Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ромка Каштан ман хыҫра шӑл витӗр виртлешсе пынине эпӗ аванах илтрӗм:Я слышала, как за моей спиной Ромка Каштан насмешливо процедил:
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Ҫӗре витӗр шӑтарса тепӗр енне тухсан, — тесе шӑл йӗретчӗ вара Ромашка.— Землю прорыть насквозь и на ту сторону выйти, — язвительно подхватывал Ромашка.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Даша инке мана вӗрентнӗ пек, куҫлӑх витӗр ман ҫине пӑхса такӑна-такӑна вуларӗ.Тетя Даша читала запинаясь, поглядывая на меня через очки с поучительным выражением.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та вӑл сире витӗр шӑ-тарса пӑрахсан?
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Савельич тирпейлеме пуҫларӗ, эпӗ пӗр ансӑр кантӑк витӗр пӑхма тытӑнтӑм.Савельич стал в ней распоряжаться; я стал глядеть в узенькое окошко.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Лутра кӗлетсем хӗл каҫиччен татах та ытларах чалӑшса кайнӑ, хӳмесем шӑтса, ванса пӗтнӗ, ҫав шӑтӑксем витӗр урапапа тухса ҫӳреме пулать, Сковородниковсен хыҫӗнче шӑршлӑ шӑмӑсем, чӗрнесем, тир татӑкӗсем купаланса выртаҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сухаллӑ капитан-рулевой хупӑ сассипе трубка витӗр «Чарӑн! Малалла! Чарӑн! Кутӑн чак!» тесе кӑшкӑрать.Бородатый капитан—рулевой глухо говорил в трубку: «Стоп! Вперед\!» и «Стоп! Задний ход!»
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ мӗн тӗттӗмленичченех, сухаллӑ капитан-рулевой трубка витӗр «Чарӑн, хыҫалалла чак» тейичченех, Минька ҫине ӑсран кайнӑ пек пӑхса тӑтӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Петька Сковородников пысӑклатакан кӗленче витӗр пӑхса ҫав ҫӗҫӗ аври ҫине манӑн хушамата касса кӑларнӑччӗ.Нож, на котором Петька Сковородников выжег мою фамилию сквозь увеличительное стекло.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эсӗ, тӑмсай, селедкуна ан сулкала, — хӗҫне туртса кӑларнине лӑпкӑн, шӑл витӗр каларӗ атте.– Ты, дурак, селедкой—то не махай, – тихо, сквозь зубы сказал отец тому, который вынул шашку.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Алла илеймӗҫ, тесе шутлатӑн-и? — Вӑл пӗтӗм вӑйӗпе алӑкран шаккама тытӑнчӗ; хушӑк витӗр пӑхрӑм та казак мӗн тунине сӑнарӑм, вӑл ку енчен тапӑнассине кӗтмен, — сасартӑк чӳрече хупӑлчине хӑйпӑтса ывӑтрӑм та чӳречерен пуҫ хирлех аялалла ыткӑнтӑм.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫырма леш енче, инҫетре пуҫӗсене шывалла сӗнксе тӑракан йӑвӑ ҫӑка тӑррисем витӗр, крепоҫри тата ялти ҫуртсенчи хӑй ҫутисем курӑнаҫҫӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ йӑпӑр-япӑр сиксе антӑм, тӑратасшӑн пултӑм ӑна, чӗлпӗрӗнчен турткаларӑм, усси ҫук; хӗстернӗ шӑлӗсем витӗр хуллен йынӑшни илтӗнчӗ; кӑштах тӑрсан вӑл вилсе те кайрӗ, юлашки шанчӑка ҫухатса, эпӗ пӗр-пӗчченех ҫеҫен хир варринче тӑрса юлтӑм; ҫуран кайма тӑтӑм — ура лӑштӑрах кайнӑ; иртен кунхи пӑшӑрханусемпе ӗшенсе, ҫывӑрайманнипе тертленсе ҫитнӗскер, эпӗ йӗпе курӑк ҫине ӳкрӗм те пӗчӗк ача пек макӑрса ятӑм.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпир утсем ҫине утлантӑмӑр; Вернер чӗлпӗртен икӗ аллипе ярса тытрӗ те, эпир вӗҫтертӗмӗр, — самантрах крепоҫ патӗнчен иртсе слободкӑ витӗр тухса кайрӑмӑр, ту хушшине кӗрсе кайрӑмӑр…
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ тӗкӗр витӗр пӑхрӑм, манӑн пит-куҫ шуралса, тӗксӗмленсе кайнӑ, ыйхӑ вӗҫнипе асапланнӑ пирки вӑл; анчах куҫ, йӗри-тавра хӑмӑр мӗлке ҫавӑрса илнӗ пулин те, мӑнаҫлӑн та шеллевсӗр ҫуталать.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ ӗнтӗ, эпӗ Н крепоҫне куҫни уйӑх ҫурӑ ҫитет, Максим Максимович сунара кайнӑ… эпӗ пӗчченех чӳрече умӗнче ларатӑп; хӑмӑр пӗлӗтсем тусене аяла ҫитичченех хупласа илнӗ; хӗвел тӗтре витӗр сарӑ пӑнчӑ пек курӑнать.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Эсир мана кураймастӑр-и е ытла юрататӑр-и! — терӗ вӑл юлашкинчен куҫҫуль витӗр.— Или вы меня презираете, или очень любите! — сказала она наконец голосом, в котором были слезы.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӗр пысӑк ушкӑн ҫав чул хапха витӗр хӗвел аннине пӑхма тухса кайрӗ.Многочисленная кавалькада отправилась туда посмотреть на закат солнца сквозь каменное окошко.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кисловодскран пӗр виҫӗ ҫухрӑмра, ту хушшинче, Подкумок юхса иртнӗ ҫӗрте Ҫӗрӗ текен чӑнкӑ сӑрт пур; вӑл — ҫутҫанталӑк тунӑ хапха; ку хапха ҫӳллӗ сӑртра ҫӗкленсе тӑрать, хӗвел вара анас умӗн ҫавӑн витӗр тӗнче ҫине юлашки хут ҫулӑмлӑн пӑхса илет.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах эпӗ кӳреннипе мар-ҫке, хисепӗм мӑшкӑла юлассипе мар-ҫке, ҫав хам витӗр курма хӑнӑхнӑ халаплӑ чатӑра сирсе тӑкасшӑн тӑрӑшатӑп.
Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964