Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ырӑ кун пултӑр, Бертон, — терӗ те полковник мӗнпур шӑлӗсене кӑтартса йӑл кулса илчӗ.— Здравствуйте, мистер Бертон, — произнес полковник, любезно осклабившись.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Артур кулма чарӑнса шӑлӗсене хытӑ ҫыртрӗ.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вӑл хӑрӑлтатрӗ, пысӑк асав шӑлӗсене кӑтартрӗ.
Унан-курӑк // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӑрман сысни, пысӑкскер, асав шӑлӗсене кӑларса тӳрех сунарҫӑсем еннелле чупать, вӑл, вут-ҫулӑм лаптӑкӗнчен тухса, хаярланса, хӑраса кайнӑ.
Унан-курӑк // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Маклай шӑлӗсене ҫыртрӗ, чӑмӑрӗсене чӑмӑртарӗ, анчах унӑн сӑн-пичӗ лӑпкӑ, пуҫӗ ҫеҫ кӑштах ҫӳлелле ҫӗкленчӗ.
Каарам-тамо — Уйӑх ҫынни // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӑл ун патнелле ыткӑнчӗ, анчах Ҫемен, командир ҫине чалӑшшӑнтарах пӑхса илсе, шӑлӗсене ҫыртрӗ:Она рванулась к нему, но Семен, покосившись на командира, строго натужил скулы и сказал:
XXX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
— Шел, ҫав тискерсем ман аллӑма ҫыхса лартрӗҫ, — шӑлӗсене кӑчӑртаттарса, пӑшӑлтатрӗ Микола.— Жалко, что руки мне теи злыдни поскручивали, — прошептал, скрипя зубами, Микола.
XXIX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ҫемен салтак кӗпи вӗҫӗпе йӗпеннӗ куҫне шӑлса типӗтрӗ, пӗр курка шыв ӗҫрӗ, шӑлӗсене хыттӑн ҫыртса питҫӑмартисене чӗтреткелесе илчӗ.
XXVI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Васканипе мӗн те пулин юрӑхсӑр япала тӑвас мар тесе, инженер, шӑлӗсене ҫыртса, тӑхлан трубкӑна майӗпен кабель ҫинчен сӳсе илчӗ…
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Мӗн пур пек вӑйне хурса, вӑл пуҫне туртрӗ те, шӑлӗсене вӗҫертмесӗр, пӗтӗм пӗвӗпе резинӑран ҫакӑнчӗ.В последнем усилии, не разжимая зубов, он дернул головой и повис всем телом на резине.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Шӑлӗсене ҫыртса, Гасанов палуба тӑрӑх чупса ҫӳрет.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Маҫак, ӳркенчӗклӗн пуҫне Федя еннелле ҫавӑрса, шап-шурӑ асав шӑлӗсене йӗрсе кӑтартрӗ.Дед лениво повернул к Феде рыжую голову и показал большие белые клыки.
Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Гарик шӑлӗсене шатӑртаттарчӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Вырӑнтан тапратма ҫук ӑна, шурӑ асав шӑлӗсене йӗрсе хурать те пуҫлать хӑрлатма: йытӑсен те тӗрлӗрен кӑмӑл пулать иккен.С места не сдвинешь, рычит, клыки показывает: и у собак бывает разное настроение.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Эпир Алёнкӑпа чӑн-чӑнах вӑрҫма тытӑнсан, Маҫак, чӑлт-шурӑ асав шӑлӗсене йӗрсе, хӑрлатса кӑна тӑрать.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Гарик шӑлӗсене шатӑртаттарса илчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Кавӗрле мучи кашни кун унӑн ҫӑварне хӑйӗн пирчесе ҫуркаланнӑ пӳрнине чикрӗ, ҫыртса лартнӑ шӑлӗсене асӑрханса ҫӗҫӗ вӗҫӗпе уйӑрчӗ, карчӑкӗ хӑмӑш кӗпҫи витӗр ӑшӑтнӑ сӗт тата така шӑмминчен пӗҫернӗ шӳрпе ҫӑвӗ ячӗ.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Иккӗмӗшӗ, шатра питлӗ, хура мӑйӑхлӑ йӗкӗт, шӑлӗсене ниҫта кайса кӗрейми тарӑхса, хаяррӑн йӗрсе хунӑ; пуҫне хулпуҫҫийӗсем хушшине хутлатса, мелсӗррӗн мӑкӑрӑлса выртать.Второй, щербатый и черноусый, выгнулся, вобрав голову в плечи, оскалясь непримиримо и злобно.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
— Эпӗ санӑн аяк пӗрчӳсене тӗрӗслесе тухатӑп… — шӑлӗсене шатӑртаттарчӗ Гарик.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Хура сӑмсине пӑрчӗ те шӑлӗсене кӑтартрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.