Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ыйхӑсӑр каҫсенче, сарай хапхи тӗлӗнче тӑрса, Лось тӳпене тухакан Марса та паянхи пекех сивӗ салхулӑхпа сӑнатчӗ.
Лось ҫӗре сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӑл, ав, бал-маскарадӑн — Динӑсен хапхи умӗн янах икерчи ҫисе ҫӳрерӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Бал-маскарадпа тата хапхи умӗнче мӗн илтнипе-курнипе хыпӑннӑран, вӑраха пынӑ варшӑну вӗҫленнипе тивех лашш! шӗлтӗркесе, ял ҫийӗн тӑлӑх хуракӑшла вӑйӑн та вӑйӑн вӗҫсе хӑпаракан пӗччен хуткупӑс сассине кӑшт тӑнлакаласа тӑчӗ те Дина, яланлӑхах тем ҫӗтернӗн те тем туяннӑн хашш сывласа ярса, картишне кӗрсе, хапха питӗр кӗҫне-кӗлине шалтӑрт тӗкрӗ…
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Динӑсен хапхи умне те пырса тӑчӗҫ — йӗкӗтӗн ни хӑйсен калинкки тӗлне пӑрӑнса кӗрес, ни Никоновӑна хапхи патне ҫитерсе хӑварнӑ-хӑварман каялла ҫаврӑнса утас кӑмӑлӗ палӑрмарӗ-ха.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ну, ҫитрӗ тейӗпӗр Динӑсен хапхи умне, ну, тӑркалӗ тейӗпӗр йӑли-пӑлишӗн пӗр темиҫе самант, тен, мӑн ҫын пек, кӗҫӗрхи ҫанталӑксем-тӳпесем пирки те пӑт-патхавхалавса пӑхӗ-ха, ну, мӗн-ха вара малалла, мӗн?
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ларнӑ пулӗ-ха вӗсен хапхи умӗнче те каҫсерен… э-э, хурҫӑ…
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпӗ унпала пӗрре ирхине, Ярмаркӑналла уттарнӑ чух паллашрӑм: вӑл килхушши хапхи умӗнче сӗм пӗлми ӳсӗр хӗре извозчикӑн пролетки ҫинчен туртса антаратчӗ; ӑна ансарах ларнӑ чӑлха тӑхӑннӑ урисенчен тытса, пилӗк таран ҫарамаслантарса, вӑл ухлатса та кулкаласа, ним намӑса пӗлмесӗр турткалатчӗ, ун ӳчӗ ҫине суратчӗ; хӗрӗ, лучӑрканса пӗтнӗскер, суккӑрскер, ҫӑварне карса пӑрахса, хӑйӗн ҫемҫе те сикнӗ пек пулнӑ аллисене пуҫӗ урлӑ пӑрахса, пролетка ҫинчен шуса аннӑ чух ҫурӑмӗпе, ӗнсипе тата кӑвакарнӑ пичӗпе пролетка ларчӑкӗ ҫумне, пускӑчӗ ҫумне пыра-пыра ҫапӑнатчӗ, юлашкинчен, пуҫӗпе чулсем ҫумне сапӑнса мостовой ҫинелле ӳкрӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӳттӳ — Чархули мӑн хапхи ҫийӗнче, — Унпа ӗмӗр-ӗмӗр мухтанӗҫ.
Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ // Митта Ваҫлейӗ. Александр Пушкин. Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хывнӑ юрӑ. — Тӑван Атӑл, 1955, 1(55)№, 115–116 с.
Анчах хитре дачӑн чӗнтӗрлӗ хапхи ҫатах хупӑнса тӑрать.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Машина шалти ӗҫсен министерствин хулари уйрӑмӗн тимӗр хапхи умне ҫитсе чарӑнчӗ.Машина остановилась перед ажурными литыми воротами горотдела Министерства внутренних дел.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пине яхӑн утӑм кайсан, корзинкӑсем йӑтса пасара каякан арҫынсемпе хӗрарӑмсем тӗл пула пуҫларӗҫ; пичкесемпе шыв турттарма каяҫҫӗ; тӑкӑрлӑка кукӑльпе сут тӑвакан тухрӗ: кулачӑ лавккине уҫрӗҫ, Арбат хапхи тӗлӗнче мана пӗр ватӑ лавҫӑ, кӑвакрах тӗслӗ, калиберпа тунӑ, сапласа пӗтернӗ кивӗ ҫӑмӑл урапи ҫинче енчен-енне тайкаланса ҫывӑрса пыраканскер, тӗл пулчӗ.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Юлашкинчен, Ильсеяр укӑлча хапхи патне ҫитрӗ те ял хыҫӗнчи ҫӗрулми пахчисем тӑрӑх йӑпшӑнса утрӗ.Наконец Ильсеяр дошла до околицы деревни и стала пробираться задами, по огородам.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӑл ҫав тери ывӑнса, пусӑрӑнса ҫитрӗ, вара ҫӗр ҫинех ларчӗ те урисене тӑсса хучӗ, йӗри-тавралла ҫаврӑнса пӑхрӗ: хӑй собор хыҫӗнче, тротуар юпи ҫумӗнче, такамсен питӗрсе хунӑ хӗрлӗ хапхи умӗнче ларать иккен.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хӑй сисмесӗрех вӑл Пушкаревсем пурӑнакан тӑкӑрлӑкран иртсе кайнӑ иккен, такамсен хапхи умне ҫитсе чарӑнчӗ, хулара Никола чиркӗвӗн хурал чанӗ сасси хӑюсӑррӑн та мӗскӗннӗн янӑраса сывлӑшра сарӑлнине итлесе тӑчӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫакӑнта, тахҫанах ӗлӗк урӑх пурнӑҫпа пурӑннӑ кил-ҫуртӑн хапхи умӗнче, Сима хӑйне хӑй лайӑхрах туйнӑ пек: хӑйӗн шухӑшӗсене вӑл пӗр кӳренмесӗрех тата чыслӑн тепӗр ҫын ӑшне пытарать, ҫав шухӑшсене кунта ыттисем пек сиввӗн кӑна илтсе пӗлме тӑрӑшса мар, авторне хӗрхеннипе кӑна, ҫапла вара унӑн чунне йышӑнмасӑр, мар кӗтсе илеҫҫӗ, темле урӑхларах итлеҫҫӗ, ҫакӑ ӑна килӗшет, унӑн кӑмӑлне ҫӗклентерсе мӑнаҫлантарать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Бурмистров «Фелицата ҫӑтмахӗн» хапхи тӗлне ҫитсе тӑрсан, — упӑте евӗрлӗ Четыхер, тачка та кукӑр урипе тапса, ун умӗн кӗҫӗн алӑка уҫса ярать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Фелицата ҫавӑн чухне шап-шурӑ аллисемпе питне-куҫне хупласах йӗчӗ, унтан, хӑйне хӳтӗлекене чыслӑн пытарса, унӑн тӑпри ҫине лайӑх юман хӗрес лартрӗ те, турӑ чури Андрей вилнине асӑнса, нумайччен панихидӑсем турӗ, анчах ҫынна пытарса таврӑннӑ хыҫҫӑнах хӑй таҫта кайса килчӗ, вара унӑн «ҫӑтмахӗн» хапхи умне ҫӗнӗ хуралҫӑ — вӑрӑм алӑллӑ, тӑп-тӑваткал кӗлеткеллӗ, чӗмсӗр этем ҫирӗппӗн пырса вырнаҫса ларчӗ; нимӗнрен те хӑрама пӗлмен Заречье ҫыннисем, ҫак этем слобода паттӑрӗсемпе пӗчченшерӗн тытӑҫса Крыльцова, Бурмистрова тата Зосима Пушкарева епле ҫавӑрса ҫапнине курнӑ хыҫҫӑн, унӑн тискер кайӑкла вӑйне часах хисеплеме тытӑнчӗҫ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Почтмейстер Кубарев, питех те паллӑ чечек ӑсти тата казначей Матушкин кӑна Стрелецки урамра пурӑнаҫҫӗ — ҫак урам, пӗр вӗҫӗпе Поречнӑй урама урлӑ касса, юхан-шыв хӗррине тухать, тепӗр вӗҫӗпе вара мӑнастир хапхи умӗнчи пасар площадьне пырса тӑрӑнать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Анчах та, сире ывӑнтарасран хӑраса, эпӗ Махайло Степанович Столыгинӑн Мускавра, Яуза хӗрринче тӑракан пысӑк ҫурчӗн хапхи хыҫӗнчен инҫете каймасӑр пуҫлама хӑятӑп.
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Акӑ укӑлча хапхи.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.