Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхман (тĕпĕ: пӑх) more information about the word form can be found here.
Туратлӑ пучахсем патне Варвара Сергеевнӑна магнит пек туртрӗ; вӑл Глашӑна хул айӗнчен тытрӗ, хӑйӗн пысӑк та хӑюллӑ утӑмӗпе пӗр стенд ҫине те пӑхмасӑрах утса кайнӑ пулӗччӗ, эрех тӑвас ӗҫри чапа тухнӑ маҫтӑрсен стенчӗ умӗнче делегатсен чылай пысӑк ушкӑнӗ кӗпӗрленсе тӑнӑ ҫӗре те пырса пӑхман пулӗччӗ, — ку стенда тулли бутылкӑсем купаласа хунӑ та вӗсем, аялтан ҫутатнипе, тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫавӑнтах тата пичкерен кӗрен эрех пӗр тӑкӑнмасӑр стакана юхса тӑрать.

Варвару Сергеевну потянуло к ветвистым колосьям; взяв Глашу под руку, она ни за что бы не взглянула ни на один стенд, даже на стенд искусных кубанских виноделов, возле которых толпилась порядочная кучка делегатов, — там, просвеченные снизу, искрились разных цветов бутылки, сложенные высоким курганом, и тут же из бочонка в стакан текло и не проливалось розовое вино.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл вуланӑ, кӑранташпа темскер паллӑ тунӑ, пуҫне те ҫӗклесе пӑхман.

А он читал, что-то помечал карандашом и даже не поднимал головы.

XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эрне ытла уй-хирсем тӑрӑх ҫӳрекен Кондратьев, кӑкӑрӗ иртнӗ ҫулсенчи пекех хумхануллӑ туйӑмпа тулнине сиснӗ пулсан та, машинӑсем шавланине, кайӑксем юрланине тимлесе итлемен, ҫуллахи пейзажӑн тӗсӗсем ҫине пачах та ҫавӑрӑнса пӑхман; вӑл сахал ҫывӑрнӑ, нумай ҫӳренӗ, ҫак кунсенче пӗрмаях усӑллӑ ӗҫ ҫинчен ҫеҫ шутланӑ: Рощенски район тырпула хӑйӗн кӳршисенчен маларах та пахалӑх енӗпе лайӑхрах пухса кӗтӗр тесен тата мӗн тумалла-ши?

Вот уже более недели находясь в поле, Кондратьев хотя и ощущал в груди то беспокойное чувство, которое было ему хорошо знакомо по прошлым годам, но к песням машин и птиц не прислушивался и на краски летнего пейзажа вовсе не обращал внимания; спал мало, ездил много и все это время был занят практическими соображениями: как бы все сделать так, чтобы Рощенский район убрал хлеб раньше и по качеству лучше своих соседей.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Травкин хӑйӗн ҫыннисем ҫине халиччен нихҫан та пӑхман пек витӗмлӗн пӑхса илнӗ.

Травкин посмотрел на своих людей внимательней, чем когда-либо прежде.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Анчах ҫав ҫӗрлех, сассӑр шумалли занятисем вӑхӑтӗнче, Феоктистов хытӑ ӳсӗрме пуҫланӑ, Малтанах Травкин кун ҫине ҫаврӑнса пӑхман, анчах Феоктистов каллех ӳсӗре пуҫласан, лейтенант йӑлтах ӑнланса илнӗ: Феоктистов юриех сивӗпе шӑнса пӑсӑлма тӑрӑшнӑ-мӗн.

Но этой же ночью, во время занятий по бесшумному ползанью, Феоктистов сильно закашлялся, Сначала Травкин не обратил внимания на это, но затем, когда Феоктистов раскашлялся снова, лейтенант все понял: Феоктистов нарочно старался простудиться.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Тӗрӗссипе вара анне мана ҫавӑн пек пӑхман пулсан, хӗр-ҫӗвӗҫсем пулман пулсан, эпӗ, уяври пек, ытлашши тутлӑ апат ҫисе пурӑнман пулсан, ҫав юрату манӑн пулман та пулӗччӗ.

В сущности же, эта моя любовь была произведением, с одной стороны, деятельности мамаши и портних, с другой — избытка поглощавшейся мной пищи при праздной жизни.

VII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Акӑ ҫав фашистсем… мӗншӗн-ха вӗсем пирӗн ҫине тапӑннӑ чух пирӗн ҫывӑхри, куҫа курӑнакан пуласлӑх ҫинчен шухӑшласа пӑхман?

Вот эти фашисты… почему они, когда нападали на нас, не подумали о ближайшем, видимым перед глазами будущем?

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Шофер вӗсем кӑтартни-суллани ҫине пачах та ҫаврӑнса пӑхман пек туйӑнать; «эмка» каялла чакса сулӑм илчӗ, — шофер машинӑна чупса пынӑ ҫӗртех шыва кӗртесшӗн пулчӗ пулмалла, — анчах темӗн каллех шыв хӗрне ҫитсен тапах чарӑнчӗ.

Шофер, казалось, не обращал никакого внимания на их жесты и взмахи: «эмка» отбежала назад и разогналась — очевидно, шофер хотел с разбегу заехать в реку, — но почему-то опять у самой воды затормозила.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Темӗнле илемсӗр те ҫаралса юлнӑ чӑнкӑ ҫыран хӗрри, кӑнтӑрлахи ҫутӑра ун ҫине пӑхма ҫук килӗшӳсӗрскер, халӗ пит чаплӑ та мӑнаҫлӑ чул сӑрчӗ пек курӑнать, ҫавӑнпа ун ҫумне пырса та ан ҫыхлан; кӑнтӑрла иртсе кайнӑ чухне никам та ҫаврӑнса пӑхман ката уйӑх ҫутинче ҫав тери илемленсе, кӑтраланса кайнӑ та, халӗ ӗнтӗ вӑл таҫти, Хура тинӗс хӗрринчи виноградсен сачӗ пек курӑнать; ту ҫинчи хыр вӑрманӗ тӑрринче хура пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ, пӗлӗтсенчен ҫӳлерех йӗс пек ҫутӑ ялкӑшать; сӑртри кӗтӳ тапӑрӗ пур тапӑрсем пекех, ун пеккисем кунта сахал мар.

Какая-нибудь плохонькая, до крайности облысевшая круча, на которую при дневном свете и смотреть не хочется, теперь выглядит скалой, великолепной и гордой, невысокий кустарник, такой, что днем, проезжая мимо, никто на него не поведет и глазом, в лунном сиянии сделался таким нарядным, закурчавился так пышно, что уже напоминает собой виноградник где-нибудь на берегу Черного моря; сосновый лес на горе темнеет грозной тучей, а поверх этой тучи переливается горячая бронза; пастушья кошара у скалы, самая простая кошара, каких здесь немало,

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл яланхи пекех салху пулнӑ, йӗри-тавра пӑхман: унӑн ҫынсемпе тӗл пулас килмен.

По обыкновению он был мрачен, по сторонам не смотрел: не хотелось встречаться с людьми.

XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Нимӗҫсем вырӑссен колоннисене час-часах курнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем ун пек колоннӑсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхман, лӑпкӑн кӑна хӑйсен ӗҫӗсемпе аппаланнӑ: пахчасемпе килхушшисене лартса тултарнӑ зениткӑсемпе танксем патӗнче тӑрмашнӑ, вутӑ тумашкӑн карта вӗрлӗкӗсене тустарнӑ, хӑйсен машинисем патне шӑтӑксенче тата пӳртсенче тупнӑ тӗрлӗрен япаласене ҫӗкле-ҫӗкле пынӑ, е тата, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пуҫтарӑнса, чӗлӗм чӗртнӗ те, мӗн ҫинчен те пулин сӑмахласа ларнӑ.

Не обращая внимания на колонну русских, какие приходилось видеть часто, немцы спокойно занимались своими делами: возились около зениток и танков, расставленных по всем дворам и огородам, растаскивали изгороди на дрова, волокли к машинам разные вещи, найденные в ямах и домах, толковали о чем-то, собираясь группами, разжигали трубки…

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ертсе килнӗ, пуҫӗпе шухӑшласа пӑхман: мӗн тума кирлӗ вӑл?

Привела, а умом не подумала — зачем?

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ун чух вӗсем ҫине никам та ҫаврӑнса пӑхман.

Тогда на них никто не оборачивался.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кунӗпе вӑхӑт ирттернӗ пулин те, вӑрмана тӗрӗслесе пӑхман вӗсем, тӳрех Вазуза леш еннелле ыткӑннӑ — вӗсем Мускава ҫитме васканӑ.

Несмотря на то, что потеряли целый день, они не проверяли леса, устремились прямиком на ту сторону Вазузы — они спешили добраться до Москвы.

XXVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Нумайӑшӗсем ҫапӑҫура та лайӑххӑн пулса курман вӗт-ха, тар шӑршине те шӑршласа пӑхман, анчах машинӑсем — вӗсем…

Многие ведь и в бою еще не были, не нюхали пороху, а машины — они…

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Андрей сержант ҫине халиччен нихҫан та пӑхман пек пӑхса илчӗ те кӑштах малалла туртӑннӑ пек пулчӗ:

Андрей взглянул на сержанта, как не смотрел никогда, и сказал, подаваясь грудью вперед:

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ман патӑма пырса ҫӳренӗ чухне, эсӗ ӑна куркаланӑ та-ха, питех сӑнаса пӑхман пуль: ун чухне вӑл пӗчӗкчӗ.

Ты, наверно, ее видел, когда приходил к нам, но не обратил внимания, тогда она была еще маленькой.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Ун чухне эпӗ ялта ҫулсеренех спектакльсем мӗншӗн кӑтартаҫҫӗ-ши тесе шухӑшласа та пӑхман.

Тогда я не думал, зачем там каждый год устраивали спектакли.

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

Вӑл ҫаксем хӑйӗн кахаллӑхне тата уссӑрлӑхне пула ҫеҫ ҫавӑн пек пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхман, хӑйне хӑюллӑ ӗҫсем тума пултарайман ҫын вырӑнне шутланӑ тата хӑйӗн шӑпипе кӑмӑллӑ пулнӑ.

Не сознавая собственной лени и никчемности, он, в общем, чувствовал себя человеком, не склонным к каким-либо действиям, и был вполне доволен своей участью.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Урамри ҫынсем кастрюльпе шӳрпе йӑтса пыракан вӑйран ӳкнӗ хӗрарӑм ҫине е пысӑк кастрюльпе улма котлечӗсем такама леҫекен кӗрнеклӗ хӗрача ҫине пӑхман та.

И никто на улице не обращал внимания на истощенную, печальную женщину, медленно тащившую кастрюлю с похлебкой, или коренастую девушку, несшую кому-то в большой кастрюле картофельные котлеты.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed