Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Вӗсем халӑх хушшинче агитацилеҫҫӗ, фашистсен демагогине тӑрӑ шыв ҫине кӑлараҫҫӗ.— Они же ведут агитацию среди населения, разоблачают фашистскую демагогию.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Пӗр чиккинчен тепӗр чиккине ҫити поездсем эрни-эрнипе чупаҫҫӗ; пӑрахутсем кӑнтӑрти, ҫурҫӗрти тинӗссем ҫинче тӗтӗм кӑлараҫҫӗ; тусем ҫинчи ҫулсем тарӑх автомобильсем аран-аран хӑпараҫҫӗ; хӑйӑр ҫинче тӗвесем пуҫӗсене пӑркаласа, ерипен утса пыраҫҫӗ…
Скатерть-самобранка // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Хӗрарӑмсем нумайӑшӗ сивӗ чӑланран, ҫӗнӗ ҫула упраса хӑварнӑ чи лайӑх аш татӑкӗсене кӑлараҫҫӗ.
Скатерть-самобранка // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ачасем сумкисенчен хӑшӗ хаҫат, хӑшӗ шпалер татӑкӗ кӑлараҫҫӗ те парта ҫине сараҫҫӗ.Ребята вытаскивают из сумок кто газету, кто кусок обоев и раскладывают на партах.
Сентябрӗн пӗрремӗшӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Юнашар йӑран ҫинче Нюрӑпа Манька хӗрлӗ кӑшман кӑлараҫҫӗ.
Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вылякансем сӗтел хушшинчен сиксе тӑраҫҫӗ те виҫҫӗшӗ те ҫӗҫӗсем туртса кӑлараҫҫӗ.
ХLIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Магнита тимӗр тӑприпе пӗрле ҫӗртен чавса кӑлараҫҫӗ.
Магнит // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Акӑ мӗншӗн: ҫынсем сывланӑ чухне хӑйсен ӑшне лайӑх сывлӑш сывласа кӗртеҫҫӗ, ӑшӗнчен йывӑррине сывласа кӑлараҫҫӗ.Оттого, что люди, когда дышат, то собирают в себя хороший воздух, а выдыхают дурной.
Сывлама юрӑхсӑр сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хӗрарӑмсем олив ҫимӗҫӗсем евӗрлӗ «мпафу» вӑррисенчен тутлӑ шӑршӑллӑ ҫу юхтарнӑ, — унран туземецсем юратакан духи туса кӑлараҫҫӗ; фут ҫурӑ чухлӗ пысӑк йӗкесене хӑвӑрт ҫавӑрса, мамӑк арланӑ; йывӑҫ хуппине тукмакпа ҫапса ҫӳхетсе пусма хатӗрленӗ; апата юракан курӑксене акса тунӑ: маниокӑна — унран «касаву» текен ҫӑнӑх авӑртаҫҫӗ, — ҫирӗм футлӑ йывӑҫ ҫинче ӳсекен «мозитзано» ятлӑ хутаҫлӑ нимӗҫ пӑрҫине — ун хутаҫҫин тӑршшӗ вунпилӗк дюйм; апат-ҫимӗҫ пӗҫерме юрӑхлӑ ҫу пӑчӑртаса кӑлармалли арахиса, темиҫе ҫул ӳсекен ҫутӑ кӑвак пӑрҫана — ӑна «чилобе» теҫҫӗ, ун чечекӗсем тӑварсӑр пӗҫернӗ соргӑна кӑшт урӑх тутӑ параҫҫӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Чӗпписене вӗсем ҫӑмарта туса кӑлараҫҫӗ; ҫӑмартисене ҫӗре тӑваҫҫӗ.
Тимӗршапа // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Рабочисен пуҫӗсене ҫавӑраҫҫӗ вӗсем, патша саккунӗсемпе пурӑнма чӗнеҫҫӗ, тӗрлӗрен вӗрентӳсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ, революци путланчӗ тесе ӗнентересшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Хаклӑ япала // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ҫӑра пылчӑк ӑшӗнчен ҫынсем урисене аран турта-турта кӑлараҫҫӗ.
Хаклӑ япала // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Кун пек сасса ку таврара нумай тӗл пулакан тӑватӑ ураллӑ хӑрушӑ мар чӗрчунсем кӑлараҫҫӗ иккен.А звук этот издают совсем неопасные четвероногие, которых очень много в здешних краях.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Шурӑмпуҫ хӑпара пуҫласан, куҫсене чармакласа, — ҫывӑрасса райра (кайран!) ытларах ҫывӑратпӑр тесе, — дирижерсӑр оркестр пек кӑлараҫҫӗ ултӑ кӗнеке — евангели кӗнекисене.
Ултӑ манашка // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 97–101 с.
— Сире те кӑлараҫҫӗ, — терӗ вӑл тухса кайнӑ чухне, ыттисемпе сывпуллашса.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Хулана юлнисем хӑйсен килти япалисене пахчасенчи пӗчӗкҫӗ ӳплесемпе сарайсене пытараҫҫӗ; хӑйсен кил-ҫурчӗсене мӗн май килнӗ таран кичем те илемсӗртерех тӑвас тесе, пӳрт тӳписемпе сарайсенче выртса ҫӳрекен тахҫанхи кивӗ ӑпӑр-тапӑра тепӗр хут туртса кӑлараҫҫӗ, чӳрече каррисене илеҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Пире пионертан кӑлараҫҫӗ пулмалла, — пӑшӑлтатрӗ Сашӑна хӑраса ӳкнӗ Ҫеруш.— Исключать нас будут из пионеров, — шептал Саше перетрусивший Серега.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Хӑвалаҫҫӗ те кӑлараҫҫӗ, урӑх нимӗн те мар!
40 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Тӑшмансем кил хуҫисене килӗсенчен хӑваласа кӑлараҫҫӗ, хӑйсем вӗсен пӳрчӗсене кӗрсе вырнаҫаҫҫӗ, чӑхсене пусаҫҫӗ, сысна ҫурисене чикеҫҫӗ, ҫатансемпе хӳмесене ватса, вут хутаҫҫӗ.
23 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вӗсем, пӗр-пӗрин ҫине сике-сике ӳксе, сӑмсисемпе ӳчӗ-тирӗсене тӑпӑлтарса кӑлараҫҫӗ.
Ионы утравӗ ҫинче // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 148–155 с.