Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗҫсем питӗ хирӗҫсе пынӑ чухне вӑл ушкисен пӗр пайне сутнӑ та.Когда его дела становились особенно скверными, он продавал часть своего запаса.
XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пурте кӑшкӑратчӗҫ, ҫуначӗсене ҫапса тӑратчӗҫ, шӑхӑратчӗҫ, пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре вӗҫсе ӳкнӗ чух кӳршисене тӗрте-тӗрте каллех чи чӑнкӑ чулсен хӗррипе ларса тухатчӗҫ те вара ҫав хӑлхана ҫурас пек янраса тӑракан шывра уйрӑм кӑшкӑрашусем илтӗнетчӗҫ, ҫавсене курсан пасара пынӑ ятлаҫакан карчӑксем хӑйсен лавӗсенче ларсах хирӗҫсе кайнӑ тейӗн ҫав.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эсӗ каллех ӗненмӗн те, анчах чӑнласах калатӑп, хамӑр хирӗҫсе кайнӑ историе аса илсен хӑш чух тӗлӗнетӗп эпӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Парӑн, Буланин, вырӑнсӑрах хирӗҫсе тӑратӑн.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӗсем пӗр-пӗринпе тупӑшса, хирӗҫсе пӑр ҫинче выртакан вилнӗ тюлень ӑшӗ-чикки тавра явӑнса ҫӳреҫҫӗ.Они суетятся, спорят и ссорятся между собой около выброшенных на лёд внутренностей убитого тюленя.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Малтанах вӑл хирӗҫсе тӑчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ хирӗҫмерӗм; Савельич та хирӗҫсе тӑмарӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пӗр хутчен эпӗ унпа кӗҫех хирӗҫсе каймарӑм, вӑл хуҫкаланма пуҫласан, мана чӑтса ларма питӗ йывӑрччӗ, эпӗ ирӗксӗрех фӑрклата-фӑрклата илеттӗм.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫак ҫитти пирки аттепе анне хирӗҫсе кайнӑ иккен.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Марья Ивановна мана, Швабринпа хирӗҫсе кайса пуринне те сехрине хӑпартнӑшӑн, ҫемҫен ӳкӗтлекелесе ларчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ ӑна хам Алексей Иванычпа хирӗҫсе кайни ҫинчен тата ӑна, Иван Игнатьича, секундант пулма ыйтни ҫинчен кӗскен каласа патӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ Савельичпа хирӗҫсе тӑма пултараймарӑм, мӗншӗн тесен, хамах ирӗк панипе, манӑн пӗтӗм укҫа тенкӗ унӑн аллинчеччӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Мӗн ятлӑччӗ-ха вӑл эсир ресторацире Грушницкипе хирӗҫсе кайнине кураканӗ?
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кукушкин коридорсем тӑрӑх утса ҫӳрерӗ ӗнтӗ, сестрасене ахалех айӑплама пикенчӗ, аманнисенчен кулкаларӗ, хӑйсем тӗллӗнех ҫӳрекен чирлисемпе нумайӑшӗпе хирӗҫсе илме те ӗлкӗрчӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Республикӑ хаҫатӗнче те ҫак ыйтӑва пула икӗ ен — киввипе ҫӗнни — хирӗҫсе каяҫҫӗ.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Пуклак чӗлхемӗре пулах тӑвансемпе, кӳршӗ-аршӑпа, ял-йышпа хирӗҫсе пӗтетпӗр, хамӑр валли хамӑрах тӑшмансем тупатпӑр.
«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11
Александр Сергеевичпа Дантес шӑпах поэт мӑшӑрне пула хирӗҫсе кайнӑ та — ҫамрӑк арҫын хӑй ҫак хӗрарӑма килӗштернине пытарман.
Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
5. Эсӗ ӗмӗрӗпе хирӗҫсе, кураймасӑр тӑратӑн, Израиль ывӑлӗсене вӗсемшӗн хӗн-хурлӑ вӑхӑтра, тӗппипех пӗтнӗ вӑхӑтра, хӗҫ аллине патӑн: 6. ҫакӑншӑн, — Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — сана юн тӑвӑп, вара юн сана канӑҫ памӗ, хыҫран хӑвалӗ; эсӗ юна курайми пулмарӑн, ҫавӑнпа юн хыҫран хӑвалӗ ӗнтӗ сана.
Иез 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл хирӗҫсе калаҫмӗ, кӑшкӑрашмӗ, никам та Ун сассине урамра илтеймӗ.2. не возопиет и не возвысит голоса Своего, и не даст услышать его на улицах;
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Юлашкинчен мӗн пуласса асра тыт, хирӗҫсе пурӑнма чарӑн, чир-чӗре, вилӗме асра тыт, ӳкӗтсене уяса пурӑн; 7. ӳкӗтсене асрах тыт, ҫывӑх ҫыннуна ан вӗчӗх; 8. Ҫӳлхуҫа халалне асра тыт, тепӗри пӗлмесӗр тунӑ ҫылӑха ан куҫла.
Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.