Шырав
Шырав ĕçĕ:
Стенан пӗр пайӗ ҫавӑнтах ҫурма ункӑ пек тӑсӑлса тухрӗ, — халӗ унта сентре, ун урлӑ шалалла кӗреетӗп, — кӗҫех ҫав тӗлте ҫуталса кайрӗ; стена леш енче темӗн нӑйлатма пуҫларӗ, эпӗ мӗн пулса иртнине йӗркеллӗн ӑнланса ӗлкӗричченех ӳкнӗ сентрепе пӗр шайра стенаран сӗтел евӗрлӗскер ҫӗкленчӗ: унта чашӑксем, кофе савӑчӗ — ун айӗнче спирт лампочки ҫунать, шурӑ ҫӑкӑр, ҫу, сухари, пулӑпа какай ҫимӗҫӗсем, — вӗсене, ахӑртнех, кухньӑра асамҫӑ-мӗлке хатӗрленӗ, мӗншӗн тесен ешӗл-симӗс тӗссемпе капӑрлатнӑ шурӑ апат хушшинче эпӗ темӗн чухлӗ ӑшаланулӑх, ҫу, чашлату та техӗмлӗх туятӑп-сисетӗп.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл ыттисем евӗрлех; ун умне тӑсӑлса выртрӑм та стенаран икӗ урапа та тапма пикентӗм, — ахрӑм кӗрлесе-ухлатса мӗн пур хутлӑхра — аялта та, ҫӳлте те — янраса саланчӗ…
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Стена ҫумӗнче сулахайра эрешлӗ ылтӑн юпа ҫинче хура статуя тӑрать: куҫӗсене ҫыхса хупланӑ хӗрарӑм, унӑн пӗр ури кустӑрмаран пӳрнисемпе ҫӑмӑллӑн-ҫепӗҫҫӗн перӗннӗ, — хайхискере тӗнӗлӗн икӗ енчен те ҫунатсемпе капӑрлатнӑ, тепӗр ури хыҫалалла тӑсӑлса ҫӗкленнӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Хумхану тамалсан — тавӑру вырӑнне — пулӑсене чӗлхе кӑларса кӑтартрӑм, унтан тӑсӑлса выртрӑм та куҫа чарсах ҫӑткӑннӑн сӑнама пикентӗм.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Мана тунсӑх вӑйлӑн пусса хучӗ; чӑнах та — киле таврӑнма хушас тӑк халӗ эпӗ, ахӑртнех, урайне тӑсӑлса выртӑттӑм та ӗмӗтӗм яланлӑхах татӑлнӑ чухнехилле урасемпе тапкаланӑттӑм.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл мана ятлать, ҫав самантрах тачка ураллӑ хӗр ача васканипе шуҫлак плита ҫине карҫинкки-мӗнӗпе тӑсӑлса ӳкрӗ те — миндаль хумӗ манӑн урасем патнех кусса килчӗ; ҫав вӑхӑтрах виҫҫӗн, капмар пулла сӗтӗрсе кӗрекенскерсем, мана пӗр еннелле, повара тепӗр еннелле тӗртсе хӑварчӗҫ, миндаль ҫийӗн пулӑ хӳрипе сухаласа иртрӗҫ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Картах сикрӗм, сӑнӑма кӳренӳ пӑвса хучӗ, кӑмӑлӑм пӑсӑлнине асӑрхасан Эстамп сиксе тӑчӗ, юнашар пырса ларчӗ те мана алӑран ярса тытрӗ, анчах ҫак самантра палуба ҫӳлелле картах сикрӗ те Эстамп урайне тӑсӑлса ӳкрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Чубук хӗвел ҫути хӑш енчен пырса ӳкнине асӑрхатӑр тесе, эпӗ тата темиҫе хут ялтӑртаттартӑм та, куҫкӗскине пӗр айӑккинелле хурса, карӑнкаланӑ пек тукаласа, яртах тӑсӑлса тӑрса аллӑма ҫӳлелле ҫӗклерӗм.
X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӑл лашана карташ урлӑ ҫавӑтса кайса, хыҫалти кӗҫен алӑка уҫса ячӗ, ҫак алӑкран пуҫласа курӑк пусса илнипе аран палӑракан ҫул тӑсӑлса выртать.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ курӑк ҫине тӑсӑлса выртрӑм та шухӑша кайрӑм.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпир ҫерем ҫине тӑсӑлса выртрӑмӑр, эпӗ часах тӗлӗрсе кайрӑм.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Жиль кравать патне пычӗ, тӑсӑлса выртрӗ те куҫне хупрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Пӗкӗрӗлсе, ҫапла сывлӑш ҫапнине ҫемҫетсе урамра пӗр енчен тепӗр еннелле ыткӑнать, каретӑсен, юпасен, омнибуссен, хаҫат киоскӗсен хушшинче явӑнать, тытма пуҫлакан алла-пӳрнене хӑй ҫинче туйсанах авӑнса-шуса ҫӑлӑнать, хӑвалаканскер ҫавӑн чух чикӗл-мекӗл тӑсӑлса ӳкет.
I. Тарни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.
Пуҫӗ таранчченех пӗркеннӗ Консуэло аялтан тӑсӑлса тинкерекен Тергенс сӑнне курать.Закутавшись с головой, Консуэло увидела выглянувшее снизу лицо Тергенса.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тергенса вӑратса Ботредж ӑна лавккана ҫавӑтса кайрӗ; унта пурте хывӑнчӗҫ, сивӗ шывпа ҫӑвӑнсан ҫарамасах, месерле, урайне сарнӑ утиялсем ҫине тӑсӑлса выртрӗҫ.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хапхасен хушшинчи ҫулӑн сулахай енче пуҫлӑхпа унӑн пулӑшуҫин хваттерӗсем, сылтӑмра вара, урӑхла каласан, пирӗн еннелле, ҫул патнелле, цейхгауз тӑсӑлса ларать.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Покет тӗрми хула хӗрринче; кунта юлашки ҫулсенче урам пуҫланса кайнӑ, вӑл темиҫе ҫуртран сӑртлӑ пушӑ вырӑналла куҫать, ун ҫумӗнчех икӗ тӑкӑрлӑк тӑсӑлса вӗҫленет: пӗри — тип варпа, тепри — аслӑ ҫул тӗмескипе; ҫаксем пурте пӗрле хула планӗнче айккинчи темиҫе хулӑллӑ тӑртанчӑк турата аса илтереҫҫӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унта тӑсӑлса выртса куҫӑмсене хупрӑм та, хамӑн телейсӗр пурӑнӑҫӑм ҫинчен, ӑнӑҫлӑ пулайман ӗҫӗмсем ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм.Тут я прилег и, закрыв глаза, стал думать о своей горькой судьбе, о своих неудачах.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Фабрикӑсен кирпӗчрен тунӑ трубинчен тухакан тӗтӗм саланмасӑр юпасем пек тӑсӑлса хура ярӑмсем пек каркаланса тӑрать.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Чугун ҫул тӑрӑх шурӑ пӑс хумханса тӑсӑлса выртрӗ, кунтан нӑрӑ евӗрлӗ курӑнакан хура паровоз ерипен шуҫса хӑй хыҫҫӑн вакунсене туртса тухрӗ.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.