Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утне (тĕпĕ: ут) more information about the word form can be found here.
Григорий чӗлпӗре картах туртса пушатрӗ, чӑм кӑпӑка ӳкнӗ утне ҫӑмӑл ашӑпа ячӗ.

Григорий передернул поводья, коня, осыпанного шмотьями мыла, свел на легкую побежку.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан малти йӗнер пӗкечи ҫине выртса пӗтӗм пӗвӗпе лаша мӑйӗ патне ӳпӗнчӗ, утне икӗ енчен те чӑпӑрккапа ӑшалантарса, ӑна мӗн кайма пултарнӑ таран хӑваласа, урамри шурӑ юра ҫил-тӑвӑллӑн вӗҫтерсе хӑварчӗ.

И, падая на переднюю луку, весь клонясь к конской шее, поднял по улице белый смерчевый жгут снежной пыли, охаживая коня по обе стороны плетью, пуская его во весь мах.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, чӗлпӗре маттур йӗкӗт пек карӑнтарса тытса, утне чарса тӑратрӗ; кӗлеткипе каҫӑрӑлса ӳксе, сылтӑм аллине малалла тӑсрӗ:

Он молодецки осадил лошадь; до отказа откидываясь назад, вытянул вперед правую руку.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий ҫур сехете яхӑн кухньӑра ларчӗ, унтан, утне йӗнерлесе, каҫпулттипе Рыбнӑя тухса вӗҫтерчӗ.

Посидел Григорий в кухне с полчаса, а потом, оседлав своего коня, в ночь ускакал на Рыбный.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Улӑхпа таврӑнчӗ, утне сывлӑш ҫавӑрма памасӑр хӑваларӗ.

Он ехал лугом, гнал без передышки.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗри, ҫар хатӗрӗсене улӑм ури ӑшне е сарай ҫунатти айне пытарса, строевой учӗ ҫинчи йӗнере нумайлӑха хывса хурса, хӗрлисене кӗтрӗ; тепри юр хӳсе кайнӑ калинкке алӑкне уҫса утне ҫавӑтса кӗчӗ ҫеҫ — пӗр хушӑ пурӑнмалӑх сухари типӗттерчӗ те, арӑмӗпе пӗр каҫ ҫывӑрса илсе, ирхине ирех ҫул ҫине тухрӗ, сӑрт тӗмески ҫинчен Донӑн ним хускалми шурӑ анлӑшӗ ҫине, тен, хӑй яланлӑхах пӑрахса каякан ҫуралнӑ ҫӗрӗ-шывӗ ҫине, юлашки хут пӑхрӗ.

Иной — для того, чтобы надолго расседлать строевого коня и ждать прихода красных, засунув боевое снаряжение в стог соломы или под застреху сарая, а другой, отворив занесенную снегом калитку, только вводил коня на баз и, пополнив запас сухарей, переспав ночь с женкой, поутру выбирался на шлях, с бугра в остатний раз глядел на белый, мертвый простор Дона, на родимые места, кинутые, быть может, навсегда.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утне йӗнерлерӗ те станицӑран саланакан казаксем, ӗлӗкрен килекен йӑлапа, служивӑйсем хуторсене таврӑнни ҫинчен хыпарласа пӑшал пенине илтрӗ.

Седлал коня и слышал, как стреляли казаки, разъезжаясь из станицы, по старому обычаю оповещая хутора о возвращении служивых.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр кунне, каҫ пулас умӗн, вӑл икҫӗр ҫухрӑм патне чуптарса тухнӑ, икӗ кун хушшинче пӗтӗмпе хӑвӑрӑлсе кӗнӗ, ывӑнса тайкаланакан пулнӑ утне ашшӗ картишне кӗртсе тӑратрӗ.

На другой день к вечеру он уже вводил на отцовский баз сделавшего двухсотверстный пробег, исхудавшего за два дня, шатавшегося от усталости коня.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑйӑрлӑ ҫыран хӗрринче хӗл ӗмӗрӗ сарӑмсӑр пӗтсе килнинчен тӗлӗнсе кайнӑ ҫын тӑрать, куҫӗпе ӑшӑхрах вырӑн шырать, хӑлхине канӑҫсӑррӑн вылятакан тарлӑ утне чӑпӑрккапа ҫунтарса илет.

И пораженный неожиданным исходом зимы, стоит на песчаном берегу человек, ищет глазами места помельче, щелкает запотевшего, перепрядывающего ушами, коня плетью.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тарӑхса кайнӑ Григорий утне картишне ҫавӑтса кӗчӗ, ним мартанах ӑна аттипе чаринчен тӳнклеттерчӗ те, куҫне урнӑ пек чарса пӑрахса, кӑшкӑрса тӑкрӗ:

Григорий, озлобленный, ввел во двор коня, без причины ударил его сапогом в пах и, бешено округляя глаза, гаркнул:

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан вӑл утне картах ҫавӑрчӗ те, унпа Григорий лашине кутӑн чакарса, чӗлпӗрне кӑрт-карт турткаласа, шуйханса ӳкнӗ учӗпе чӑнкӑ ҫыранлӑ шырланӑн кукӑр-макӑр тӗпӗ тӑрӑх чи малтан тӗпӗртеттерсе кайрӗ.

И, круто поворачивая коня, тесня им коня Григория, первый поскакал по гулкой крутобережной теклине, работая поводьями, направляя по извилинам тревожный конский бег.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий хутор айккинчи пӗччен кил тӗлӗнче йӗнерӗ ҫинчен анчӗ те, утне картишне ҫавӑтса кӗрсе, крыльца умне тӑратрӗ.

Григорий спешился возле стоявшего на отшибе дома, завел во двор, поставил у крыльца коня.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл йӗнер ҫинчен анчӗ те утне тепӗр хӗрлӗармееца пачӗ, йӗннинчен кӑларнӑ хӗҫне йӑлтӑртаттарса, сапаланчӑк ретсем умӗпе утрӗ.

Он спешился, отдал коня, пошел впереди цепи, поблескивая обнаженной шашкой.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка, шлепкеллӗ ҫыннӑн урапа сиктернипе чӗтренекен усӑк хулпуҫҫийӗсемпе тусан тивсе вараланӑ шурӑ кӗпе ҫухи ҫине пӑхса, утне пӗр хушӑ лав хыҫӗнчен тытса пычӗ.

Некоторое время Мишка ехал позади, посматривая на вислые плечи человека в шляпе, подрагивавшие от толчков, на белую запыленную полоску воротничка.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кошевой чӗлпӗре картах туртса утне аран-аран аякалла пӑрса ӗлкӗрчӗ.

Кошевой рванул лошадь в сторону и едва-едва успел проскочить.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кошевой утне ҫилӗллӗн ӑшалантарчӗ, хӑйӗн кӗтӗвне шыраса, ҫеҫенхир тӑрӑх урӑм-сурӑммӑн сиктерсе кайрӗ.

Кошевой яростно хлестал лошадь, скакал, разыскивая свой косяк.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Прохор Зыков, утне йӗнерлерӗ, хапхаран ҫавӑтса тухрӗ.

Прохор Зыков оседлал ему коня, вывел за ворота.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий утне тирпейлерӗ те утара кайрӗ.

Григорий убрал коня, пошел на пасеку.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро питне-куҫне шӑмарчӗ, чӑпӑрккипе хӑмсарса, утне уттарса кайрӗ.

Петро нахмурился, тронул коня плетью.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро Мелеховпа Латышев ретсен айккинче тем пирки шӑппӑн сӑмахласа пыраҫҫӗ, Латышев пӳрнисемпе ҫӗнӗ хӗҫ ҫаккине хыпашлать, Петро утне сулахай аллипе хӑлхи хушшинчен хыҫкаласа ачашлать.

Петро Мелехов ехал с Латышевым сбочь рядов, они о чем-то тихо разговаривали, Латышев играл свежим темляком шашки, Петро левой рукой гладил коня, чесал ему промеж ушей.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed