Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

теприне (тĕпĕ: тепри) more information about the word form can be found here.
Носович хӑрах урине хӑйӑр ҫийӗпе сӗтӗрсе илчӗ, теприне, ревматизмпа шыҫӑнса кайнине, хуҫлатса чӗркуҫҫилерӗ.

Носович потянул по песку ногу, другую, поднял опухшие от ревматизма колени.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӗренӗн пӗр вӗҫне малти тӗнӗлрен, теприне цабанран ҫыхрӗҫ.

Привязали ее к передней оси, другой конец — к цабану.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хӑй, лайӑх тӗллесе, пӗр пуля хыҫҫӑн теприне кӑларса яра пуҫларӗ.

И пошла гнать пулю за пулей, старательно выцеливая…

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пӗри теприне темӗн шӑппӑн каларӗ.

Один тихо сказал что-то другому.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Сталин шӑрпӑкне коробка ҫине сӗрет те, шӑрпӑк пуҫӗ пашлатса, сирпӗнсе каять; вӑл теприне сӗрет, — шӑрпӑк ҫути унӑн тӑрӑхласа кулнӑ чухнехи пек хӗсӗнерех панӑ, йӑлкӑшса тӑракан куҫӗсене ҫутатать.

Сталин потер спичку о коробку, — головка, зашипев, отскочила, он чиркнул вторую, — огонек осветил его сощуренные, будто усмешкой, блестевшие глаза с приподнятыми нижними веками.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Мамонтов хӑрах аллипе пилӗкне тытса, теприне, йӑлтӑркка ҫӗрӗ тӑхӑннӑскерне, е пӗлӗтелле ҫӗклесе, е «ырӑ казаксем» енне кӑтартса илсе, куҫҫульпе калать:

Мамонтов, уперев руку в бок и другую, — со сверкающим перстнем, — то воздевая к синему небу, то протягивая «к доброму» казачеству, говорил со слезами:

9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Санӑн ҫурӑм шӑмму кӑна, манӑн ӳт ытларах, — Иван Гора малтан пӗр урине, унтан теприне малалла тӑсрӗ.

У тебя одни позвонки, у меня массы больше, — Иван Гора вытянул одну ногу, потом другую.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пӗр татӑкне Алешкӑна, теприне — Мишкӑна парать.

Кусок дал Алешке, кусок дал Мишке.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

 — Тӑмпуҫ, тыт теприне!

— Дурак, держи другого!

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пӗр кукурузине ҫисе унӑн шӑммине кӗтеслесе ывӑтсан, вӑл теприне ҫиме тытӑнчӗ.

Съев одну кукурузу, обгрызав стержень, он принялся за другую.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Теприне бинтпа ҫыхса лартнӑ иккен.

Другой был забинтован.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Сиротка аллине пулеметӑн пӗр хӑлӑпӗнчен тытрӗ, теприне хулпуҫҫипе хӗстерчӗ те, пулемет ҫумӑр ҫунӑ пек пуля тӑкса чӗтреме тытӑнчӗ.

Сиротка взялся рукой за одну ручку пулемета, другую прижал плечом, и пулемет задрожал, изрыгая ливень пуль.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫав пурнӑҫра чи хисеплӗ сӑмахсем — «шахтер, литейщик, тимӗрҫӗ» тенисем пулаҫҫӗ, ҫынсем хушшинче туслӑх пулать, пӗр ҫын теприне пусмӑрламасть.

Или победят и начнут новую жизнь, где самыми почетными словами станут слова «шахтер», «литейщик», «кузнец»…

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Атте тата икӗ винтовка кӑларчӗ, унтан ансӑр тимӗр ещӗксем пӗрин хыҫҫӑн теприне виҫҫӗ туртса каларчӗ.

Отец достал еще две винтовки, потом вынул узкий цинковый ящик, за ним другой, третий.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хӑнасен пурин те черетпе сак ҫине ларса пӗр калушӗ хыҫҫӑн теприне тӑхӑнса пӑхма, виҫме тиврӗ.

А потом каждому пришлось по очереди садиться на скамеечку и долго перебирать и мерить галоши.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫапла пӗрин хыҫҫӑн теприне тытатӑн.

И так ловишь одного за другим.

Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Лешӗ турчӑка ярса илнӗ те кӗленчесене пӗрин хыҫҫӑн теприне чанкӑртаттарса ҫӗмӗрсе ларать.

Он сидел с кочергой в руке и методично, одну за другой, разбивал бутылки с вишнёвкой.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл пӗрне илсе ҫӑвара хыпрӗ, унтан теприне, тата теприне, тата…

Он сунул в рот одну, потом ещё одну, и ещё, и ещё.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль ҫаплах ҫапӑҫакан каччӑсем тавра лашине чуптарать, чупнӑ майӑн кӗреҫипе е пӗрне, е теприне ҫапа-ҫапа илет.

Итак, Эмиль скакал вокруг дерущихся и время от времени бил их лопатой.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ашшӗ питӗ перекетлӗ ҫын пулнине Эмиль лайӑх пӗлет, ҫавӑнпа та ҫапла шухӑшларӗ, паянтан пуҫласа лешӗ хӑрах пушмакне тӑхӑнса теприне перекетлесшӗн ӗнтӗ, ыран хӑрах пушмак тепӗр урине тӑхӑнӗ.

Но Эмиль знал, что его папа славится своей бережливостью — он, может быть, решил с сегодняшнего дня снашивать подмётку только на одном башмаке, а на другом беречь, а завтра оденет башмак на другую ногу.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed