Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Вӑл Рима туслӑхпа килӗшӳ тума кайса килнӗ Евполемон ашшӗ Иоанн тӑрӑшнипе патша иудейсене кӑмӑл курса панӑ ҫӑмӑллӑхсене те пӑрахӑҫланӑ; саккунлӑ йӗркесене пӑсса, вӑл саккуна хирӗҫле йӗркесем кӗртнӗ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Патша, ҫак ҫӗршӗн ют йӗркесене пӑхӑнса пурӑнма хушса, Иерусалима тата Иудея хулисене хыпарҫӑсем урлӑ хут янӑ: 45. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме те, ытти тӗрлӗ парне кӳме те, эрех, ҫу юхтарса парне кӳме те чарнӑ, шӑматкунсемпе уявсене мӑшкӑл тума, 46. Турӑ Ҫуртне, сӑваплӑ ҫынсене ирсӗрлеме хушнӑ, 47. чӳк вырӑнӗсем, йӗрӗх ҫурчӗсемпе йӗрӗх лартмалли вырӑнсем тума, сысна ашӗпе, таса мар выльӑх ашӗпе чӳк туса тӑма, 48-49. саккуна манччӑр, Турӑ хунӑ мӗнпур йӗркене пӑрахчӑр тесе, ывӑл ачасене ӳт кастармасӑр ӳстерме, вӗсенӗн чунне тӗрлӗрен тасамарлӑхпа, йӗрӗнчӗкпе ирсӗрлеме хушнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Манӑн Моисей чурамӑн саккунне асра тытӑр, ҫав саккуна Эпӗ ӑна Хорив тӑвӗ ҫинче пӗтӗм Израиль валли панӑ, ҫавӑн пекех Эпӗ панӑ ӳкӗтсемпе йӗркесене те асра тытӑр.
Мал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсир калатӑр: «Турра ӗҫлесе тӑни усӑсӑр, эпир Вӑл хунӑ йӗркесене тытса тӑни, Саваоф Турӑ умӗнче хурлӑх тумӗпе ҫӳрени мӗн усӑ кӳчӗ?
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иудӑн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен Ҫӳлхуҫа саккунне йышӑнмарӗҫ, Вӑл хунӑ йӗркесене тытса тӑмарӗҫ, хӑйсенӗн ашшӗсемех пуҫҫапнӑ йӗрӗхсем вӗсене ҫултан пӑрса ячӗҫ.
Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Манӑн Давид чурам вара вӗсенӗн Патши тата пуринӗн Кӗтӳҫи пулӗ, вӗсем ӗнтӗ Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса пурӑнӗҫ, Эпӗ панӑ йӗркесене пӑхӑнса тӑрӗҫ, вӗсене туса тӑрӗҫ.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Сирӗн ӑша Хамӑн сывлӑшӑма кӗртӗп те ҫапла тӑвӑп: эсир Манӑн ӳкӗтӗмсенчен иртмесӗр ҫӳретӗр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса пурӑнатӑр, вӗсене туса тӑратӑр.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑн пекех, Хамӑн аллӑма пушхирте ҫӗклесе, вӗсене халӑхсем хушшине салатса яма, тӗрлӗ ҫӗр тӑрӑх сапалама тупа турӑм, 24. мӗншӗн тесессӗн вӗсем Эпӗ панӑ йӗркесене туса тӑмарӗҫ, Манӑн ӳкӗтӗмсене пӑрахрӗҫ, Манӑн шӑматкунӑмсене уямарӗҫ, куҫне ашшӗсен йӗрӗхӗсем ҫинчен илмерӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Анчах вӗсен ывӑлӗсем те Мана хирӗҫ пӑлхав ҫӗклерӗҫ: Манӑн ӳкӗтӗмсем тӑрӑх пурӑнмарӗҫ, Эпӗ панӑ йӗркесене — пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, этеме чӗрӗ тӑвакан йӗркесене — тытса тӑмарӗҫ, Манӑн шӑматкунӑмсене те уямарӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр: Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнӑр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса тӑрӑр.19. Я Господь Бог ваш: по Моим заповедям поступайте, и Мои уставы соблюдайте, и исполняйте их.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫын тӳрӗ пурӑнать пулсан, тӳрӗлӗхпе тӗрӗссине тӑвать пулсан, 6. тусем ҫинче чӳк парни ҫимест пулсан, Израиль килӗн йӗрӗхӗсем ҫине пӑхмасть пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлетмест пулсан, арӑмӗ таса марринчен тасалнӑ вӑхӑтра ун патне пымасть пулсан, 7. никама та хӗсӗрлемест пулсан, парӑмлӑ ҫынна салукне тавӑрса парать пулсан, вӑрламасть, выҫӑ ҫынна ҫӑкӑр парать, ҫарамас ҫынна тумтир тӑхӑнтартать пулсан, 8. укҫине усламла памасть, ытлашши илмест пулсан, аллине тӗрӗсмарлӑх енне ямасть пулсан, ҫынпа ҫын сутлашнине тӗрӗс татса парать пулсан, 9. вӑл Манӑн пехилӗм тӑрӑх пурӑнать, Эпӗ панӑ йӗркесене пӗтӗм чунтан тытса тӑрать пулсан, вӑл — тӳрӗ ҫын, вӑл чӗрӗ пулатех, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсене пӗр пӗтӗм чӗре парӑп, вӗсен ӑшне ҫӗнӗ сывлӑш кӳртӗп, вӗсен чул чӗрине ӳтӗнчен илӗп те ун вырӑнне вӗсене чӗрӗ чӗре парӑп: 20. вӗсем Манӑн ӳкӗтӗмсем хушнӑ пек ҫӳреччӗр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытчӑр, вӗсене туса тӑччӑр; вара вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулӑп, тесе калать те.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара: эсир Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнмарӑр, Эпӗ панӑ йӗркесене туса тӑмарӑр, хӑвӑра хупӑрласа тӑракан халӑхсен йӑли-йӗркипе пурӑнтӑр, тесе калать те.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: йӗркесӗр ӗҫӗрсене эсир хӑвӑр тавра пурӑнакан суя тӗнлӗ ҫынсенчен те нумайрах турӑр, эсир Манӑн йӗркемсем тӑрӑх пурӑнмастӑр, Эпӗ хунӑ йӗркесене тытмастӑр, эсир хӑвӑр тавра суя тӗнпе пурӑнакансен йӑли-йӗркипе те пурӑнмастӑр, 8. ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: ҫапла тунӑшӑн акӑ Эпӗ те, Эпӗ Хам та — сана хирӗҫ, сана суя тӗнпе пурӑнакансем умӗнче сут тӑвӑп.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл вара Эпӗ хунӑ йӗркесене хирӗҫ суя тӗнпе пурӑнакансенчен те ытларах усал турӗ, Манӑн йӗркеме хирӗҫ хӑй таврашӗнчи ҫӗрсенчен те начартарах турӗ: вӗсем Эпӗ хунӑ йӗркесене йышӑнмарӗҫ, Манӑн йӗркемсем тӑрӑх пурӑнмаҫҫӗ, тет.
Иез 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Турӑ панӑ йӗркесене пӗлмерӗҫ, Турӑ хушнӑ ҫулсемпе ҫӳремерӗҫ, Ун тӳрӗлӗхне вӗрентекен сукмак ҫине тӑмарӗҫ.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
173. Санӑн аллу мана пулӑшса тӑринччӗ: Эсӗ хушнӑ йӗркесене йышӑнтӑм эпӗ.173. Да будет рука Твоя в помощь мне, ибо я повеления Твои избрал.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
168. Эсӗ хушнӑ йӗркесене, Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесене уяса тӑратӑп: манӑн пӗтӗм ҫул-йӗрӗм — Санӑн умӑнта.168. Храню повеления Твои и откровения Твои, ибо все пути мои пред Тобою.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
167. Манӑн чунӑм Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесене астуса тӑрать, эпӗ вӗсене питех те юрататӑп.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
159. Курсамччӗ — Эсӗ хушнӑ йӗркесене эпӗ епле юрататӑп; эй Ҫӳлхуҫа, Ху ырӑ пулнӑран чӗртсемччӗ мана.159. Зри, как я люблю повеления Твои; по милости Твоей, Господи, оживи меня.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.