Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗчӗкскер, услам ҫу катӑкӗ пек, ҫавракаскер, ача-пӑча юмахӗнчен тухнӑ пек туйӑнаканскер, Ваҫилен шуралса кайнӑ сӑмсипе питҫӑмартисене курсан вӑл чӗпӗтекен юрпа сӑтӑрма тытӑнчӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Аллине пушӑ витре тытрӗ те Кузнецовсен еннелле утма тӑнӑччӗ, анчах та хирӗҫ килекен Ахванеҫ мучие курсан каялла ҫаврӑнчӗ, мӗншӗн тесен ӑна курни ним лайӑххине те пӗлтермест.
Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Пӗррехинче, фермӑра хуйхӑрнипе начарланса, сӑнсӑрланса кайнӑ салтак арӑмне курсан Егор Силыч, хӑй те тахҫанах тӑлӑха юлнӑскер, ҫак хӗрарӑма вӑрттӑн юратаканскер, чӑтаймарӗ:
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ют ҫынсене курсан вӗсем хӑраса ӳкрӗҫ, сӑмах чӗнме те шикленчӗҫ.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Сан тимӗрҫӳне курсан хам та хытӑ тӗлӗнтӗм, — куҫӗсене мӑч-мӑч хупкаларӗ комиссар.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ваҫиле пӗррехинче ҫак тӑсланкӑна курсан темшӗн хӑраса ӳкнӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ачисем лӑпкӑ ҫывӑрнине курсан вӑл каллех выртрӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӑл йӗри-тавралла шикленсе пӑхкаларӗ, ҫынсем вӗсене пӗрле курсан тем калаҫасран хӑрарӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ӑна курсан е аякран утса килнине палласа илсен, унӑн тӗттӗмре те йӑлтӑртатакан хӑмӑр куҫӗсенчен пӑхсан хӗрӗн сывлӑшӗ пӳлӗнетчӗ, ури вӑйӗ пӗтетчӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫӳллӗ те кӑпӑшка кӑкӑрсем, ҫип-ҫинҫе пилӗк, ӑмсануллӑ урасем, кӑвак тӳпе пек пысӑк куҫсем — ҫак илеме курсан унӑн, чӑх кашти умӗнче тӑракан тиллӗнни пек, пуҫӗ ҫухалать.
Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӑй ӗмӗтленнӗ хӗре курсан Шывхуҫи самантлӑха ҫухалса кайрӗ.
4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Шывхуҫи ҫакна курсан ҫамрӑкланса кайрӗ пулас — ывӑлӗнчен те ҫӑмӑлрах ҫӗкленсе ташлама пикенчӗ: ахӑлтатать, кулать, такмак калать.
4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Эсекеле курсан вара унӑн сӑнӗ этем сӑнне ҫаврӑнчӗ, вӑл шап-шурӑ та шултӑра шӑлӗсене кӑларса сиввӗн кулса илнӗ пек турӗ, ывӑлӗпе хӗре хӑй патнерех, куҫӗ умнех, тӑма хушрӗ.
4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Шывра чӑмпӑлтатакан ачасене курсан Менттие те уҫӑлса илес шухӑш канӑҫ памарӗ, ҫапах та амӑшӗн сӑмахӗсем чарса тӑратрӗҫ ӑна.
Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.
Ӑна курсан, инҫетре пурӑнакан кашни йӑхташ чӗринче мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуралтӑр.
Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html
Ҫавӑн йышши япаласене курсан Нинук чунӗ таҫта кайса кӗрет.
Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Иккӗшӗ те ку япалана курсан савӑннипе ахӑлтатса кулса яраҫҫӗ.
Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ҫӑл хӗрринче ахлатса выртакан ачана курсан вӑл хыпӑнса ӳкет.
Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Вӗренекенӗсене курсан пит хавасланса кайрӗ, хӑвӑрттӑн сиксе тӑнӑран пуль, пуканне йӑвантарса ячӗ.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Чӑн та, пӗр тепӗр ҫын айккинчен пӑхса тӑрас пулсан, мучи ҫапла шапа пек ҫапкаланса тӑнине курсан кулса вилӗччӗ.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.