Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ахпӑлатпа Илечер те ассӑн сывласа ячӗҫ.
Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пуян, ассӑн сывласа, ун ҫумне ларчӗ.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Пире, килтешсене, ҫак пуп алли самай-самай хытӑ тытать, сывласа илме те памасть», — тепӗр шухӑш ҫаврӑнчӗ Савантер пуҫӗнче.
Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Эх, ачам, апла ан кала! — каллех ассӑн сывласа илчӗ Аванкай.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Эх, йывӑр ҫав, йывӑр халӑх пурнӑҫӗ, — ассӑн сывласа илчӗ Аванкай, — пур ҫӗрте те, чӑвашсен те, мишерсен те, ҫармӑссен те, ирҫесемпе мӑкшӑсен те.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ӑна, тарӑннӑн сывласа, Алюнов куҫӗпе ӑсатрӗ.
Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Хресчен патши, — ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ хӗр.
Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл вара вӑрӑммӑн-вӑрӑммӑн сывласа илчӗ те тепӗр хут шыв ӗҫе пуҫларӗ, куркари шыв каллех хӑмпӑлчӑлана-хӑмпӑлчӑлана хӗрлӗ тӗспе пӗвенме тытӑнчӗ.
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Туйсар ӑнран кайнипе Ячӗ вӑрӑм сывласа, Хуп-хура юн сӑмсипе Юхса анчӗ йӑрласа.
VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Каласа пӗтерчӗ те ҫапла асатте, хаш! сывласа ячӗ, тепӗр хут мана пуҫран ачашларӗ.
2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
— Ҫапла, — терӗ вӑл, тарӑннӑн сывласа илсе, — йывӑҫӑнне анчах мар, ҫавнашкалах ҫын ӑшне те курма ҫук.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Вӑрмана ҫитсен, вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа ярать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Фашистсем куҫран ҫухалсан кӑна амӑшӗсемпе ачисен чӗри лӑпкӑн тапма тытӑнчӗ, пӗр-пӗринпе уҫҫӑн калаҫма пуҫларӗҫ, ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Шоферӗ вилнӗ, тепри унпа юнашарри, хытӑ аманнӑ-мӗн, аран-аран сывласа выртать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Вӑрмана ҫитсе ӳксен, пурте лӑштах сывласа ячӗҫ, хӑйсем ирӗке тухнине малтанлӑха ӗненме те йывӑр пулчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Кайран каласа парӑп, — терӗ амӑшӗ, хаш сывласа.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Хӑй ват ҫын пек хаш! сывласа ячӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Хаш сывласа илтӗм.
Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.
Унтан, хаш! сывласа илчӗ те, ӑшне хытарса, пусӑрӑнчӑк саспа хушса хучӗ:
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Ӗнине суса ӑна сурӑхсемпе пӗрле кӗтӗве хӑваласа ярсан, кӑтьӑр-катьӑр тумланкаларӗ те, кӗпи аркине чӗркуҫҫи таран ҫӗклесе саппун кантринчен хӗстерсе, пӳрт тата ҫенӗк урайне сӗрсе тухрӗ, унтан кил-ҫуртне пӑхса ҫаврӑнчӗ те хашш сывласа илчӗ: ку яхӑнта хуҫалӑхра арҫын алли ҫитменни самаях сисӗне пуҫларӗ — ку ваннӑ, вӑл катӑлнӑ, лешӗ ҫӗрсе юрӑхсӑра тухнӑ…
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.