Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халь ӗнтӗ вӑл хусах, отставкӑна тухнӑ, вӗҫкӗнленме те пӑрахнӑ, мухтанмасть те, чӑркӑшланмасть те, чей ӗҫме тата пули-пулми ҫинчен сӳпӗлтетме ҫеҫ юратать; пӳлӗмӗ тӑрӑх уткалать, ҫунакан ҫуртасене майлакалать; кашни уйӑх иртмессерен хӑй ҫуртӗнче пурӑнакансем патне хваттер укҫи ыйтма ҫӳрет, аллине ҫӑраҫҫи тытса пӳрчӗ тӑррине пӑхма тесе тухкаласа кӗрет; кунне темиҫе хутчен дворнике ҫывӑрма пытанакан хӳтлӗхӗнчен хӑваласа кӑларать; пӗр сӑмахпа каласан, халь вӑл отставкӑна тухнӑ ҫын, унӑн шавлӑ пурнӑҫ хыҫҫӑн тата почта ураписем ҫинче кисренсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн ниме юрӑхсӑр хӑнӑхусем ҫеҫ юлнӑ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Депутатсем килнипе килменнине пӗлме почта кайса пӑхрӑм.Ходил справляться на почту, не прибыли ли испанские депутаты.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Тата ҫывӑх ҫынсемшӗн тӑрӑшмалла Эсир пӗччен пурӑнакан ватӑсене пӗлетӗр пулсан вӗсем патне уяв открытки ҫырӑр та почта ещӗкне ярӑр.
Пиллӗкмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.
Тӗрме алӑкӗ умӗнче почта каруци ларатчӗ…
Кирджали // Василий Хударсем. Александр Пушкин. Кирджали; вырӑсларан В. Хударсем куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 17 с.
Этемӗн ӳт-пӗвӗ — вӑл манӑн та ҫавах — лӗчӗр-лечӗр ҫемҫе, тӗп пыршӑ патне ҫитрӗҫ-тӗк ҫав йӗксӗксем — ҫӳресе савӑн ун чухне вӗсемпе почта хӑнкӑрми пек хӑнкӑртатса.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑнасем тӗксӗм кӑвак сӑрӑпа ҫуталса йӑлтӑртатакан икӗ вӗр ҫӗнӗ автомобильпе килеҫҫӗ: таҫта, чылай хыҫалта, утӑ ҫулнӑ ҫӗртен таврӑнакансен лашисенчен ирте-ирте кайса, тройкӑсем пушӑлла хӑлтӑртатса ҫывхараҫҫӗ, пӗкӗсем айӗнче атаман чаплӑ тӗлпулу валли тулнӑ почта шӑнкӑравӗсем кичеммӗн тӗнкӗлтетеҫҫӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сӑнӳкерчӗкре Кивӗ Ӳселӗнчи почта ӗҫченӗсем.
Эпир — пӗрле! // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
Мӗншӗн тесен почта ӗҫченӗсем хӗрӳ ӗҫреччӗ.
Эпир — пӗрле! // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
Почтальон ӗҫӗ ӑна пулас профессире ҫав тери пулӑшасси иккӗленӳллӗ мар, нумай ҫул почта валеҫекен хӗршӗн ҫынсемпе хутшӑнасси чӑрт сурмалӑх кӑна-ҫке.
Эпир — пӗрле! // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
— Люда пирӗн коллективра чи ҫамрӑкки, — пӗлтерет почта пуҫлӑхӗ Надежда Александровна Ильина.— Люда в нашем коллективе самая молодая, — сообщила начальник почты Надежда Александровна Ильина.
Эпир — пӗрле! // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
Кунта Людмила Ильина хӑйне нумай кӗттермерӗ, ҫамрӑк ҫамрӑках ҫав, почта сумкине йӑтса килсе те тӑчӗ.
Эпир — пӗрле! // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
Ҫиле май вӗҫтерсе кӗҫех Емелькино почта уйрӑмне ҫитрӗмӗр.
Эпир — пӗрле! // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
Ҫавӑнпа «Сувар» парнине почта уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ С.Семенова почтальонкӑна хӑех пама шантарчӗ.
Эпир — пӗрле! // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
Почта уйрӑмӗ пӗтӗмпе хаҫата пурӗ 120 экземпляр ҫырӑнтарнӑ пулсан, 50-шӗ Раиса Витальевнӑн ӗҫ кӑтартӑвӗ.
Эпир — пӗрле! // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
Ара, Раиса Витальевнӑн почта уйрӑмне ҫитиччен 7 километр утмалла-ҫке.
Эпир — пӗрле! // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
— Раиса Васильева ӗҫе килме тухнӑ ӗнтӗ, ҫитсе ӗлкӗреймерӗ ҫеҫ, — лару-тӑрӑва уҫӑмлатать почта пуҫлӑхӗ.
Эпир — пӗрле! // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
Ак, тамаша, почта пуш-пушах!
Эпир — пӗрле! // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
Раиса Васильева (Савгачево почта уйрӑмӗ), Людмила Ильина (Емелькино), Елизавета Титова (Кивӗ Ӳсел) почтальонкӑсем ҫырӑнтару кампанийӗнче чи хастаррисем пулчӗҫ», — тесе пӗлтерсенех эпир ҫил-тӑмана пӑхмасӑр ҫула тухрӑмӑр.
Эпир — пӗрле! // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
Аксу районӗн почта пуҫлӑхӗ Татьяна Александровна Попова декабрӗн 21-мӗшӗнче шӑнкӑравласа: «Аксу районӗ «Сувар» хаҫата ҫырӑнтарас плана тултарчӗ.
Эпир — пӗрле! // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
Вулаканпа хаҫатӑн туслӑхне ҫирӗплетме пулӑшнӑ юлташӑмӑрсене, вырӑнти почта уйрӑмӗсен пуҫлӑхӗсене, уйрӑмах почтальонкӑсене, тав тумасӑр чун чӑтмасть.
Эпир — пӗрле! // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.