Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫаннисене чавса таран тавӑрса янӑ аллисенче курас милкесем кӑшӑртатса шӑваҫҫӗ, куҫӗсем таран кӗптесе ҫыхнӑ пичӗсем ҫине шурӑ тумламсем татӑлса анаҫҫӗ.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Листницкий хӑнӑхнӑ утӑпа, урисене пӗр аташтармасӑр, таптаса кӗрпеклетнӗ юра ашса утать, ҫав хушӑрах ротӑна ҫитсе иртсе каякан офицерсен пичӗсем ҫинӗ тинкерсе пӑхать.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫемен аялта тӑнӑ, унӑн аллисем шӑннӑ, чышкисем чӑмӑртаннӑ, кӗреҫе е лум ыйтнӑ — ӑшӑнас килнӗ, — лешсене, тӑва кӑшлакансене, ӑшӑ пулнӑ, сивӗ ҫилпе кӳтсе кайнӑ пичӗсем вӗсен йӗпе пулнӑ.
XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӗсен пичӗсем танлӑ пулнӑ, Шура аллине пушӑ тытнӑ, иккӗшӗ те Сергей ҫине пӑхкаланӑ хушӑрах тем ҫинчен пӑшӑлтатса калаҫнӑ.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Иккӗшӗ те ҫӳллех мар, сарӑ; пичӗсем вӗсен ҫиллес.Оба невысокого роста, белокурые девушки: лица их были гневны.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Лаша е вӑкӑр кӳлнӗ урапасем калла-малла чупаҫҫӗ, юнашар, сиккелесе, пушшисемпе хӑмсарса, хӑвалакан ачасем чупса пыраҫҫӗ: хӑма сарнӑ сукмак тӑрӑх, вӑчӑра пек тӑрса тухса, ҫӗр тиенӗ наҫилккасем ҫӗкленӗ хӗрарӑмсем утаҫҫӗ; вӑйпитти йӗкӗтсем пӗр кӗпе вӗҫҫӗн кӑна, пичӗсем хӗрелсе хуралсах кайнӑ, вӗсем лумсемпе ҫӗр катаҫҫӗ, ҫӗрӗ вара кӑмака пысӑкӑш катӑла-катӑла ӳкет; икӗ ача ҫинче кантра тӑсса пыраҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн кӗрӗк ҫинчен брезент плащ тӑхӑннӑ ҫын хул айне кӗнеке хӗстерсе утать; ачасем шӑннӑ ҫӗре юпа ҫапса хӑвараҫҫӗ те кантрана малалла туртаҫҫӗ; пӗр ушкӑн вӑкӑр — ултӑ мӑшӑр — пӗр касӑллӑ плуга туртаҫҫӗ; плуг аврине икӗ маттур арҫын пӗтӗм вӑйпа пусса утаҫҫӗ, плуг, вӗтӗ чуллӑ ҫӗре шӑтӑр-шӑтӑр касса кӗрсе, чӗркуҫҫи таран йӗр хӑварса пырать…
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫутӑ начар пулнипе ҫынсен пичӗсем пӑхӑр тӗслӗ курӑннӑ.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗтӗм иккӗмӗш взвод, турра пуҫ ҫапнӑ чухнехи пек, пуҫ ҫӗклемесӗр тӑрать; казаксен ушкӑнӗ сӑмах та шарламасть, ҫынсем вӗри сывлӑшпа йывӑррӑн хашлатса сывлаҫҫӗ, салхуллӑ пичӗсем тӑрӑх пӑлханчӑк йӗрсем выртнӑ…
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Атаманец-дезертир, куркари шыва ӗҫсе ярса, хӑй ҫине чӑл-чӑл пӑхса тӑракан салтаксен пичӗсем тӑрӑх ӗшенчӗк куҫӗсемпе йӗрлесе тухрӗ, пӗчӗк ачанни пек йӑваш куҫӗсем ун сасартӑк хаяррӑн йӑлтӑртатса илчӗҫ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сергей Платонович, стариксен кӑмӑлсӑр пичӗсем ҫине ирӗксӗррӗн кулкаласа пӑхса тӑнӑ май, чунӗнче темле пӑтранчӑк та ирсӗр япала йӑшӑлтатнине туйрӗ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хутор атаманӗ Кирюшка Солдатов (вӑрҫӑра вӗлернӗ Маныцков вырӑнне юлнӑскер), хӗрлӗ мӑйӑхлӑ, чапрасрах куҫлӑ чанккамас казак, хӑйне ытла та тӑвӑнчӑклӑн тытрӗ; лавкка умӗнче хӗрсе кайнӑ шавлӑ калаҫӑва те-еплерен ҫеҫ хутшӑнкаласа, чалпашшӑн пӑхакан куҫӗсене казаксен пичӗсем тӑрӑх шутарчӗ, хушшӑн-хушшӑн хыпӑнчӑклӑн ҫухӑрашса ҫатӑлтатрӗ:
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Казаксен пичӗсем тӑрӑх тӗрлӗ туйӑмсем шӑвӑнса иртрӗҫ: хӑшӗсем, нимӗн тавҫӑрайманнипе, пичӗ-куҫӗсене пӗркелентерчӗҫ, теприсем, хӑйсен ӑпӑр-тапӑр япалисене офицерсем ним тӑрлавсӑр ҫавӑрттарнине курса, хӑраса ӳкрӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем шӑл йӗрсе пӑхса тӑчӗҫ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӗсем ҫула ҫитнӗ, тапса тӑракан сывлӑхлӑ ҫынсем, ҫеҫенхирти вӗри сывлӑшпа кӑвак янкӑр мӗн иккенне питӗ лайӑх пӗлсе тӑракансем, мӗншӗн тесен, вӗсен пичӗсем бронза тӗслӗ мар, тӗттӗм хӑмӑр тӗслӗ пулса кайнӑ, мӑйӑхӗсем вара шӑрт пек хытӑ та смала сӗрнӗ пек хура.
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Халтан кайнӑ, пичӗсем пӗтӗмпех хӑрӑмпа вараланса пӗтнӗ.
Ӗмӗрлӗхе панисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Аксинья, апат-ҫимӗҫсем пыра-пыра панӑ чух, вӗсен савӑнӑҫлӑ пичӗсем ҫине пӑхнӑ май, хӑйӗн пӗчченлӗхне тата та ытларах туйса илчӗ.Прислуживая и глядя на веселые лица, Аксинья сильнее ощущала свое одиночество.
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий куҫӗсенче вӗсен пичӗсем, тӑм тӗслӗн нимӗрленсе тӑракан пӗр лаптӑк пулса, хутшӑнса кайрӗҫ.Лица их слились в глазах Григория в студенистое, глиняного цвета пятно.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫынсен пичӗсем тӗксӗммӗн мӗлтлетеҫҫӗ, утсен кӳлеписем, тӗттӗм ӑшне путса, куҫран ҫухалаҫҫӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Давыдка тутисем мӗскӗннӗн те ирӗксӗррӗн кулаҫҫӗ, ыттисен пичӗсем ӑмӑрланса кайрӗҫ.Губы Давыдки жалко и принужденно улыбались, лица других нахмурились.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пурин те пичӗсем хӗп-хӗрлӗ.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хыҫалта тӑртанса кайнӑ Петро ӳсӗркелет, таҫта халӑх ӑшӗнче Дуняша куҫӗсем, такамӑн, палланӑскерӗн, пичӗсем тата палламаннисем мӗлтлетеҫҫӗ; урмӑш сасӑллӑ хор юрланипе дьякон вӑрӑммӑн тӑсса мемлени хӑлхана килсе ҫапӑнать.
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.