Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паллах the word is in our database.
паллах (тĕпĕ: паллах) more information about the word form can be found here.
Кайран унта, пурӑна киле, эпӗ шанатӑп, аттене тархасласа ҫавӑратпӑр; анне пирӗн майлӑ пуласси паллах, атте пире каҫарӗ…

А там, со временем, я уверен, мы умолим отца моего; матушка будет за нас; он меня простит…

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Паллах ӗнтӗ, Савельич пирки иккӗленмелли те юлмарӗ, вӑл чӑннипех калать.

Очевидно было, что Савельич передо мною был прав.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ырӑ старик, паллах, арӑмӗпе калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн, Швабрина ирӗке кӑларассипе килӗшрӗ.

Добрый комендант, с согласия своей супруги, решился Швабрина освободить.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Паллах ӗнтӗ, эпӗ хайхи сӑмаха хускатса малалла тӗплӗреххӗн калаҫса татӑласшӑн пултӑм.

Разумеется, при первом удобном случае я принялся за прерванное объяснение.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Паллах ӗнтӗ, вӑл таҫтан ҫавӑрттарса илсе калаҫма пӗлни аннене хӑй майлӑ ҫавӑрчӗ.

Без сомнения, именно эта удивительная манера выражаться произвела такое сильное впечатление на мою мать.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вӑл вилсе выртрӗ, паллах ӗнтӗ, ҫав вилнӗ лаша тирне сӳнӗ пиркиех питӗ хӑвӑрт вилсе кайрӗ.

Потом его встрела смерть, и, безусловно, скоропостижная, потому что она явилась следствием обдирания павшей лошади.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗҫке ернӗ ҫыннӑн, паллах ӗнтӗ, хуҫалӑхӗ те юхӑнсах пырать.

а поскольку человек углубляется в пьянство, постольку разрушается и его хозяйство.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах, — терӗ Швабрин, — харсӑрлӑхӑршӑн эсир ман умра хӑвӑр юнӑрпа ответ тытатӑр.

— Конечно, — отвечал Швабрин, — вы своею кровью будете отвечать мне за вашу дерзость.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫыракансем, паллах ӗнтӗ, хӑш чухне ҫитменлӗхӗсене кӑтартса пама ыйтанҫи пулса, хӑйсем ҫырнине вуласа пама юратаҫҫӗ.

Известно, что сочинители иногда, под видом требования советов, ищут благосклонного слушателя.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

А. И. Швабринпа, паллах ӗнтӗ, эпӗ кулленех курнӑҫаттӑм.

С А. И. Швабриным, разумеется, виделся я каждый день.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Гварди офицерӗ ятне пӑсакан ӗҫсемшӗн пулӗ ӗнтӗ, паллах? — тесе, ҫине тӑрсах пакӑлтата пуҫларӗ хайхискер.

«Чаятельно, за неприличные гвардии офицеру поступки», — продолжал неутомимый вопрошатель.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Паллах ӗнтӗ, Саньӑпа танлаштарсан, шавламасӑр тӳсесси маншӑн ҫӑмӑлрах.

Разумеется, мне легче было промолчать, чем Сане.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Конечно, паллах: дисциплина чи малта пулмалла, анчах ӗлӗкхи камрад патне ҫапла ҫыраҫҫӗ-и?..

Конечно: дисциплина перво дело, но так ли пишут к старому камрад?..

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Мӗншӗн тесен ҫил вӑл енчен вӗрчӗ, тӗтӗм шӑрши сисӗнчӗ: ял инҫере марри паллах, — терӗ.

— А потому, что ветер оттоле потянул, — отвечал дорожный, — и я слышу, дымом пахнуло; знать, деревня близко.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах халӗ ӗҫ шӳт виҫинчен тухать: вӗсем, паллах, кунашкал пулассине кӗтмен пулас.

Но теперь дело выходило их границ шутки: они, вероятно, не ожидали такой развязки.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Эсир Грушницкий тусӗ, ҫавӑнпа та, паллах, унӑн секунданчӗ пулатӑр пулӗ?

— Вы приятель Грушницкого — и, вероятно, будете его секундантом?

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пурте хускалчӗҫ, пур тӗмӗсем хушшинче те черкессене шырама тытӑнчӗҫ, анчах, паллах, нимӗн те тупаймарӗҫ.

Все зашевелилось; стали искать черкесов во всех кустах — и, разумеется, ничего не нашли.

Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Паллах… ҫапла пуласса кӗтсех тӑмаллаччӗ манӑн ҫав хӗрачаран… кокеткӑран… кайран тавӑрӑп-ха эпӗ!

— Разумеется… я должен был этого ожидать от девчонки… от кокетки… уж я отомщу!

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӗлтӗркке ҫакӑ начар хӳтлӗх ҫав, ҫавӑнпа электричество хӗмӗ манӑн алӑран ун аллине куҫрӗ; юрату пурте ҫапла пуҫланать темелле, ҫавӑнпа эпир час-часах ултава та кӗретпӗр — хӗрарӑмсем пире хамӑр сывлӑхшӑн та тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн юратаҫҫӗ тесе; паллах ӗнтӗ, ҫав енсем пире таса вут-хӗм йышӑнмашкӑн унӑн чӗрине ҫавӑраҫҫӗ, хатӗрлентереҫҫӗ, тейӗпӗр, ҫапах та, ӗҫӗ пӗрремӗш хут сӗртӗнни кӑна татса парать.

Кисейный рукав слабая защита, и электрическая искра пробежала из моей руки в ее руку; все почти страсти начинаются так, и мы часто себя очень обманываем, думая, что нас женщина любит за наши физические или нравственные достоинства; конечно, они приготовляют ее сердце к принятию священного огня, а все-таки первое прикосновение решает дело.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Паллах, тӳрлетмерӗм.

— Разумеется, не поправил.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed