Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлхе the word is in our database.
чӗлхе (тĕпĕ: чӗлхе) more information about the word form can be found here.
Чӗлхе культурине ӳстермесӗр, ӑна куллен пуянлатса, ҫивӗчлетсе пымасӑр, ҫынна общество пурнӑҫне активлӑн хутшӑнтарасси ҫинчен калаҫмалли ҫук.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫакна та манмалла мар: чӗлхе ҫынна пӗр-пӗринпе калаҫма кӑна мар, шухӑшлама та кирлӗ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Кӑшт-кашт вырӑсла калаҫнине иккӗмӗш тӑван чӗлхе теме ҫук.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Иккӗмӗш тӑван чӗлхе тени калама ҫук лайӑх япала, вӑл пире ҫӑкӑр пекех кирлӗ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫавӑнпа та тӑван чӗлхе ыйтӑвне пирӗн кӳршӗсем ҫапла лартаҫҫӗ, пирӗн те ҫавнашкалах лартас пулать тени тӗрӗс мар пулӗччӗ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Пичетленсе тухакан кӗнекесен шучӗ сахал пулнӑ пирки тата халӑх хушшинче ҫырӑва вӗренесси анлӑн сарӑлайманнине пула революциччен пирӗн чӗлхе нормӑланса ҫитеймен.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра 130 яхӑн чӗлхе.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Вӑл чӗлхе патне мӗнле пымалли ҫинчен халлӗхе никам та татӑклӑн калаймасть.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Тӳрех калас пулать, ҫӗр ҫинче пӗр чӗлхе пуласси — питӗ аякри малашлӑх.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Икӗ чӗлхе тытӑмӗ енчен расна пулсан, вӗсен орфографийӗсем те пӗрешкел пулма пултараймаҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Орфографи вӑл чӗлхе тытӑмӗнчен тухса тӑрать.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Чӗлхе ыйтӑвӗсене тӗрӗс ӑнланманни, пӗр енчен, национализм туртӑмӗсем патне, тепӗр енчен, наци уйрӑмлӑхӗсене шута илменни патне илсе пыма пултарать.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

«Шупашкарти пединститута вӗренме кӗресси… манӑн тӗрлӗ шухӑшпа тӗрлӗ енчен ҫыхӑннӑ… эпӗ мӗн пур вӑйӑма чӗлхе тата литература ҫине хуратӑп, манӑн пурнӑҫра савӑнасси те, хурланасси те… ҫавсенчен килет…

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ун пек чухне район тата колхоз пуҫлӑхӗсем пӗр чӗлхе тупсан тин пирӗн Урпаш юхан шывӗ ыран-паян туй пуласса кӗтекен хӗр пек чиперленме пултарать.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӑна, кивӗрех фуфайкӑпа резина атӑ тӑхӑннӑскерне, симӗс тутӑр ҫыхнӑскерне Герасим Федотович Севет инке тесе саламлама хатӗрленнӗччӗ, анчах тинкеререх пӑхрӗ те чӗлхе вӗҫне килнӗ сӑмахсене каялла ҫӑтрӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ача чухнехи пӑртак сыхланса юлнӑ пулсан унпа пӗр чӗлхе тупма ытлашшиех хӗн пулас ҫук.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Савӑннипе, тӗлӗннипе чӗлхе ҫыхланчӗ-ши — ыйтуллӑн пӑхакан юлташсене ним калама та пултараймарӑм.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Сире хӗрхеннӗ эпӗ ун чухне, ҫавӑнпа хамӑн туйӑма тимӗр тӑлӑпа тӑлланӑ», — ку сӑмахсем чӗлхе вӗҫнех ҫитнӗччӗ, анчах вӗсене каялла ҫӑтрӑм, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек каласан Аркаш умӗнче мухтаннӑ пекрех пулассӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Чӗлхе Рима илсе ҫитернӗ тесе ахальтен каламан ӑслӑ ҫынсем.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эрех пӗрле ӗҫни эсир пӗр чӗлхе тупма пултарни ҫинчен калать.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed