Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫсем тӗл пулсан, Кларк кашнинчех ӑшшӑн кулчӗ.Встречаясь с ним взглядом, Кларк всякий раз приветливо улыбался.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ту ҫинелле хӑпарнӑ чухне кашнинчех Гойда ҫак обходчикӗн паттӑр кӗлеткине курать, вӑл е чугун ҫул урлӑ каҫакан ҫул патӗнчи шлагбаум умӗнче сарӑ ялав тӑсса тӑрать, е пысӑк туннель умӗнче хунар тытса юлать, е тарӑн ту хушӑкӗ хӗрринче, ту ҫинчен юхакан Лотарица шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер патӗнче, курӑнать.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Офицерсем, мур илесшӗсем, партизансемпе ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн кашнинчех чинсем илеҫҫӗ, анчах эпир… акӑ эпӗ, сӑмахран, нимӗн те туянаймарӑм…
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Анчах ҫак самантра кашнинчех — ку приказ сӑмахӗсем Хасан кӳлли патӗнчи сопка ҫинче янӑраҫҫӗ-и е Лӑпкӑ океан ҫыранӗнче-и, ҫав сӑмахсене вӑл Днестр хӗрринче илтет-и е Хура тинӗс патӗнче-и, уншӑн пурпӗрех — вӑл чылаях пӑлханать.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӗреннисӗр пуҫне эпӗ тата акӑ мӗн турӑм: улах вырӑнта ҫыхӑнусӑр ӗмӗтсемпе тата шухӑшсемпе йӑпанса лартӑм, тӗнчере вӑйлӑ ҫын пулас шутпа гимнастика турӑм, пӗр тӗллевсӗр-мӗнсӗр мӗнпур пӳлӗмсем тӑрӑх тата уйрӑмах хӗр-тарҫӑсен пӳлӗмӗн коридорӗ тӑрах сулланса ҫӳрерӗм, час-часах хам ҫине тӗкӗр витӗр пӑхрӑм, анчах ун патӗнчен эпӗ кашнинчех хуйха ӳксе тата хамран хам йӗрӗнсе пӑрӑна-пӑрӑна кайрӑм.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Княҫӑн кӗҫӗн хӗрӗ кашнинчех кӗҫен Ивина, Катя Володьӑна е Илинькӑна суйласа илеҫҫӗ, Соня кашнинчех Сережӑна суйласа илет.
ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хамӑр иртсе пыракан ялсемпе хуласене, кирек епле пулсан та кашнинчех пирӗн ҫемьерен пӗчӗк мар ҫемьесем пурӑнакан ҫуртсене, пирӗн экипаж ҫине киленсе пӑхнӑ хыҫҫӑн яланлӑхах куҫран ҫухалакан хӗрарӑмсемпе ачасене, Петровскинче курма хӑнӑхнӑ пек пуҫ тайма мар, пирӗн ҫине пӑхса илме те тивӗҫлӗ мар тесе шутлакан лавккаҫсемпе хресченсене курсан, ман пуҫа пӗрремӗш хут ҫакнашкал ыйту пырса кӗчӗ: пирӗншӗн нимӗн чухлӗ те пӑшӑрханмаҫҫӗ пулсан, мӗн туса пурӑнаҫҫӗ-ха вӗсем?
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Е вӑл темиҫе хут тӑтӑшшӑн, анчах кашнинчех ҫӗнӗ вӑйпа та урӑх сасӑпа ҫине-ҫинех турӑ ҫырлах текелерӗ, е тата: каҫар мана, турӑҫӑм, вӗрент мана мӗн тумаллине… вӗрент мана мӗн тумаллине, турӑҫӑм! тесе, хӑйӗн сӑмахӗсене хирӗҫ халех кам та пулин ответ парасса кӗтнӗ пек кӗлтурӗ; е тата хурлӑхлӑн ӗсӗклесе йӗни кӑна илтӗнчӗ…
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана кашнинчех Саша е Липучка килсе кӗрессӗн туйӑнатчӗ, вӗсем мана «питӗ культурӑллӑ, питӗ ӑста вӗренекен Мускав ачи» тесе шутлаҫҫӗ вӗт.
Таса промокашкӑсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Кино ҫинчен ҫапла вуласа панӑ хыҫҫӑн эпӗ: анне ҫырӑвӗсене вуланӑ чух кашнинчех хама усӑллӑ пӗр-пӗр япала шухӑшласа кӑларма май пур иккен, тесе шухӑшларӑм.
Таса промокашкӑсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Липучка хӑйӗн сӑмахӗсене кашнинчех «Эй!» сӑмахпа пуҫланине эпӗ ун чухне пӗлейменччӗ.Тогда я еще не знал, что Липучка вообще каждую свою фразу начинает со слова «Ой!»
Манӑн ятӑм Шура пулса тӑчӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Анчах Андрей Никитич мана формӑсем памарӗ, пӗр тухсан, каялла ямарӗ, фигурӑна шутариччен вӑл кашнинчех нумайччен шухӑшлать.Но Андрей Никитич не предлагал мне фору, не давал ходов назад и долго обдумывал каждый ход.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Кайӑк утравӗн хуҫи, шӑппӑн ларакан японецсен тӑшманла ушкӑнӗ патӗнчен иртсе пынӑ чухне кашнинчех куҫхаршисене ҫӗклеме, урисене кӗлипе ҫирӗппӗн пусма тӑрӑшрӗ.
IV // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Кашнинчех вӗсенче виҫшер ҫӑмарта выртать, вӗсем сенкертерех, ӑшӑ.
III // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Кайӑка чул ту хӳттинче тӑрса сыхларӑмӑр, тӗтре вӑхӑтӗнче ун ҫывӑхне пыма тӑрӑшрӑмӑр, анчах кашнинчех ӑнӑҫсӑр пулчӗ.Караулили ее за Птичьим камнем, пытались подойти во время тумана, но всегда безуспешно…
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Эпир уҫӑ вырӑна тухсан кашнинчех завод кантурӗ ҫумӗнчи сигнал мачта ҫинче ҫил ӑҫталла вӗрнине кӑтартакан йӑрӑм-йӑрӑмлӑ конуса ҫӳлелле шутарса хӑпартаҫҫӗ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Тепӗр чухне эпир ун патне виҫӗ милӗ яхӑнах ҫывхаратпӑр, вӑл вара кашнинчех аяккалла тарса ӳкме ӗлкӗрет, шыва путарнӑ тетелӗсене пушӑ пичке е чӑпта пӑрахса паллӑ туса хӑварать.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
«Саго-Мару» шхунӑн бази инҫе мар, Шимушу утравӗнче пулнӑ пулас, мӗншӗн тесен вӑл яланах пӗр вӑхӑтра тата кашнинчех Тӑвӑл сӑмсахӗ ҫывӑхӗнче ҫӳрет, — ҫав сӑмсах ҫине Япони пулӑ завочӗ вырнаҫнӑ.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Ӑна кашнинчех тытнӑ, ҫитменнине, юри тунӑ пекех, Ташкентран инҫетрех те инҫетрех вырнаҫнӑ ачасен ҫурчӗсене янӑ.
54 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ленинграда кайсан, Король кашнинчех ун ҫинчен пӗлме тӑрӑшнӑ, Владимир Михайлович вара, вӑл ыйтнипе, Мускаври, Хусанти, Самарти тата ытти хуласенчи детприемниксене ҫырса ячӗ: Арсений Плетнев ҫук-и унта?
52 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.