Шырав
Шырав ĕçĕ:
54. Финеес, пирӗн аттемӗр, саккуншӑн питӗ тимлесе тӑрӑшнӑшӑн ӗмӗрлӗх священник ятне илнӗ.54. Финеес, отец наш, за то, что возревновал ревностью, получил завет вечного священства.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав вӑхӑтра Маттафия — Симеон ывӑлӗн Иоанӑн ывӑлӗ, Иерусалимри Иоарив йӑхӗнчен тухнӑ священник — хирӗҫ ҫӗкленнӗ; вӑл Модин хулинче пурӑннӑ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Священник чӗлхи-ҫӑварӗ саккуна пӗлнине упрама тивӗҫлӗ, унран ҫавӑн ҫинчен вӗрентессе кӗтеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл — Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн хыпарҫи.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл Турӑ Ҫуртне туса лартӗ те чап илӗ, Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларса пуҫ пулса тӑрӗ; Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларса Вӑл священник та пулӗ, пӗринпе тепӗри хушшинче вара канӑҫлӑх килӗшӗвӗ тӑрӗ.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Священник ҫылӑхшӑн кӳмелли парне юнне илтӗр те ӑна Турӑ Ҫурчӗ алӑкӗн янахӗсем ҫине, парне сӗтелӗн тӑватӑ кӗтесне, шалти картиш хапхин янахӗсем ҫине сирпӗттӗр.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Инкек хыҫҫӑн инкек, хыпар хыҫҫӑн хыпар килсе тӑрӗ; пророк урлӑ пӗлесшӗн пулӗҫ, священник вӗрентме пултараймӗ, ваттисем канаш параймӗҫ.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Софония священник ҫак ҫырӑва Иеремия пророка вуласа панӑ.29. Когда Софония священник прочитал это письмо вслух пророка Иеремии,
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Эхер те пророк е священник, е халӑх: «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» тесессӗн, Эпӗ ҫав ҫынна, унӑн килне хӗн кӑтартӑп.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫак халӑх е пророк, е священник санран: «Ҫӳлхуҫа мӗнле хыпар, мӗнле йывӑрлӑх ячӗ-ха?» тесе ыйтсассӑн, кала вӗсене, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: «мӗнле йывӑрлӑх-и? эсир хӑвӑр йывӑрлӑх, Эпӗ сире сирпӗтсе антарӑп».
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӗр аскӑн ҫынсемпе тулса ларнӑ, ылханлӑ ҫӗр ӗсӗклет; ҫеҫенхирти кӗтӳлӗхсем типсе ларчӗҫ, вӗсен тӗллевӗ вара — усаллӑх, вӗсен вӑйӗ — тӳрӗ мар ӗҫ, 11. пророк та, священник та ирсӗрленнӗ; Хамӑн Ҫуртӑмра та Эпӗ вӗсен ирсӗр ӗҫӗсене тупрӑм, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пасхор священник — Еммер ывӑлӗ, Турӑ Ҫуртӗнче пӑхса тӑраканӗ — Иеремия ҫапла пророкла каланине илтнӗ, 2. Пасхор вара Иеремия пророка хӗнесе пӗтернӗ те унтан ӑна Турӑ Ҫурчӗ ҫывӑхӗнчи Вениаминсен ҫӳлти хапхи умне каска тӑлӑпа тӑлласа лартнӑ.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсем каларӗҫ: «килӗр, Иеремийӑна хирӗҫ кавар тӑвӑпӑр — священник вӗрентни те, ӑсчах канашӗ те, пророк сӑмахӗ те ҫухалман-ха; килӗр, ӑна чӗлхепе ҫапса хуҫӑпӑр, унӑн пӗр сӑмахне те итлемӗпӗр» терӗҫ.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хире тухатӑп та — акӑ хӗҫ айне пулса вилнисем; хулана кӗретӗп те — акӑ выҫӑпа хавшаса ҫитнисем; пророкпа священник та пӗр тӗлсӗр ҫӳреҫҫӗ.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑншӑн вӗсен арӑмӗсене урӑххисене, вӗсен хирӗсене ытти хуҫасене парӑп; ӗнтӗ вӗсем, кӗҫӗннинчен пуҫласа асли таранах, мулшӑн ҫунаҫҫӗ; пророкран пуҫласа священник таранах — пурте ултавлӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсем кӗҫӗннинчен пуҫласа асли таранах мулшӑн ҫунаҫҫӗ, пророкран пуҫласа священник таранах пурте ултавлӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ; 14. Ман халӑхӑмӑн суранӗсене ячӗшӗн ҫеҫ сиплеҫҫӗ, «тӑнӑҫлӑх, тӑнӑҫлӑх!» теҫҫӗ те — тӑнӑҫлӑхӗ ҫук та.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Симон — Ония ывӑлӗ, аслӑ священник — хӑй пурӑнӑҫӗнче Турӑ Ҫуртне юсаса лартнӑ, хӑй кунҫулӗнче вӑл ӑна тӗреклӗлетнӗ; 2. вӑл унӑн картишне ҫӗкленӗ, унӑн карти валли ҫӳллӗ никӗс тутарнӑ; 3. ун вӑхӑтӗнче чул касса шыв тытакан вырӑн тунӑ, вӑл тинӗс пек тем сарлакӑш пулнӑ; 4. халӑхшӑн тӑрӑшнӑ, ӑна тапӑнакансенчен хӳтӗленӗ, тӑшман ҫавӑрса илсессӗн сыхланма хулана ҫирӗплетнӗ.
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Давидпа — Иуда йӑхӗнчи Иессей ывӑлӗпе — хывнӑ халал тӑрӑх, патша тивӗҫлӗхӗ ывӑлтан ывӑла куҫса пынӑ пек, священник тивӗҫлӗхӗ те Аарон йӑхне юлса пынӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Финеес та — Елеазар ывӑлӗ — мухтавӗпе виҫҫӗмӗш ҫын: вӑл, Ҫӳлхуҫаран хӑраса, Уншӑн ҫирӗп тӑнӑ, халӑх Турӑран хӑпнӑ чухне вӑл хӑй чунӗн тасалӑхне ҫухатман, Израиль тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫа кӑмӑлне ҫырлахтарнӑ; 29. ҫавӑнпа унпа килӗшӳ халалӗ хывнӑ: ӑна сӑваплисем умӗнче — хӑй халӑхӗ умӗнче — тӑма, ӑна тата унӑн тӑхӑмне ӗмӗр-ӗмӗрех священник пулма халалланӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл Аарона — ун пекех сӑваплӑскере, Левий йӑхӗнчен тухнӑ пиччӗшне — асла кӑларнӑ, 8. унпала ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ, халӑх хушшинче ӑна священник тунӑ; Вӑл ӑна ыттисенчен уйрӑм илемпе пилленӗ, ӑна мухтав пиҫиххийӗ ҫыхса янӑ; 9. Вӑл ӑна чӑн илем тӑхӑнтартнӑ, хисеплӗ, сумлӑ тумтир тумлантарнӑ: 10. аялтан пӗр тумтир пулнӑ, ҫиелтен подирпа ефод тӑхӑнтартнӑ; 11. вӑл утса пынӑ чухне Израиль ывӑлӗсене астутарса тӑмашкӑн, кӗлӗ чатӑрӗнче сасӑ илтӗнсе тӑтӑр тесе шӑнкӑртатса пымашкӑн унӑн тумӗн арки тавра ылтӑн улмасемпе шӑнкӑравсем ҫакса тухнӑ; 12-13. ӑна сӑваплӑ тумтир — ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ӑстайлӑн тунӑ тумтир — тӑхӑнтартнӑ, ӑна ӑстайлӑн тунӑ сут кӑкӑрлӑхӗ ҫактарнӑ, кӑкӑрлӑхӗ ҫинче урим тата туммим пулнӑ, ун ҫинче ылтӑн харшана лартнӑ виркӗсленӗ чулсем, питех те хаклӑ чулсем, пулнӑ, чулӗсем ҫине, пичет ҫине ҫырнӑ пек, асӑнмалӑх Израиль йӑхӗсен ячӗсене касса ҫырнӑ; 14. кидарӗ ҫинче — ылтӑн ҫутанкка, ун ҫинче — «Туррӑн Сӑваплӑ Япали» текен сӑмахсем, вӑл — чыслӑх мухтавӗ: куҫа ӑмсантаракан чаплӑ эреш, ӳнер ӗҫӗ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Птоломейпе Клеопатра тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Досифей, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, священник та левит пулнӑскер, тата Досифей ывӑлӗ Птоломей Александрия хулине Пурим ҫинчен ҫырнӑ ҫак хута илсе килнӗ теҫҫӗ, ӑна Птоломей ывӑлӗ Лисимах, Иерусалимра пулнӑскер, ӑнлантарса панӑ теҫҫӗ.]
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.