Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврари the word is in our database.
таврари (тĕпĕ: таврари) more information about the word form can be found here.
Ку таврари ялсенче пире паллакансемех пулас ҫук.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑваш Яшми чиркӗвӗнче ирхине тӗлӗнтермӗш мыскара пулса иртнӗ хыпар таврари ялсене те хӑвӑрт сарӑлчӗ.

Help to translate

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ирӗкре юлнӑ юлташӗсене пухса, таврари Чӑваш ялӗсенчи лашасене вӑрлама пикенчӗҫ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Таврари ҫич-сакӑр ял ҫыннисем пурте тенӗ пекех Шуртикас вӗҫӗнчеи пуҫланакан улӑха пуҫтарӑннӑ.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр-пӗр кил ҫунса кайсан е урӑх мӗн те пулин ҫавӑн пек инкеке пула ҫука юлсан, ҫак ҫемье таврари ялсене пуҫтарса ҫӳреме тухса каять.

Help to translate

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Таврари пурӑнаканнисен пӳрчӗсене те шыв илнӗ, кашни-пӗри хӑй ҫӑлӑнса тӑрассишӗн тӗрмешет.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Уйрӑмах таврари ялсенчи чӑвашсем.

Help to translate

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Вӑрнар чукун ҫул станцин никӗсне яма таврари ялсенчи чиркӳсен пачӑшкисем, тиекӗсем пуҫтарӑннӑ.

Help to translate

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Кирек мӗнле ӗҫ те ӑнӑҫлӑ пулӗ, ҫавӑнпа таврари ҫынсен хисепне ҫӗнсе илес шанчӑка ан вӗҫертӗр.

Любая ваша деятельность будет иметь немалый успех, поэтому не упускайте возможность завоевать уважение у окружающих.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Таврари ҫынсем кирлӗ сӗнӳсем парӗҫ, вӗсене шута илмеллех.

Окружающие дают сейчас вам дельные советы, к которым стоит прислушиваться.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сӗве хулинче тата Хусанта чӑвашсемпе, ҫармӑссемпе пӗрле тутарсем, ку таврари ытти халӑхсем тупа тӑваҫҫӗ.

Help to translate

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗтессе кӗтнӗ-ха вӗсем ку ӗҫе, таврари турхансемпе ҫӗрпӳсем пӑлхавҫӑсен пуҫлӑхне йӗрленине тахҫанах сиснӗ, ҫапах та Мамич-Бердее кӗҫӗрех ярса илессине ӗмӗтленме пултарайман.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай ял халӑхне улталама пултараймарӗ: ытла нумайранпа кӑшкӑрашаҫҫӗ таврари ял ҫыннисем крепь хутне кӑтарт тесе.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Староста пулса тӑтӑм таврари халӑхшӑн, ҫавӑ ҫеҫ.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнпа ку таврари халӑх — ватти-вӗтти-мӗнӗпе — ҫӗртме уйӑх вӗҫӗнчен улӑха куҫать.

Help to translate

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗлетӗп эпӗ, эсир пурте ҫак таврари чӑвашсемех.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗмӗл тӑрӑхӗнчи пӗр ялта ҫӗр каснӑ чух элчӗсем ку таврари пӑтӑрмахла ӗҫсем ҫинчен тата нумай илтрӗҫ.

Help to translate

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Камсем пулччӑр ӗнтӗ — пурте ку таврари ҫынсем: Кӑкшанпа Илеть тӑрӑхӗнчи ҫармӑссем, Ҫӗрпӳпе Арск енчи чӑвашсем, Вятка тӑрӑхӗнчи удмуртсем.

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун хыҫҫӑн ял ҫыннисем вырӑсла пӗлекен Туринкене, таврари пӗтӗм халӑх хисеплекен ват ҫынна, виҫӗ старикпе пӗрле Кӑрмӑша кайса килме хушрӗҫ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Девлизер мӑрсана, ку таврари ҫӗрсемпе вӑрмансен хуҫине, вырӑссем пӗр ҫулталӑк каяллах темле сутӑнчӑк ӗҫшӗн (Нургали каланӑ тӑрӑх, Крым ҫыннисене йышӑннӑшӑн) Сӗве хулинче ҫакса вӗлернӗ иккен, ывӑлӗсем Иван патша кунталла ҫарпа килме тухни ҫинчен илтсенех ҫемйисемпе Хусана тарнӑ.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed