Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Хӑвӑртрах тухса тарас кунтан, унсӑрӑн ҫаппа-ҫарамас хӑварӗҫ», — тесе шут турӗҫ, тет те, тухса шӑвӑнчӗҫ, тет, хӑйсен ҫӗршывне.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Унсӑрӑн та вӗсем кӑмӑлӗсем пӗр-пӗрин умӗнче ҫак ҫӑлтӑрлӑ тӳпе пекех тасине лайӑх ӑнланчӗҫ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах кайса киленех пуль, унсӑрӑн ман чунӑм лӑпланас ҫук.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Унсӑрӑн пурӗпӗр пурнӑҫ пулас ҫук ман… —
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ыттисем умӗнче те яваплӑха туймаҫҫӗ вӗсем – унсӑрӑн ҫӑмӑлттайланса ҫул ҫине тухмӗччӗҫ.
Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar
Унсӑрӑн уяв та пулмастчӗ.
Хулари хваттер // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унсӑрӑн эсӗ мана та, Сергее те вӗлерен.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унсӑрӑн манӑн чӗре таса пулаймӗ.
Сергей ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унсӑрӑн мӑлатукпа пуҫна ҫапса шӑтарап!
Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унсӑрӑн вӗсем Михаил Степановичран вӑтанса-именсе тӑма та пултараҫҫӗ.
Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унсӑрӑн вӑл сан ҫинчен ним пӗлмесӗрех пурӑнать.
Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унсӑрӑн пӗтермеллипех пӗтерет вӑл пире.
Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унсӑрӑн вӑл ҫав пурлӑха та Совета партарасран шикленнӗ.
Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫӑнӑхӗ ҫур михӗрен иртсен, Хветут шӑлне вӗҫертрӗ те: — Ҫитет пуль, Сергей, унсӑрӑн эпӗ ҫӗклесе те каҫаймӑп, — терӗ.
Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
«Асту, Якку атте, пӗрре-иккӗрен ытла юрамасть. Унсӑрӑн ӗмӗрлӗхех ҫывӑрса кайма та пултаратӑн», — тесе асӑрхаттарнӑччӗ вӑл.
Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унсӑрӑн итлеместӗп, — татса хучӗ хӗр.
Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унсӑрӑн вӑл пире ирӗксӗрлесе, хӑратсах чиркӗве хупмалла тесе решени йышӑнтарма пултарнӑ.
Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унсӑрӑн, ухмах пуҫпа, тата малалла каяттӑм пуль.
Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унсӑрӑн… — мӑн чышкине кӑтартрӗ Иван.
Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унсӑрӑн, типсен, пушанать те салансах каять, — вӗрентсе каларӗ Сергей.
Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.