Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кралич хӑй те, тияккӑнӑн аялта шурӑ кӗпе-йӗмне тӑхӑннӑскер, вил мӗлкерен хӑрушӑ курӑнать.Сам Кралич в нижнем белье дьякона был еще больше похож на призрак.
III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Акӑ мӗнле ҫын: ҫурӑлса пӗтнӗ мундир тӑхӑннӑскер, вӑл Чулутрав ятлӑ проспект тӑрӑх пынӑ (урокран таврӑннӑ, урокӗ 50 пус тӑрать, лицей хыҫӗнче пӗр виҫӗ ҫухрӑмра).
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсенчен пӗри, резинӑллӑ япаларан ҫӗленӗ ҫӗнӗ пальто тӑхӑннӑскер, нимӗнпе те палӑрса тӑман яп-яка хырса тасатнӑ ҫаврака питлӗ, плаща та кӗрнеклӗ ҫын, йӑл кулса, сӗтел патне пычӗ, Разметнова чул пек хытӑ аллине тӑсса пачӗ.
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Акӑ вӑл, капӑр та ҫамрӑк каччӑ, йӑлт туй тумӗ тӑхӑннӑскер, чиркӳре аналой умӗнче тӑрать, ун ҫумӗнче — венчете кӗрекен хӗрӗн вӑрӑм кӗпипе, шурӑ пӗлӗт килсе хупланӑ пек, чӗнтӗр пӗркенчӗк айӗнче Лятьевский урисене шуххӑн выляткалать, Яков Лукич ҫине ясар куҫӗпе иркеленсе пӑхать, намӑса пӗлмесӗр, йӗрӗнтерсех, вӗҫӗмсӗр куҫ хӗсет.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов, пальто ҫийӗнчен тӑлӑп тӑхӑннӑскер, сӗтел хушшинче колхозниксен пухӑвӗ ҫирӗплетнӗ ҫураки ӗҫӗсен планне юлашки хут пӑхкаласа ларать; хут ҫинчен куҫне илмесӗр, вӑл ҫапла каларӗ:
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Юлашкинчен вӑта ҫӗрти ретре ларакан казак, тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑскер, тӑчӗ.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ак сценка сире: Коваленко, яштак, ҫирӗп, мӑнттай этем, тӗрленӗ кӗпе тӑхӑннӑскер, урампа утса пырать, картуз айӗн тухса анакан ҫӳҫ муклашки ҫамки ҫине ӳкнӗ; хӑрах аллинче пӗр тӗрке кӗнеке, тепринче туратлӑ хулӑн туя.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Пӗр сатур каччӑ, кӑтра ҫӳҫлӗскер, хулӑн пиншак тӑхӑннӑскер, сцена ҫинелле кӑтартса, салхуллӑ сасӑпа сӑмах калать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Хай вӑл, ҫине тӑвӑр та кӗске кӑвак кӗпе, урине пир тӑла ҫинчен йывӑр пушмак тӑхӑннӑскер, пысӑк пуҫне витекен сӑрӑ кӑтрисене хумхантарса, аллисене сулкаласа пычӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Тен, Илюша, хӑй умӗнче мӗн калаҫнине, мӗн тунине тахҫантанпах асӑрхать, ӑнланать пулӗ: унӑн ашшӗ плис шӑлавар, мамӑк хурса ҫӗлетнӗ хӑмӑр пустав курткӑ тӑхӑннӑскер, аллисене ҫурӑм хыҫне тытать те, кӗтесрен кӗтесе кӑна уткаласа ҫӳрет, табак шӑршлать тата сӑмса шӑнкарать, урӑх нимӗн те тумасть; амӑшӗ вара кофе хыҫҫӑн чей ӗҫет, чей хыҫҫӑн апат ҫиет; ашшӗ ҫынсем утӑ ҫулса е тырӑ вырса миҫе капан тунине тӗрӗслеме те шутламасть, ӗҫри ҫитменлӗхсене курсан нихҫан та вӑрҫмасть, анчах ӑна сӑмса тутри хӑвӑрт пырса ан пар ҫеҫ — вӑл йӗркесӗрлӗхсем ҫинчен кӑшкӑрма тытӑнать, кил-ҫурта кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Лешӗ, шурӑ китель тӑхӑннӑскер, мостик ҫинче тӑнӑ, юлашки хушусене панӑ.В белом кителе, подтянутый и строгий, он стоял на мостике и отдавал последние приказания.
Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл халӗ самаях ӳснӗ, тинӗс форми тӑхӑннӑскер пушшех йӑрӑс курӑнать.Он стал стройным юношей и смотрелся еще более значительно в морской форме.
Пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Эпӗ ҫакна илтрӗм кунта: сирӗнтен тахӑш мана пӗлесшӗн пулчӗ: кам эпӗ, мӗншӗн килнӗ кунта ҫакӑн пек вӗҫкӗн господин пек тумланса, перчеткесем, крахмалкӑсем, парле франсе тӑхӑннӑскер.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӳрнескине каснӑ ҫип перчетке тӑхӑннӑскер, вӑл аллипе яка чул тытса пырать.Ее рука в нитяных перчатках с отрезанными пальцами крепко держала увесистый голыш.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тепӗр картина ҫинче маттур казак, хӗрлӗ лампаслӑ шӑлавар, чалӑш лартнӑ калпак тӑхӑннӑскер, сӑрт аяккинчен пуҫне кӑтартнӑ японецӑн сӑмсине касса татнӑ та, унӑн юнӗ пӗкӗ пек авӑнса юхать.
XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах Федя шӑлнӗ Вася, кӗске ҫанӑллӑ, йӑрӑм-йӑрӑм тӗрӗллӗ кӗпе тӑхӑннӑскер, Гаврика курсан, вӑлта хӗлӗхне сӳтме чарӑнса, хӗвеле аллисемпе хупларӗ те: — Эй, Гаврюха, нимӗн те ан хӑра, шывран лайӑхрах ярса тыт — путмӑн! — тесе кӑшкӑрма ӗлкӗрчӗ.
XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫӑмӑл тумтир аркисене вӗҫтерсе, пароход ҫинчи официанкӑсенчен пӗри, таса шурӑ перчетке тӑхӑннӑскер, пусма тӑрӑх ҫӳлелле чупса хӑпарчӗ.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эп, учлетӑн кӑвак спецовкине тӑхӑннӑскер, аслӑ ӗҫсем тума ӗмӗтленнӗскер, кашни канмалли кунсерен ҫакӑнта килеттӗм.Каждый выходной день я приходил сюда, учлёт в синей спецовке, мечтавший о счастье великих открытий.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫиллес кӑна пӗчӗк летчик, тир атӑ тӑхӑннӑскер, кабина патнелле кӗрсе кайрӗ.Маленький сердитый лётчик в меховых сапогах прошёл в кабину.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗр тулли пӳ-сийлӗ хӗрарӑм, чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен картусне тӑхӑннӑскер, тухса пӑхрӗ те, пӗлместӗп, мӗн терӗ-ши вӑл, икӗ сӑмах каларӗ.Полная женщина в железнодорожной фуражке выглянула и сказала ему — не знаю что — два слова.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951