтерук кинемей пырса кӗрсен, вӗсем ура ҫине тӑрса алӑ ҫупса ячӗҫ.
Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.
Виҫӗ ывӑлпа икӗ хӗр ҫитӗнтерсе йӑвинчен вӗҫтерсе ячӗҫ, мӑнукӗсенчен те ҫултан-ҫул пуянланса пыраҫҫӗ.
Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.
Апла канмалли ҫурта кайса килетпӗр! — харӑссӑн кӑшкӑрса ячӗҫ ҫамрӑксем.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Мастер хӗрсемпе темиҫе хутчен те кун пирки калаҫу пуҫарчӗ, анчах тем ӑнлансах ҫитеймерӗ-ха вӑл, хӗрсем куҫӗсене тартрӗҫ, сӑмаха урӑх еннелле пӑрса ячӗҫ.
5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Пӑхӑр-ха, лӗпӗш, лӗпӗш чӗрӗлнӗ, — пӗчӗк ача пек хаваслӑн кӑшкӑрса ячӗҫ вӗсем.
1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Пӗр вӑхӑта шӑп пулса тӑнӑ ҫынсем тем аса илнӗн ӑмӑртмаллах алӑ ҫупса ячӗҫ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хӗрарӑмсемпе арҫынсем, хӗрсемпе каччӑсем алла-аллӑн тытӑнса чӑрӑш ҫинчен хывнӑ юрра харӑссӑн юрласа ячӗҫ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Тӗрӗс, тӗрӗс, Ираида Васильевна, чӑрӑша чӗртӗр, — ҫавӑнтах харӑссӑн алӑ ҫупса ячӗҫ ҫамрӑксем.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Акӑ ферма хӗрӗсем алӑ ҫупса ячӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн ыттисем те хутшӑнчӗҫ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.