Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ман the word is in our database.
Ман (тĕпĕ: ман) more information about the word form can be found here.
Мана ҫырмасан та пултаратӑр, ман чӗрене ыраттарассинчен ан хӑрӑр ӗнтӗ малашне, хӑвӑра хӑвӑр ман умра айӑплӑ ҫын пек те ан туйӑр.

Можете мне не писать, не терзаться тем, что вы причиняете мне боль, не чувствовать себя передо мною виноватым.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Профессор ман ҫине ҫӳлтен куҫлӑхӗ урлӑ пӑхрӗ; вӑл манӑн пит-куҫ темӗнле улшӑннине асӑрхарӗ пулмалла, мӗншӗн тесен ҫавӑнтах мана алӑран ярса тытрӗ те, калаҫма вӑйӗ ҫитейменнипе темӗн ыйтнӑ пек пӑхса тӑчӗ.

Профессор поглядел на меня поверх очков; он заметил, вероятно, что-нибудь необыкновенное в моей физиономии, потому что живо схватил меня за руку и устремил на меня вопросительный взгляд, не имея силы говорить.

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Степа та ман пекех хӑйӗн кун-ҫулне тупать акӑ, тепӗр телее тупать, анчах мана манмасть».

И Степа, как и я, найдет еще свою судьбу, найдет другое счастье, а меня не забудет».

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эсӗ манпа йӗркеллӗ те ҫемьери пек лайӑх пурӑннӑ пулӑттӑн, мана хисеплемесен ман ҫуртран тухса сирпӗннӗ пулӑттӑн!»

Ты или живи со мной, как положено жить, по-доброму, по-семейному, или шасть из моего дому!»

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эпир пӗр-пӗринпе пӗрлешнӗ чухнех вӑл, ыттисемпе ҫӳресе тӑранса, манӑн юрӑсене итлетчӗ, эпе тирпейленӗ енчӗксене чиксе ҫӳретчӗ, пуҫне ман чӗркуҫҫи ҫине хуратчӗ, анчах ман ҫине вӑл ытахалӗн ҫеҫ пӑхнӑ.

Еще когда женихались, песни он мои слушал, кисеты мои дареные носил, на колени мне голову клал, нагулявшись, а до меня до самой ему и дела не было.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӗсем пирӗннисене вуншарӑн та ҫӗршерен вӗлереҫҫӗ, — ҫакӑ мана хамӑн алла ҫӗклесе, ӑна тӑшмансенчен пӗрин пуҫӗ ҫине, ман пата ыттисенчен ҫывӑхрах пыни ҫине, ман пурнӑҫшӑн ыттисенчен сиенлӗрех пулса тӑни ҫине антарса ҫапма ирӗк парать.

Они нас убивают десятками и сотнями, — это дает мне право поднять руку и опустить ее на одну из вражьих голов, на врага, который ближе других подошел ко мне и вреднее других для дела моей жизни.

XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Паян эпӗ хама кӳрентерме парӑп та, тен, кӳрентернинчен кулӑп кӑна, ыраттараймӗ вӑл мана, — анчах ыран, хӑйӗн вӑйне ман ҫинче тӗрӗслесе пӑхнӑ хыҫҫӑн, мана кӳрентерекенни теприн тирне сӳме каять.

Сегодня я позволю себя обидеть и, может, только посмеюсь над обидой, не уколет она меня, — а завтра, испытав на мне свою силу, обидчик пойдет с другого кожу снимать.

XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ҫапла, ан тӗлӗнӗр, шӳт туса мар эпӗ; сирӗнпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн эсир ман ҫинчен лайӑхах мар шутланине… е лайӑх мар ҫеҫ те мар, ку мана пурпӗрех, чӑн-чӑнах лайӑх мар шутланине аса илме кӑмӑллӑ пулас ҫук мана, ҫавӑнпа калатӑп.

Да, не удивляйтесь, я не шучу: потому, что после встречи с вами мне было бы неприятно думать, что вы сохраните обо мне воспоминание нехорошее… или даже не нехорошее, это мне все равно, а неверное.

XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Паллах ӗнтӗ, мана аннерен нумай тӳсме лекрӗ, вӑл епле кӳреннине курсан, ман чӗре питӗ ыратрӗ, — кӑштах васкарӑм пулӗ тесе шутларӑм, анчах манра сан ҫырӑву пулчӗ, тата эпӗ унсӑрах… пӗлеттӗм ӗнтӗ…

Разумеется, мне пришлось много вытерпеть от мамы, и очень мне было больно видеть, как она огорчалась, — и думала я, что я немножко поторопилась; но ведь у меня была твоя записка — и я без того уже знала…

XXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

— Эпӗ сирӗн сӑмахран тухмӑп, — терӗ Джемма тепӗр хут, — хӑйӗн вара куҫхаршисем ҫӗкленчӗҫ, питҫӑмартисем шуралчӗҫ, вӑл тутине ҫырта-ҫырта илчӗ; — эсир мана валли ҫав тери нумай турӑр, манӑн та эсир мӗн тӑвас тенине тумаллах; сирӗн ӗмӗтӗре ман пурнӑҫламалла.

— Я вас послушаюсь, — повторила Джемма, а у самой брови все надвигались, щеки бледнели; она покусывала нижнюю губу; — Вы так много для меня сделали, что и я обязана сделать, что вы хотите; обязана исполнить ваше желание.

XXIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

— Панталеоне! — пӑшӑлтатса каларӗ Санин старике: — пурте пулма пултарать — мана… мана вӗлерес пулсан, — ман кӗсьерен хут татки илӗр те — унта чечек чӗркесе хунӑ — ҫав хута Джемма синьоринӑна парӑр.

— Панталеоне! — шепнул Санин старику, — если… если меня убьют — все может случиться, — достаньте из моего бокового кармана бумажку — в ней завернут цветок — и отдайте эту бумажку синьорине Джемме.

XXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Полли аппа вӗсене ман ҫинчен каласа пачӗ, эпӗ кам ачи пулнине, ӑҫтан тупӑннине йӑлтах пӗлтерчӗ, кун хыҫҫӑн манӑн вӗсене ҫапла ӑнлантарма лекрӗ: Фелпс миссис мана Том Сойер вырӑнне йышӑнсан, эпӗ нимӗн тума аптраса ӳкрӗм…

А тетя Полли рассказала им, кто я такой и откуда взялся, и мне пришлось говорить, что я не знал, как выйти из положения, когда миссис Фелпс приняла меня за Тома Сойера…

Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Хытӑ пӗҫертрӗ вӑл мана: унӑн пӳлӗмӗнчен негрсем чӗрне вӗҫҫӗн тухнине эпӗ ӑна пӗлтерменшӗн ӳпкелерӗ вӑл мана; ман вырӑнта ухмах ҫын та тавҫӑрса илнӗ пулӗччӗ тет.

Он задал мне хорошую трепку: я не доложил ему, что негры вышли из его комнаты на цыпочках, — и сказал, что всякий дурак на моем месте догадался бы, что дело нечисто.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Чун канлӗ мар манӑн: ҫав тухтӑр мана килӗшмест, ман пуҫран тухмасть вӑл!

Я все беспокоюсь: не нравится мне этот доктор, не выходит он у меня из головы!

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Елена, хӗрхен мана — тухса кай, эпӗ хам вилме пултарасса туятӑп, эпӗ ҫӗкленнӗ кӑмӑла пусараймастӑп… ман чун сан пата туртӑнать… шухӑшласа пах, пире вилӗм кӑштах пӗр-пӗринчен уйӑрмарӗ… акӑ халь эсӗ кунта, эсӗ манӑн ытамра…

— Елена, сжалься надо мной — уйди, я чувствую, я могу умереть — я не выдержу этих порывов… вся душа моя стремится к тебе… подумай, смерть едва не разлучила нас… и теперь ты здесь, ты в моих объятиях…

XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Ҫийӗнчех мана илме яратӑп тесе тупа тӑвӑр, кирек мӗнле вӑхӑтра пулсан та — ҫӗрле-и, кӑнтӑрла-и; турех ман пата ҫыру ҫырӑр… халь мана пурпӗрех.

— Клянитесь мне, что вы тотчас пошлете за мною когда бы то ни было, днем, ночью; пишите записку прямо ко мне…

XXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Эпир ӑна тӗпӗ-йӗрӗпе каласа патӑмӑр та, вӑл пире: «Эпӗ сире алӑксемпе чӳречесене парса яма пултараймастӑп. Дзержинский юлташ чугун ҫул пурлӑхне ҫаратакансене ответ тыттарма хушакан приказ кӑларнӑ. Кунта эпӗ станци начальникӗпе уҫлӑрах пурӑнатӑп, вӑрлать вӑл, мерзавец, эпӗ ӑна кансӗрлетӗп. Эпӗ сире парса ярас пулсан, вӑл ман ҫинчен кайса пӗлтеретех, мана вара Ревтрибунала чӗнтереҫҫӗ. Эсир луччӗ манӑн пӑшала туртса илӗр те, яра парӑр. Начальник кайса евитлемесен, ӗҫӗ ҫакӑнпах пӗтет вара», — терӗ.

Мы ему растолковали всё как есть, он и говорит: «Я, ребята, не имею права позволить вам увезти окна и двери. Есть приказ товарища Дзержинского пресекать расхищение дорожного имущества. Тут начальник станции со мной на ножах, ворует, мерзавец, а я мешаю. Отпущу вас — он на меня обязательно донесет по службе, и меня в Ревтрибунал. А вы вот меня разоружите и катитесь. И если начальник станции не донесет, то на этом и кончится».

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ман пата Мускава ҫырусем ҫырма ан манӑр, — терӗ мана Сегал уйӑрӑлнӑ чух.

Не забывайте писать мне в Москву, — говорил мне Сегал на прощание.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Поезд ҫумне ҫаклатнӑ вагон патне пӗр вунӑ утӑм ҫитеспе Сережа Ритӑна хулпуҫҫийӗсенчен ярса тытрӗ те темрен те хаклӑ япалана ҫухатнӑ пек пӑшӑрханса шӑппӑн: — Сывӑ пул, Рита, манӑн хаклӑ юлташӑм! Эпир санпа татах та тӗл пулӑпӑр-ха, анчах эсӗ ан ман мана, — терӗ.

Шагах в десяти от вагона, уже прицепленного к составу, Сережа обхватил плечи Риты и, чувствуя, что теряет что-то дорогое, которому нет цены, зашептал: — Прощай, Рита, товарищ мой дорогой! Мы еще встретимся с тобой, только ты не забывай меня.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сана йывӑр чухне мана тата та ытларах хӗнлӗ, асаплӑ, мӗншӗн тесен санӑн асапусем пӗтӗмпех мана пула, ман пирки.

Когда тебе плохо, мне плохо вдвойне, потому что все беды, все мученья твои из-за меня.

Саккӑрмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed