Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫрӗ (тĕпĕ: уҫ) more information about the word form can be found here.
Вара хапхине хӑех кайса уҫрӗ — улма чӑпар урхамах ҫиҫӗм пек тапса сикрӗ.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурнӑҫӗ унӑн ялан ҫити-ҫитми кӑна пулнӑ, Сахар, яла таврӑнсанах, ашшӗ-амӑшне пулӑшас пирки те, авланасси ҫинчен те шухӑшламарӗ, ял пуянӗнчен пилӗк ҫӗр тенкӗ кивҫен илсе, хӑйӗн мӗн пуррине хушса, ашшӗн урамалла тухса тӑракан лаҫне юсаттарчӗ, чӳрече кастарчӗ, унта пысӑк мар лавкка уҫрӗ.

Help to translate

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей, ашшӗ ытамӗнчен вӗҫерӗнсе, хапхана кайса уҫрӗ — лаша хӑех картишнелле утса кӗчӗ.

Help to translate

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кӗр-ха, Хветут, кӗр, — тесе, Тарье крыльца алӑкне пырса уҫрӗ.

Help to translate

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫех Сахар кӗлечӗ умне ҫитсе чарӑнчӗ, ун алӑкне хӑлӑпӗнчен ҫыртса уҫрӗ те тутине мӗкӗлтеттерсе, унти сӗлле кӗмпӗртеттерсе ҫиме пуҫларӗ.

Help to translate

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗлтерӗшлӗ мероприятие цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Анна Петрова уҫрӗ, терроризма хирӗҫ пыракан мероприятисене ҫутатас енӗпе редакцисен малалла та тӗллевлӗ ӗҫлемеллине, конкурссене хастартарах хутшӑнмаллине палӑртрӗ.

Help to translate

Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle

Сасӑсем аякка кайсан ҫеҫ кӑшт хӑюлланса кӗҫӗн алӑка уҫрӗ, кармашса урамалла пӑхрӗ.

Help to translate

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей каҫхи сывлӑшпа сывласа пӑртак лӑпланас тесе пахча енчи чӳречине уҫрӗ.

Help to translate

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрне ӑсталаса, тен, пӗр эрне иртет пулӗ, - чун киленӗҫӗн вӑрттӑнлӑхне уҫрӗ ал ӑсти.

Help to translate

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Ирхине вӑл, кутник сакки ҫинче выртаканскер, куҫне уҫрӗ те хӑйӗнчен хӑй вӑтанса кайрӗ, килтисене курӑнас мар тесе ҫири чапанӗпе пуҫ ҫинчен витӗнчӗ.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тутарла чӗннӗрен пуль, ҫын хӑрамарӗ, асӑрханкаласа кӗҫӗн алӑка уҫрӗ.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ав Хусана илни ҫинчен арӑмне, Анастасие, тата Макарий митрополита пӗлтерме каясси ҫинчен ҫӑвар уҫрӗ ҫеҫ, Данил Романович каласа пӗтерме те памарӗ.

Help to translate

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан ӗлӗкхине асӑнса кӑшт урампа иртес тесе малти тимӗр хапхана уҫрӗ.

Help to translate

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр ачаран ыйтрӗ те пулас ку камсен килӗ тесе, вара майӗпен кӗҫӗн алӑк питӗркӗчне пӑрса уҫрӗ.

Help to translate

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫсе пӗтермесӗр ямастӑп, — ал тупанӗ ҫине ҫапса уҫрӗ эрех кӗленчин пӑккине Анна.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Елюк, лапка тарринчен кӑштӑртатса анса, милӗксене пуҫтарса хучӗ, унтан питӗрсе лартнӑ ҫенӗк алӑкне пырса уҫрӗ.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Алӑка Альберт уҫрӗ.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Каччӑ сывлӑш питлӗхне уҫрӗ, мотоцикл сӑпки ҫинчен анса хӗр патне пычӗ.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ҫинук, Маюкран юлас мар тесе, ӗне чӗччисене тӑхӑнтартнӑ сумалли аппарат стаканӗсене хывма мансах кайрӗ, станок алӑкне васкавлӑн уҫрӗ.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Гена кулса ячӗ, алӑкне уҫрӗ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed