Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лопухов урок пӗтернӗ тӗле Марья Алексевна ун патне пычӗ те ыран хӗрӗн менельникӗ пуласси пирки, ҫавна май вӗсем пӗчӗк вечер тӑвасси ҫинчен систерсе, Лопухова хӑйсем патне пыма чӗнчӗ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Юлташсемсӗр тата вӑл наукӑра пысӑк ҫын пулма пултарать текен ик-виҫӗ профессорсӑр пуҫне Лопухов хӑй урок ирттерекен ҫемьесемпе ҫеҫ тӗл пулнӑ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Федя ҫаксене пурне те пӗрремӗш урок хыҫҫӑн пакӑлтатрӗ, унтан вара пӗрмаях ҫавӑн евӗрлӗрех пакӑлтатрӗ, ак ҫакӑн пеккисем хуша-хуша хучӗ: аппа, эпӗ ӑна паян: кирек ӑҫта пулсан та, пурте аппа ҫине пӑхаҫҫӗ, терӗм, вӑл вара, аппа «питӗ те лайӑх-ҫке», терӗ, вара эпӗ ӑна: «сирӗн ӑна курас килмест-и?» — терӗм — вӑл вара: «курӑп-ха», — терӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопуховпа Верочка пӗр-пӗрне Лопухов пилӗк е ултӑ урок панӑ хыҫҫӑн ҫеҫ курчӗҫ.Раз пять или шесть Лопухов был на своем новом уроке, прежде чем Верочка и он увидели друг друга.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ Мускава каятӑп, унта ҫӳрекелесе, провинцири хӑш хулара урок тупма ҫӑмӑлтараххине ыйтса пӗлетӗп.
II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ши-чэн алӑк пусаки урлӑ каҫнӑ-каҫманах ун ҫичӗ вӗренекенӗ харӑслатса урок хатӗрлеме тапратрӗҫ.Едва он переступил порог, как семеро учеников принялись хором громко твердить урок.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Часах урок пӗтрӗ.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эсир урок ирттернӗ вӑхӑтра мана кунта юлма юрать-и?
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫак кун юлашки урок ытла та вӑрӑма тӑсӑлчӗ-ҫке.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Юлашки урок пуҫланчӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫитменнине тата ӑна кантӑк витӗр ҫул курӑнать, ҫав ҫулпа эрнере икӗ хут, иккӗмӗш урок вӗҫнелле, колхоз письмоносецӗ Тимка Колечкин иртсе пыни те лайӑххӑнах курӑнать.
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Урамра чупиччен килте урок вӗренсе ларасчӗ!
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗн вӑл унта, нимӗҫ шкулӗнче урок вӗренсе ларать-им?
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Шкулӗ ку пачах урӑхла планпа туса лартнӑскер, вӗсенни пек мар, ҫавӑнпа та хисеп хӑмине урок вӗҫленнӗ тӗлелле кӑна шыраса тупрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Шкула кӗнӗ чух унта черетлӗ урок пуҫланнӑччӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Кирлӗ-кирлӗ мар сӑлтавпа урок сиктерес ҫуках.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Пӗр урок хыҫҫӑн тепри иртрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Урок пуҫланиччен тепӗр ҫур сехет.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Вӑл урок тума ларнӑ пуль ӗнтӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Шӑнкӑрав янӑраса кайрӗ те, юлашки урок вӗҫленчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив