Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хакӗ (тĕпĕ: хак) more information about the word form can be found here.
Хакӗ – 50–100 тенкӗ ҫеҫ.

Help to translate

Раҫҫей чемпионатне йыхравлаҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Унӑн хакӗ йӳнӗ пулни те витӗм кӳрет-тӗр.

Help to translate

Пыл хуртне мӗн пулчӗ-ши? // Надежда КУДРЯШОВА, Юрий МИХАЙЛОВ. Хресчен сасси, 2019.07.17, 26(2765)№

Ӗҫ хакӗ пирки калаҫса татӑласси ҫеҫ юлчӗ апла пулсан…

Осталось только договориться о цене работы…

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ӗҫ хакӗ пирки калаҫса татӑласси ҫеҫ юлчӗ апла пулсан, ман кӑйкӑрӑм…

Осталось только договориться о цене работы, мой соколик…

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Кайран саншӑн ку япалан хакӗ литр мар, ик литрпа танлашӗ…

Потом цена поднимется в два раза, и будет уже не литр, а два литра за коромысло.

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Хакӗ тивӗҫлӗ пултӑрччӗ.

Лишь бы цена была достойной.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Ҫав вӑхӑтрах кӑҫал тырӑ хакӗ ҫӗпре пек хӑпарса кайни ҫӗр ӗҫченне савӑнтарать.

В то же время, земледельца радует повышение цен в этом году на зерно, сравнимое с дрожжами.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Ҫураки умӗн хресчене тӑнлавсене пӗркелентерсех шухӑшлаттаракан тепӗр ыйту – ҫӗрулми хакӗ йӳнӗ пулни.

Перед весенним посевом вопросом, который заставляет думать крестьян до складок на висках, является низкая цена на картофель.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре пӗтӗмӗшле хакӗ 300 миллиард ытла тенкӗпе танлашакан 350 яхӑн инвестици проекчӗ пурнӑҫланать.

В настоящее время в Чувашии реализуются около 350 инвестиционных проектов общей стоимостью более 300 млрд. рублей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Лотсен малтанхи пӗтӗмӗшле хакӗ ҫур миллиард тенке яхӑн тӑракан ҫак аукционсен тухӑҫлӑхӗ вӑтамран процент ҫурринчен те сахалрах.

При начальной цене лотов в общей сложности почти полмиллиарда рублей бюджетная эффективность этих торгов составила в среднем менее половины процента.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Асӑннӑ магистралӗн строительство ӗҫӗсен пӗтӗмӗшле хакӗ 928 млрд тенкӗпе танлашать.

Help to translate

Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27

Ял хуҫалӑх министерстви кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ирттернӗ мониторинг пӗтӗмлетӗвӗ ҫавнашкал: потребительсем туяннӑ тавар тата пулӑшу ӗҫӗсен хакӗ пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчипе танлаштарсан 2,5 процент /Раҫҫейре — 3,3/ ӳснӗ.

Help to translate

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

2013 ҫулта районта 5 инвестици проектне пурнӑҫлама тытӑннӑ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ – смета хакӗ пурӗ 47 миллион тенкӗлӗх – ӗҫе кӗнӗ те ӗнтӗ.

Help to translate

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Ҫавӑн пекех автор сӗт хакӗ кашни икӗ эрнерен йӳнелнӗшӗн пӑшӑрханать.

Help to translate

Пахалӑха кура тӳлеҫҫӗ-и? // Михаил КАРПОВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Вӑл килти хуҫалӑхсенчен пухакан сӗт хакӗ кӑҫалхи виҫӗ уйӑхра пӗлтӗрхи ҫав хушӑринчен темиҫе тенкӗ йӳнӗрех пулнӑшӑн тарӑхать.

Help to translate

Пахалӑха кура тӳлеҫҫӗ-и? // Михаил КАРПОВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Республика ертӳҫи асӑннӑ тӑрӑх – сӗт халӗ 2 тенкӗ хакланнӑ, пӗр литрӑн вӑтам хакӗ 17 тенкӗрен иртет.

Help to translate

Сӗт юр-варӗ сывлӑхшӑн усӑллӑ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Ҫулла унӑн туяну хакӗ йӳнелни канӑҫ памасть.

Help to translate

Сӗт юр-варӗ сывлӑхшӑн усӑллӑ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Доллар хакӗ ӳснӗ май ют ҫӗршыв таварӗсем хакланса пыраҫҫӗ.

Help to translate

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Депутатсем ял хуҫалӑх продукцийӗн, уйрӑмах сӗтпе тырӑн хакӗ пӗчӗккипе кӑмӑлсӑррине палӑртрӗҫ.

Help to translate

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Апат-ҫимӗҫ хакӗ еплерех ӳссе кайрӗ.

Цены на продукты как повысились?

Халӑх пурӑнсан — эпир те пурӑнӑпӑр // Алина Федорова. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed