Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушши the word is in our database.
хушши (тĕпĕ: хушӑ) more information about the word form can be found here.
Темиҫе теҫетке хушши ӗнтӗ вӗсем Атӑлпа Сура тӑрӑхӗнчи паллӑ вырӑнсене, археологи ӑслӑлӑхӗнчи ҫул=йӗре куҫран вӗҫертмесӗр сӑнаҫҫӗ, тӳрӗ чунпала хӑйсен ӗҫӗсене туса пыраҫҫӗ.

Help to translate

«Чӑвашсен пултаруллӑ археологӗсем нумаях та мар...» // Леонид Атлай. https://vk.com/wall781919061_238

Кӗскелсех-кӗскелсех пычӗ Павӑлпа Чӗкеҫ хушши.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Чарӑнсамӑр самантлӑха, ҫаврӑнса, хӑвӑр ҫирӗм ҫул хушши утнӑ ҫул ҫине пӑхса илӗр, иртнӗ кунсене аса илӗр».

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Заводри пӗр сарай йӑтӑнса анчӗ те, Тимуш юлташӗсемпе пӗрле эрне хушши киле таврӑнмасӑр сарай юсарӗ.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кӗске самант хушши пурте ним тума пӗлмесӗр, хытса кайса тӑтӑмӑр.

Help to translate

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Думитру Георгиевич ӑшне миҫе ҫул хушши ҫунтарнӑ хыҫҫӑн ҫаврӑнса ҫитрӗн эс ун патне?

Help to translate

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унта мӗнле ӗҫленине сирӗн бригадӑри лару-тӑрупа танлаштарсан, уйрӑмлӑхӗ — ҫӗрпе пӗлӗт хушши чухлех.

Help to translate

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Юрать-ха, тӳрех татӑклӑ каларӗҫ. Кӗрхи ҫанталӑкра ҫич-сакӑр сехет хушши йӗпе ҫилпе касӑлма сӗре ухмахсем мар-ха. Стройкӑра тертленмесен те хырӑма панк! тӑрантма пулать ку чухне», тесе, ҫӑвар тулли кулчӗҫ.

Help to translate

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хушши те инҫе мар, каҫӗ те тӳлек, ҫавӑнпа вӗсем хуллен калаҫсах пӗр-пӗрне лайӑх илтеҫҫӗ.

Help to translate

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӗсен хушши инҫе мар.

Help to translate

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫак икӗ чун, Тоньӑпа ун хӗрачи, пӗрре Думитру ҫине, тепре амӑшӗ ҫине тем ӑнланса илме тӑрӑшнӑн пӑха-пӑха илекен Оля, такамран та ҫывӑх ҫынсем пек туйӑнаҫҫӗ; халь, ҫапла чӗнмесӗр, хускалмасӑр ларнӑ самантра, вӗсен, виҫӗ ҫыннӑн, хушши ҫывӑхланса-ҫывӑхланса пынӑ пек, вӗсен, виҫӗ ҫыннӑн, чунӗсем пӗрлешсе-пӗрлешсе пынӑ пек туйӑнать.

Help to translate

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Икӗ эрне хушши килсӗр йытӑ пек ҫӳрет вӑл хулара.

Help to translate

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Икӗ кун хушши стройкӑра курӑнмарӑн… ӑҫта пултӑн? — малтанах правуррӑн, Туруновла калаҫнӑ Сантӑр, хӗр кӑмӑлӗ уҫӑлманнине кура, сассине йӑвашлатса, ҫемҫетсе пычӗ.

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кунти диспетчерсенчен вара вӗсен ҫумӗнче талӑк хушши хӑлхана тӑратса ларсан та «раствор», «бетон», «кирпӗч», «машина», «панель», «кран» сӑмахсемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те илтеес ҫук пек туйӑнма тытӑнать.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пирӗн ҫемье ялти ҫурт-йӗре сутса кунта килнӗ хыҫҫӑн та виҫӗ ҫул хушши фермӑра ӗҫлерӗм эпӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вилес умӗн атте пилӗк ҫул хушши вар чирӗпе асапланчӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эрехне вӑл кӑшт ҫеҫ сыпрӗ, апла пулин те тутисене тем вӑхӑт хушши пылаккӑн чаплаттарса, ҫулакаласа ларчӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӗсем пурте камуфляж форми тӑхӑннӑ, паллах ӗнтӗ, улӑштарма ҫук симӗс картуз тӑхӑннӑ, вӗсене, реликви пек, темиҫе ҫул хушши упраҫҫӗ вӗсем.

Help to translate

Пограничниксен тӑванлӑхӗ упранать // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3277070

– Ҫак самант нумай ҫул хушши тӗрлӗ пӑтӑрмах пулнине кура пухӑнса кайнӑ.

Help to translate

89 тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтерчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61148

Ҫавӑн пекех хулара Грант Аллен ҫыравҫӑ, Майк Смит, Дуг Гилмор, Кевин Лаланд, Джон Эрскин тата Брайан Аллен паллӑ хоккеистсем ҫуралнӑ, кунта чылай вӑхӑт хушши Берни Николз тата Дэвид Ашер мусӑкҫӑ пурӑннӑ.

Также в городе родились писатель Грант Аллен, известные хоккеисты Майк Смит, Дуг Гилмор, Кевин Лаланд, Джон Эрскин и Брайан Аллен, долгое время жили Берни Николз и музыкант Дэвид Ашер.

Кингстон (Онтарио) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... %B8%D0%BE)

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed