Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртме (тĕпĕ: ирт) more information about the word form can be found here.
Кусем мана тытса кайӗҫ тесе, хӑранипе эпӗ нимӗн тума та пӗлмерӗм: каялла тарма та, малалла иртме те хӑратӑп.

Я не знал, что мне делать; я боялся бежать назад и боялся пройти мимо них: я думал, что они схватят меня.

Пӗр ача хай суккӑр ыйткалакансенчен хӑрама чарӑнни ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Стэнли вӗсене кунта ҫитмӗл иккӗ таранччен шутланӑ, нимле кимӗ те кунтан иртме пултарайман пулӗччӗ.

Стэнли насчитал их здесь семьдесят два, и никакая лодка не смогла бы здесь пройти.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Анчах унтан иртме пулать-ши? — сасӑпа шухӑшларӗ Дик Сэнд.

— Но можно ли там пройти? — продолжал рассуждать вслух Дик Сэнд.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Юхӑм кимме тӳрех ҫав ҫуртсен еннелле юхтарчӗ, кимӗ сӑвайсем хушшипе иртсе каймалла, мӗншӗн тесен сулахай ҫыран ҫумӗпе иртме май ҫук — унта шывран чулсем кӑнтса тӑраҫҫӗ.

Течение несло пирогу прямо на хижины, и лодка должна была проплыть между сваями, так как у левого берега реки пробраться было нельзя — там из воды торчали камни.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ку вӑл ҫӗр айӗнчи ҫул, ун тӑрӑх хыткан энтомолога шуса иртме йывӑрах пулмарӗ.

Это была своего рода подземная галерея, по которой сухопарому энтомологу нетрудно было проползти.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Конго вӑррине кӗрекен карапсем ҫине ларма, ҫапла майпа хӑй пӗрре кӑна мар ирӗксӗр хӑна пулса курнӑ португали ҫыннисем пурӑнакан ялсенчен, каторга тӗрмисенчен пӑрӑнса иртме шутларӗ-ши вӑл?

Намеревался ли он устроиться пассажиром на каком-либо из кораблей, которые заходили в устье Конго и избежать таким образом португальских поселений и каторжных тюрем, где он не раз бывал невольным гостем?

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Ҫумӑр ку айлӑма иртме май ҫук путлӑх туса хурӗ.

 — Дождь превратит эту котловину в непроходимую топь.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пикеннӗ пикеннех, хӑваласах иртме тесе, ухӑ йӗппи пек вӑркӑнса пырать бензовоз автобуса хирӗҫ, кӑшкӑртса, ҫул пама ыйтса, Виталие шырланалла хӗснӗҫем хӗсет.

Почти неуправляемый тяжелый бензовоз несся как стрела, гудел, требуя дороги, и прижимал машину Виталия к обочине, автобус и бензовоз неуловимо приближались друг к другу.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Автобус шоферӗ пӑрать-пӑрать машинине сылтӑмалла, бензовоза ыткӑнса иртме епле те пулин уҫӑлӑх тӑвасшӑн тӑрӑшать.

Шофер автобуса, опомнившись, отчаянно пытался взять правее, чтобы как-то разойтись с бензовозом.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Бензовоз, Виталий хыҫӗнче пӗр кана чип-чиперех кӗрлеттерсе пыраканскер, айлӑмалла аннӑ чухне сасартӑк сулахаялла сиксе тухрӗ те, хӑвӑртлӑхне ӳстернӗҫемӗн ӳстерсе, туххӑмрах ӑна хӑваласа иртме тӑчӗ.

Бензовоз, который спокойно тащился за Виталией, при спуске под уклон вдруг взял влево и, прибавляя скорость, стал обгонять его машину.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ӑҫта унта амӑшӗнчен иртме.

Да куда там, мать так и взовьется.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫак япала йӑлтах мӗнле пулса иртме пултарнӑ-ха?..

Как все это могло случиться?..

Каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Ҫула тухсанах Стэнли отрячӗн Укусу ҫынҫиенӗсемпе тытӑҫса илме, юханшывӑн шарлакӗсенчен иртме, кимӗсене ал вӗҫҫӗн йӑтса куҫарма тивнӗ.

С первых же шагов отряд Стэнли должен был сражаться с людоедами из Укусу и перетаскивать лодки на руках, чтобы обойти непроходимые пороги реки.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Гарриса илес пулсан вара, ку ҫынна ҫутҫанталӑк юриех иртме май ҫук чӑтлӑхсем витӗр ҫул ҫӳреме тунӑ пекех туйӑнать, вӑл ҫав-ҫавах патвар.

Что касается Гарриса, то, казалось, этот человек был создан для долгих путешествий по непроходимым дебрям, и усталость не имела над ним власти.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик тӗрӗс астӑвать пулсан, ку тӳремлӗхӗн тӗп паллисем ҫакӑн пек: шыв ҫителӗксӗр, йывӑҫ тавраш ҫитӗнмест, чулсем ҫук, ҫанталӑк ҫумӑра кайнӑ вӑхӑтра тал-пиҫен тапса тухать те, пӗчӗк йывӑҫ ҫӳллӗшне ҫитсе, шӑрӑх вӑхӑтра иртме май ҫук чӑтлӑх туса хурать.

И если память ему не изменяет, характерные черты этой равнины таковы: нехватка воды, отсутствие деревьев, полное отсутствие камней, а в сезон дождей — могучий рост чертополоха, который достигает размеров небольшого дерева и в жаркое время образует непроходимые заросли.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах бухтӑна кӗрес тесен, шарлаксеенчеен пӑрӑнса иртмелле, вӗсен хушшипе иртме вара ҫав тери кансӗр.

Но чтобы попасть в нее, надо было миновать барьер подводных скал, а пройти между ними было очень трудно.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пултараҫҫӗ-и-ха кит тытакансем ҫак тупӑшран пӑрӑнса иртме?

Могли ли китобои пропустить такой случай?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Ҫакӑн пек кита сывлӑх сунмасӑр ҫумӗнчен иртме питех те шел! — пӗтӗмлетрӗ виҫҫӗмӗш.

— Жаль пройти мимо и не поздороваться с таким китом! — заключил третий.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫавӑнпа февралӗн 2-мӗшӗнче Халл капитан Ҫӗнӗ Тӗнчен хӗвеланӑҫ ҫыранӗ еннелле мар, Горн сӑмсахӗнчен пӑрӑнса иртме шутлакан моряк пек, хӑйне кирлӗ вырӑнтан чылай кӑнтӑрарах ишрӗ.

Поэтому 2 февраля капитан Гуль еще находился в широтах более высоких, чем он желал, — в положении моряка, который намеревался бы обогнуть мыс Горн, а не плыть кратчайшим путем к западному берегу Нового Света.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Ҫакӑнта вӑрман ҫынни те ҫухалса каймалла: иртме ҫук чӑтлӑх, тӑвӑл кӑкласа пӑрахнӑ йывӑҫсем, ҫултан инҫе.

— Здесь даже лесовик заблудится — чаща, бурелом, от дороги далеко.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed