Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫанталӑк тӗтреллӗрех тӑрать, тӳпене пӗлӗтсем хупласа илнӗ.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӗлӗтсем хушшине, сӑртсем хыҫне пытанасшӑн пулнӑ пек, уйӑх ун пуҫӗ ҫинчен хӑвӑртрах та хӑвӑртрах шуса анчӗ.Луна быстро сползала с его головы, словно торопясь скрыться за облаками, за горами.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫурҫӗртен, перевалсем енчен, йывӑр, кӑпӑшка пӗлӗтсем пӗрин хыҫҫӑн тепри шуса килеҫҫӗ, вӗсем ӑшӑ Карпата шӑнтаҫҫӗ, нӳрлентереҫҫӗ, кунта халь пӗрре те май уйӑхӗнчи пек мар.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хӗлле пӗлӗтсем яланах ҫавӑн пек пулаҫҫӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Карпат таврашӗнчи сӑртсем ҫийӗн тӗксӗм пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ, вӗсен хӗррисем кӑна ҫуттӑн курӑнаҫҫӗ.По карпатским предгорьям ползли темные, с белыми зимними краями облака.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Шурӑ шӑллӑ катрам-катрам хура пӗлӗтсем ҫӳлӗ тусем ҫинчен шуса аннӑ та тӳремлӗхе хупласа хунӑ.Черные, с белыми зубцами тучи наползали с гор и закрывали равнину.
14 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тӗксӗм пӗлӗтсем йывӑррӑн усӑнса тӑраҫҫӗ, ҫак тӗксӗмлӗх ҫӗр ҫине, сӑртсем ҫине пӗр сас-чӗвсӗр вӗттӗн-вӗттӗн пӗрӗхсе тӑрать, шӑплӑха пусарать.Небо было тяжелое, сумрачное, и этот сумрак неслышно опускался на землю, на тихие горы.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Отряд вырнаҫнӑ хыр вӑрманӗ те, тӑхлан пек йывӑр пӗлӗтсем те, Павӑл хӑй те — пӗтӗмпех шӑплӑхӑн тӗпсӗр тарӑн шӑтӑкӗ умӗнче ун тӗпнелле шиклӗн пӑхса, унтан тӗттӗмлӗх хӑҫан ҫӗкленсе сӑртсем ҫине саланасса кӗтсе тӑнӑ пек тӑраҫҫӗ.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӗлӗтсем сӑртсем тӑрринче хура кӑвак ҫӗрӗк пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ пулин те, Павӑлшӑн пӗтӗмпех — сӑртсемпе пӗлӗтсем те, шап-шурӑ юр та, ӗмӗр-ӗмӗрех симӗс вӑрманӑн тӗксӗмлӗхӗ те — хӑрушла пушанса юлнӑн туйӑнать.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӗлӗтсем айӗнчен уйӑх тухрӗ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫумӑр чарӑнчӗ, пӗлӗтсем хушшинчен ҫӑлтӑрсем курӑнчӗҫ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тинӗссенче шыв вӗри пулнӑ-ха; ҫӑра сывлӑшра пӑс нумай пулнӑ: тӗксӗм пӗлӗтсем, тӳпене час-часах картласа илсе, Хӗвеле нумайччен хупласа тӑнӑ; тӗттӗм кунсемпе хура ҫӗрсене ҫутатса, вӗҫӗмсӗрех ҫиҫӗм ҫиҫнӗ.
3. Ҫӗр хуппинче тикӗс мар вырӑнсем пулса каяҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ҫӗрле кӗрхи сивӗ ҫумӑр ҫурӗ, ун чухне сапӑнса пӗтеймен пӗлӗтсен юлашкисем халь тӳне тӑрӑх чупаҫҫӗ, чылаях ҫӳле хӑпарнӑ салху хӗвел ҫав пӗлӗтсем витӗр ҫутӑ ҫаврашка евӗрлӗ курӑнать.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӳпере ирхи сарӑ пӗлӗтсем шунине пула шыва кӗнӗ хыҫҫӑн ӗнтӗркеме пуҫласан, эпӗ ҫулсӑр-мӗнсӗрех, нумай пулмасть ӳкнӗ сывлӑм атӑ витӗр сӑрхӑннипе хӗпӗртесе, уйсем, вӑрмансем тӑрӑх ҫӳретӗп.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапла калаҫса пынӑ май хамӑр Кунцево патне ҫывхарнине сисмен те, — тӳпене пӗлӗтсем хупӑрласа илнине те, ҫумӑр пуҫтарӑннине те асӑрхаман.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ак ӗнтӗ умри пӗлӗтсем хӗвеле хупласа илме пуҫларӗҫ; акӑ вӑл юлашки хут пӑхса илчӗ; горизонтӑн хӑрушӑ та тӗксӗм енне ҫутатса илчӗ те ҫухалчӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хам аякранах асӑрхакан ҫухрӑм юписем ҫине тинкеретӗп; паҫӑртарах сапаланса тӑнӑ, халӗ тискер хура мӗлке евӗрлӗ пысӑк каплама пуҫтарӑнакан пӗлӗтсем ҫине пӑхатӑп.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗвел хӗртнӗҫемӗн хӗртет, кӑтрашка пӗлӗтсем супӑнь хӑмписем пек пысӑкланаҫҫӗ, ҫӳлтен ҫӳле ҫӗкленеҫҫӗ, пӗрлешеҫҫӗ те тӗксӗм сӑрӑ тӗслӗ пулса каяҫҫӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хамӑр кил-ҫурт умӗнчи улӑха, садри ҫӳлӗ ҫӑкасене, тап-таса пӗвене, ун тӗлӗнче явӑнакан чӗкеҫсене, витӗр курӑнакан шурӑ пӗлӗтсем чарӑнса карса илнӗ кӑвак тӳпене, шӑршӑ сарса ларакан ҫӗнӗ утӑ капанӗсене аса илтӗм, манӑн пӑлханса кайнӑ кӑмӑл-туйӑмра татах та нумай ырӑ асаилӳсем мӗлтлетрӗҫ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Халӑх калаҫнине, лашасем тӑпӑртаттарса пынине тата урапасем кӑлтӑртатнине, путенесем хаваслӑн авӑтнине, сывлӑшра ниҫталла куҫмасӑр ушкӑнӑн-ушкӑнӑн явӑшса тӑракан ӳпре-пӑван сӗрленине, армутипе улӑм тата лаша тарӗ шӑршине, ҫутӑ сарӑ хӑмӑл ҫине, инҫетри кӑвак вӑрман тата шупкарах хӑмӑр кӑвак пӗлӗтсем ҫине хытӑ хӗртекен хӗвел сапса тӑракан пин-пин тӗрлӗ тӗссене тата мӗлкесене, сывлӑшра вӗҫекен е хӑмӑл ҫине карӑнакан шурӑ эрешмен картисене — ҫаксене пурне те куртӑм эпӗ, илтрӗм, туйрӑм та.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.