Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вун (тĕпĕ: вунӑ) more information about the word form can be found here.
Вун виҫӗ ҫулхи ача ним пӗлмиех пӗчӗккӗ мар ӗнтӗ.

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Арҫын арҫынах, сак ваклать те вут тӑвать тенӗ пек пулнӑ ӗнтӗ эпӗ вун виҫӗ ҫулта.

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ӑна кулак пули эп ҫураличченех хура ҫӗр айне пытарнӑ, анне те хам вун виҫҫӗре чухне сасартӑк вилсе кайрӗ.

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ҫак самантра темшӗн ман ума вун ултӑ ҫул каяллахи Ҫтаппан мучин сӑнӗ тухса тӑчӗ, ҫурӑк чан пек сасси хӑлхара янӑраса кайрӗ: «Эсех айӑплӑ» тени.

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Колхоз ҫулӗ туянтарчӗ Темӗн тӗрлӗ пурлӑх: Пур тумтирӗпе апачӗ Темиҫе вун ҫуллӑх.

Help to translate

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Хуралҫӑ пама пулнӑ вун ҫичӗ пус сана махорка илме юрӗ.

Семнадцать копеек, что мне сторож дал, сгодятся тебе на махорку.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вун тенкӗне курманни вунӑ ҫул ӗнтӗ.

Десятку я и сам поди лет десять как не видел.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вун тенкӗрен кая пулсан калаҫма та кирлӗ мар.

Меньше чем о десяти и разговор вести не стоит.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тата, сан пек аякран та мар, вун пилӗк-ҫирӗм утамран, киремет картинчен.

И не издали, как ты, а почти рядом стоял, шагах в десяти-пятнадцати, не далее.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вун иккӗн тан пурӑнатпӑр.

в двенадцать ртов едим-пьем.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ара, эс ху шухӑшласа пӑх: вун ҫиччӗрех кам качча кайни пур?

Сам подумай: ей семнадцати нет, куда замуж-то?

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вун ҫиччӗ тултарса вун саккӑра пуссан Авӑстее эпир каллех тутар ҫӗрӗнче куратпӑр.

Только появился Авостей снова в татарской стороне уже восемнадцатилетним.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вун иккӗре чухнех авланнӑскерӗн, хӑй ҫирӗм пӗррене те арӑмӗ хӗрӗхе кайсан унӑн ывӑл ача ҫуралнӑ.

Женили его рано — в двенадцать лет; на двадцать первом году (а жене в ту пору было уже сорок) родился у не го сын.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Старикӗн вун ҫичӗ ҫулхи хӗрӗ пур, пӗлессӳ килет тӗк…»

Да у этого старикана семнадцатилетняя дочка есть, если хочешь знать.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Йӳле пилӗк, ярханах, ҫара уран тӑрса юлнӑ хӗрсем, вун пиллӗкӗн-ҫирӗммӗн, суха пуҫне кӳлӗнеҫҫӗ, ыттисем: «Кай кунтан, усал чир, ҫӗр ҫухрӑм аякка» ҫӗр ҫухрӑм аяла, ҫӗр ҫухрӑм ҫӳле.

Без поясов, с расстегнутыми воротами, босые, девушки впрягались в соху и тянули ее вокруг деревни, а остальные: «Уходи отсюда, злая хворь, за сто верст в сторону, на сто верст в глубину, за сто верст в вышину!

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑй вун ҫичӗ ҫулхи хӗр пек кускалать.

А забегала — как семнадцатилетняя.

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вун тӑххӑра пуссан мана качча пачӗҫ.

Ну, как исполнилось мне девятнадцать, выдали замуж.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вун икӗ тенке?

Двенадцать рублей?

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗпине вун ҫичӗ ҫулхи хӗр пек туртса лартнӑ, ухмах.

Платье-то, платье, как семнадцатилетняя девка подоткнула, дура нагольная!

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗсри те мӗн Ухтиван астӑвассах ҫав ҫӳрен кӗсре пурӑнать, вӑл халӗ сахалтан та пӗр вун виҫӗ-вун тӑватӑ ҫулсенче пулӗ.

И мерин у него, сколько помнит Ухтиван, все тот же, ему, пожалуй, уже лет тринадцать-четырнадцать.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed