Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

картине (тĕпĕ: карта) more information about the word form can be found here.
Хӑнисем ун пек чух Кирила Петровичӑн йыттисене тата унӑн йытӑ усрамалли картине мухтассине хӑйсен тивӗҫӗ вырӑнне шутланӑ.

Гости почитали обязанностию восхищаться псарнею Кирила Петровича.

I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хуҫипе хӑнисем йытӑ витисен картине кайнӑ.

Хозяин и гости пошли на псарный двор.

I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӳлӗме кӗрсенех, вӗсем тӑлӑх арӑмӑн картине пӑхас тесе сӑрт ҫинелле хулари ҫынсем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе тапаланса хӑпарнине асӑрхарӗҫ.

Увидел, что в гору поднимаются кучки горожан — поглазеть на место происшествия.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Иван Егоровӑн ҫӗнӗ романӗ – тӑван кил-йышне, пиччӗшне тата вӗсен тавринчи чӑваш литература картине кӑтартакан хӑйне расна хайлав.

Help to translate

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Пӳрт умӗнчи пахча картине хамах тытрӑм, — хуҫалӑхне кӑтартса ҫӳрерӗ Лариса Ивановна.

Сама огородила забор около дама ,- показывала свое хозяйство Лариса Ивановна.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

«Дент-а-мед» клиникӑра пахалӑхсен ҫак картине лекекен специалистсем вӑй хураҫҫӗ.

Help to translate

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

1. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам сурӑх картине алӑкран кӗмест, урӑх ҫӗртен каҫса кӗрет, вӑл вӑрӑ, вӑрӑ-хурах.

1. Истинно, истинно говорю вам: кто не дверью входит во двор овчий, но перелазит инуде, тот вор и разбойник;

Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Кӗтӗвӗм йӑлкӑмне Хам хӑваласа янӑ мӗнпур ҫӗршывран пуҫтарӑп та хӑйсен картине тавӑрӑп; вӗсем ӗрчесе, хунаса кайӗҫ.

3. И соберу остаток стада Моего из всех стран, куда Я изгнал их, и возвращу их во дворы их; и будут плодиться и размножаться.

Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Хамӑн иҫӗм пахчийӗпе мӗн тӑвасса калатӑп Эпӗ сире: унӑн картине сӳтсе илетӗп те — ӑна тустарса тухӗҫ; хӳмисене аркатӑп та — ӑна таптаса пӗтерӗҫ.

5. Итак Я скажу вам, что сделаю с виноградником Моим: отниму у него ограду, и будет он опустошаем; разрушу стены его, и будет попираем,

Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Мӗншӗн Эсӗ унӑн картине ҫӗмӗрсе тӑкрӑн?

13. Для чего разрушил Ты ограды ее, так что

Пс 79 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Вениамин ывӑлӗсем вара ҫапла тунӑ та: вӑйӑ картине тухнӑ хӗрсем хушшинчен кашнийӗ хӑй валли арӑм вӑрласа кайнӑ, хӑйӗн пай ҫӗрне таврӑннӑ, унта хуласем лартса пурӑна пуҫланӑ.

23. Сыны Вениамина так и сделали, и взяли жен по числу своему из бывших в хороводе, которых они похитили, и пошли и возвратились в удел свой, и построили города и стали жить в них.

Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Вениамин ывӑлӗсене вара ҫапла тума хушнӑ, каланӑ вӗсене: кайӑр та ҫавӑнта иҫӗм пахчине пытанса ларӑр, 21. астӑвӑр, Силом хӗрӗсем вӑйӑ картине ташлама тухсассӑн, иҫӗм пахчинчен тухӑр та — кашнийӗ хӑй валли арӑмлӑха илме Силом хӗрӗсенчен пӗрне ярса тыттӑр та Вениамин ҫӗрне илсе кайтӑр, тенӗ; 22. хӗрӗсен ашшӗсем е тӑванӗсем пире ӳпкелеме килсен, эпир вӗсене ҫапла калӑпӑр: пире вӗсемшӗн каҫарӑр, вӑрҫӑран эпир вӗсем валли кашнийӗ валлиех арӑм илсе килеймерӗмӗр, эсир те вӗсене хӗр памарӑр; халь ӗнтӗ эсир айӑплӑ, тейӗпӗр, тенӗ.

20. И приказали сынам Вениамина и сказали: подите и засядьте в виноградниках, 21. и смотрите, когда выйдут девицы Силомские плясать в хороводах, тогда выйдите из виноградников и схватите себе каждый жену из девиц Силомских и идите в землю Вениаминову; 22. и когда придут отцы их, или братья их с жалобою к нам, мы скажем им: простите нас за них, ибо мы не взяли для каждого из них жены на войне, и вы не дали им; теперь вы виновны.

Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пурте пӗрле пухӑнса уяв картине тӑчӗҫ.

Help to translate

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed