Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Ҫӳлхуҫана сӑмах панӑ назорей тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун, хӑй назорей пулнӑшӑн Турра парне кӳрес йӗрке ҫакӑ ӗнтӗ; вӑйӗ ҫитсессӗн, кунтан ытларах та патӑр; хӑй епле сӑмах панӑ, ҫапла тумалла, назорей пулас тӗлӗшпе хунӑ йӗркерен ытларах та тума юрать, тенӗ.
Йыш 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. [Моисей] Ӑна каланӑ: [пирӗнпе пӗрле] Эсӗ Хӑв пымастӑн пулсассӑн, пире кунтан илсе те ан тух, 16. эпӗ тата Санӑн халӑху Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупнине эпир ӑҫтан пӗлӗпӗр-ха?
Тух 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: васка [кунтан] анмашкӑн, мӗншӗн тесессӗн санӑн халӑху, эсӗ Египетран илсе тухнӑ халӑху, пӑсӑлса кайрӗ; 8. Эпӗ кӑтартнӑ ҫултан вӗсем часах пӑрӑнса кайрӗҫ: хӑйсем валли пӑру кӗлетки шӑратса турӗҫ, ӑна пуҫҫапрӗҫ, ӑна парне кӳчӗҫ: эй Израиль, акӑ сана Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ турру! терӗҫ, тенӗ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Моисей хӑйпе пӗрле Иосиф шӑммисене илсе тухнӑ, мӗншӗн тесессӗн [Иосиф] Израиль ывӑлӗсене тупа тутарса каланӑ пулнӑ: Турӑ сире килсе курӗ, вара эсир манӑн шӑммӑмсене кунтан хӑвӑрпа илсе тухӑр, тенӗ.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: кунтан кайса Египета каялла таврӑнсассӑн, асту, фараон умӗнче Эпӗ хушнӑ пур хӑвата та ту, Эпӗ вара унӑн чӗрине хаярлантарӑп та, вӑл халӑха ямӗ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иосиф Израиль ывӑлӗсене тупа тутарса каланӑ: Турӑ сирӗн пата килсессӗн, манӑн шӑммӑмсене кунтан илсе тухӑр, тенӗ.25. И заклял Иосиф сынов Израилевых, говоря: Бог посетит вас, и вынесите кости мои отсюда.
Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иосиф вӗсене каланӑ: эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем тесе, ҫавнах каларӑм ӗнтӗ сире; 15. акӑ епле сӑнаса пӑхас сире: фараон пурӑнӑҫӗпе тупа туса калатӑп: кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑнта килмесессӗн, эсир кунтан тухаймӑр; 16. хӑвӑртан пӗрне килне ярӑр, вӑл шӑллӑра илсе килтӗр, ыттисене кунта тытса юлӗҫ; вара эсир тӗрӗс калани палӑрӗ; фараон пурӑнӑҫӗпе тупа тӑватӑп: апла пулмасассӑн, эсир вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем пулатӑр, тенӗ.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫав ҫын каланӑ: вӗсем кунтан кайрӗҫ, эпӗ вӗсем «Дофана каяс» тесе калаҫнине илтнӗччӗ, тенӗ.17. И сказал тот человек: они ушли отсюда, ибо я слышал, как они говорили: пойдем в Дофан.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иаков ывӑлӗсем Сихемпа унӑн ашшӗне Еммора чееленсе хуравланӑ; вӗсем Сихем хӑйсен йӑмӑкне Динӑна мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн ҫапла калаҫнӑ; 14. [Симеонпа Левий — Дина пиччӗшӗсем, Лия ывӑлӗсем —] вӗсене каланӑ: эпир апла тӑваймастпӑр, ӳт кастарман ҫынна хамӑр йӑмӑкӑмӑра параймастпӑр, ку пирӗншӗн мӑшкӑл шутланать; 15. эсир пирӗн пек пулсассӑн ҫеҫ, сирӗн те пур арҫыннӑр та ӳт кастарсассӑн ҫеҫ, эпир сирӗнпе тату тума, [сирӗн патӑра вырӑнаҫма] пултаратпӑр; 16. вара хамӑр хӗрсене сире качча пара пуҫлӑпӑр, сирӗн хӗрӗрсене хамӑр валли илӗпӗр, сирӗнпе пӗрле пурӑнӑпӑр, пӗр халӑх пулса тӑрӑпӑр; 17. эхер те ӳт касас тӗлӗшӗнчен пире итлемесессӗн, эпир хамӑр хӗре илетпӗр те кунтан пӑрахса каятпӑр, тенӗ.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Кунтан вӑл Вирсавияна куҫнӑ.
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӑл кунтан тапранса кайнӑ та урӑх пусӑ алтнӑ, кун пирки тавлашман вара; ӑна Реховоф ят панӑ, вӑл: халӗ Ҫӳлхуҫамӑр пире ирӗк вырӑн пачӗ, эпир ҫӗр ҫинче ӗрчӗпӗр, тенӗ.
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Каярахпа Ханаан ӑрӑвӗсем сапаланса кайнӑ, 19. ханаансен ҫӗрӗ Сидонран пуҫласа Герар еннелле Газа патне ҫитнӗ, кунтан Содом, Гоморра, Адма тата Цевоим еннелле Ла́ша патне ҫитнӗ.
Пулт 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӑваш Енри икӗ пысӑк телерадиокомпанийӗн «Кунтан - тӑван килелле» пӗрлехи проектне Пӗтӗм Раҫҫейри «ТЭФИ-Регион» 2015 телевидени конкурсӗнче «Телевиденири документаллӑ фильм» номинацире чи лайӑххи тесе йышӑннӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=66 ... cc00d977d9
Ку тӗлпулу хыҫҫӑн Настя та лӑпланайман, Резида патне кунне темиҫе хут шӑнкӑравласа: «Анне, илсе кай пире кунтан», — тесе йӑлӑннӑ.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
«Молчание — золото» тенине пӗлеймен-ха эп ун чух, тепӗр темиҫе кунтан шкула ҫӳрекен пир хутаҫа чӳлмеке лартрӑм, ҫиеле пӗр-ик кӗнеке хутӑм та яла аппасем патне ҫул тытрӑм.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Тулӗк нумая пырӗ-ши ку Стаканчӑн ырӑ кӑмӑлӗ, виҫӗ кунтан тӳнтерле выртмӗ-ши?
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Умра унтан та, кунтан та темиҫе тип ҫырма вакланӑ тикӗс мар уй-хир тӑсӑлса выртать.
Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.
— Кунтан ҫирӗм-ҫирӗм пилӗк ҫухрӑмра тепӗр парти ӗҫлет.
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
— Кунтан ытла мӗн кирлӗ тата мана?
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Чӑннипех ҫапла пулас-тӑк, чӗррӗн тухаймастчӗ вӑл кунтан.
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.