Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выртнӑ (тĕпĕ: вырт) more information about the word form can be found here.
Анчах пирӗн, пӑлхава ертсе пыракансен, ялан — ҫывӑрма выртнӑ чух та, ҫывӑрса тӑрсан та, ак ҫак черккене ҫӗкленӗ чух та — ҫав тӗллев синчен шутлас пулать.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗне кайсах выртнӑ эсӗ, кӑшт ҫеҫ вилсе кайман.

Help to translate

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ним тума пӗлмесӗр хӗртӗнсе выртнӑ ҫӗрте шыраса тупрӗ те ӑна Офоня Хлебник.

Help to translate

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Княжна ывӑлӗ, чылай пысӑк ача пулнӑскер, вырӑссене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ чух етре пырса тивнипе вилсе выртнӑ, ханӑн аслӑ ывӑлӗсем, Булюкпа Мубарек, пӗр вӑхӑт Хусана килсе пурӑннӑ та тем килӗшменнипе каллех Бахчэ-Сарая тухса кайнӑ.

Help to translate

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сотник тухмасть, — терӗ хурал пуҫлӑхӗ, — вӑл канма выртнӑ.

Help to translate

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урапа ҫинче выртнӑ май вӑл нумай ҫул каялла вырӑс ҫӗрӗнче Ахтупайпа пӗрле тыткӑнра ҫӳренине аса илет.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ма кӗрсе выртнӑ эсӗ ют арпалӑха?

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна, инҫе ҫула кай-ма пуҫтарӑннӑ ҫынна, ҫӗр выртнӑ ялтах асӑрхаттарчӗҫ, мӑн ҫулпа вӗҫӗмсӗр ҫар анать, пырса ҫакланмалли ҫук, ним ыйтса тӑмасӑрах тытса хупаҫҫӗ терӗҫ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӑпах эп ҫапла тарӑхса выртнӑ вӑхӑтра темскер тата тепре кӗрслеттерчӗ.

Help to translate

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

— Ав, хыр хыҫне пытанса выртнӑ, — кӑтартрӗ мана Лёша.

Help to translate

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Ҫырансен икӗ енӗпе тахҫан-тахҫан, асаттесем лартнӑ йӑмрасем сарӑлса кайнӑ, ҫырма тӗпӗнче вӗсен тымарӗсем ватӑлса ҫитнӗ ҫын сухалӗсем пек сайран туха-туха выртнӑ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Касса янӑ хыр хурӑн ҫумне кӗрсе выртнӑ, шӗшкӗ тӗмине ҫӗмӗрнӗ.

Help to translate

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Нервӑсем те ҫав, — шухӑшларӗ Альберт, хутланса выртнӑ Ваҫли кӗлетки ҫине тинкерсе.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Кайран, общежитие кайса, хыт сак ҫине выртнӑ Борис ҫине чылайччен пӑхса ларчӗ.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Кун каҫиччен ӑшӑнса выртнӑ шыв кӑвас пекех лӗп.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Мӗншӗнне Ульяновска выртнӑ вӑрӑм ҫул ҫинчи калаҫу уҫӑмлатрӗ.

Help to translate

Вӑрнар-Ульяновск: пулӑшу кашни салтак патне ҫитрӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11680-v- ... patne-citr

— Тур хушсан сыв юлӑп, — тенӗ, Выртнӑ сивӗ окопа.

Help to translate

Кӗсле ту ҫине хӑпартӑм // Мӗтри Мишши. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Инспектор пӗрре ҫеҫ кӗррӗслеттернӗ - тилӗ самантрах тӑсӑлса выртнӑ.

Help to translate

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

— Староста, ӳсӗрскер, урапа ҫине тӑсӑлса выртнӑ та илет кӑна ыйӑха.

Help to translate

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Епхин васкаса: — Староста патӗнче нумай выртнӑ, — терӗ.

Help to translate

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed