Шырав
Шырав ĕçĕ:
Калатӑп вӗт! — пӳрнине Аликов сӑмси умӗнче хыттӑн силлесе илчӗ аслӑ диспетчер.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Никита Кузьмич, — терӗ вӑл темле пысӑк ӗҫ тума хатӗр пек татӑклӑн та хыттӑн.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ахӑртнех, Надя театрта мӗн пулса иртнине каласа парать: савӑнӑҫлӑ вӑл, аллисене хыттӑн сулкалать, хӑйӗн савӑнӑҫӗпе ыттисене те савӑнтарать.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Мӗнле — ютра? — хыттӑн пӳлчӗ Алисӑна кил хуҫи арӑмӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ку сӑмахсене вӑл уйрӑмах хыттӑн каларӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Хуҫланчӑк урине хӑрах аллипе тытса, ман ҫумра йӑкӑлт-йӑкӑлт сиккелет Анюк, куҫран пӑхса, мана та хай пекех савӑнтарасшӑн пулса, хыттӑн кулкаласа калаҫать:
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Тепӗр тесен, сӑмаха мӗн кукӑртса-вашхӑртса ларатӑп-ха! — терӗ те хыттӑн, тутӑр хӳрисене кӑрт-карт туртрӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Плащне хӗр ҫӳҫенсе, тӑпӑртатса, хыттӑн калаҫса тӑхӑнчӗ:
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Володя ҫӗре сиксе анчӗ, лакӑмри кустӑрма ҫине пӑхса, вӑрӑммӑн шӑхӑрчӗ, килсе ҫитнӗ амӑшӗпе йӑмӑкне те, пире те хыттӑн хушса каларӗ:
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Тротуар сарлакӑш утса пырать вӑл, чарӑнать те алӑкне ҫӳлерех сиктерет е сӑмсине хыттӑн шӑнкӑртать.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫавӑн чух Таранов чӗрине кӳлешӳ туйӑмӗ хыпкӑч пекех хыттӑн хӗстерсе илчӗ пулмалла, ахальтен мар ӗнтӗ чӗлхине ирӗкерех ячӗ:
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ку сӑмахсене Таранов чышкине чӑмӑрта-чӑмӑрта, хыттӑн кӑшкӑрсах каларӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Радик тӗнче ҫутинче килсе чи малтанхи сывлӑшпа хыттӑн кӑшкӑрса йӗрсе ярсанах, ӑна ашшӗ алӑ ҫине ҫӗкленӗ те ҫапла каланӑ пулнӑ:
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Каллех хыттӑн кулса ячӗҫ, мӗншӗн тесен Борис эрех ӗҫменнине пурте пӗлеҫҫӗ.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Валерия Ивановна мӑкӑнь ҫеҫкисемшӗн ӳкӗннине курчӗ вӑл, и-и! — тесе хыттӑн кулса ячӗ…
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Валерия Ивановна хӑйӗн чӗри кӑкӑрӗнче хыттӑн тапнине ҫеҫ илтрӗ, тата ӑҫта килчӗ унта автансем шарлаттарса авӑтатчӗҫ.
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
— Мана Валерик юратать, Валя! — терӗ вӑл, хыттӑн пӑшӑлтатса.
Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.
Пӑч-пӑч сартутлӑ каҫӑр сӑмси тата хыттӑн ҫивӗтлесе лартнӑ кӗске ҫивӗтӗсем ӑна шухӑшсӑр та айван ача-пӑча сӑнлӑ кӑтартаҫҫӗ.
Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.
Лутра ҫын вара ӑна хыттӑн ыталаса илчӗ те, вӗсем пӗр-пӗрне хӗрӳллӗн чуптурӗҫ.
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Эсӗ вӗсене шыв ҫине ярса ларт, — ҫапла каларӗ те Георгие мӑйӗнчен хыттӑн ыталаса илчӗ.
Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.