Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Николай the word is in our database.
Николай (тĕпĕ: Николай) more information about the word form can be found here.
Николай Антоныч тутине йӗрсех ячӗ.

 — Николай Антоныч умильно сложил губы.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч кулмарӗ.

У Николая Антоныча сделалось серьезное лицо.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч, эсир ӑна лактометр илме янӑччӗ-и? — ман ҫинелле кӑтартса ыйтрӗ Катька.

— Николай Антоныч, вы посылали его за лактометром? — небрежно, показав на меня глазами, спросила Катька.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗнелнӗ Николай Антоныч, калаҫнӑ май, кулмашкӑн та яланхи пек кулмарӗ, сӗтел урлӑ кармашса пӗшкӗнчӗ, куҫне чарса пӑхрӗ.

Новый Николай Антоныч, разговаривая, неестественно улыбался, наклонялся через стол, широко открывал глаза, поднимал брови,

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч тӑваттӑмӗш шкулӑн чи пысӑк хуҫи, хӑйне хӑй тыткалама та итлеттерме пӗлекен ҫын, Катька алӑк урлӑ каҫса кӗрсенех тепле улшӑнса кайрӗ.

Дело в том, что Николай Антоныч, тот самый важный и снисходительный Николай Антоныч, которого мы привыкли считать неограниченным повелителем четвертой школы, исчез куда-то, как только Катька переступила порог.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныч учительсен пӳлӗмӗнчеччӗ-ха.

Николай Антоныч был в учительской, там, где я его оставил.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна Николай Антоныч кӑна шухӑшласа кӑларнӑ, кукамай тутанса пӑхнипех тӗрӗссине калать — лайӑх сӗт-и, начар-и…

Это Николая Антоныча выдумки, а бабушка всегда на вкус скажет, хорошее молоко или нет…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эй эс, Николай Антоныч! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл.

— Эй, ты, Николай Антоныч! — крикнула она.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мана Николай Антоныч янӑччӗ ӑна илме….

 — Николай Антоныч послал меня за ним.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мана Николай Антоныч ячӗ.

— Меня послал Николай Антоныч.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Сӗте мӗн чухлӗ шыв хушнине кӑтартакан прибор вӑл, — терӗ Николай Антоныч.

— Это прибор, показывающий, много ли воды в молоке. Известно, — Николай Антоныч поднял палец, —

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑн ҫинчен шухӑшланӑ май, Мускав шывӗ енне е Воробьев тӑвӗ патнелле тарас мар-и тесе эпӗ актовӑй зал тӑрӑх сулланса ҫӳреттӗм, акӑ учительсен пӳлӗмӗн алӑкӗ уҫӑлчӗ те Николай Антоныч мана кӑчӑк туртрӗ.

Думая о том, как отнестись к этому событию, - не махнуть ли на Москву-реку или на Воробьевы горы, — я слонялся по актовому залу, когда дверь из учительской приоткрылась и Николай Антоныч поманил меня пальцем.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӑваттӑмӗш шкулти пӗрремӗш ҫын ӗнтӗ — Николай Антоныч — пирӗн заведующиччӗ.

По-прежнему первым лицом в четвертой школе был наш заведующий Николай Антоныч.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Татаринов Николай Антоныч.

Татаринов Николай Антоныч.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Кунта пирӗн заведующи пурӑнать, — терӗм эпӗ, — тен, эсир ӑна пӗлетӗр те пулӗ — Николай Антоныч?

— Здесь наш заведующий живет, — сказал я. — Может, вы его знаете — Николай Антоныч.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑнах та, ҫак кун пурнӑҫ шӑпи хӑех шалпар та ҫапкаланчӑк кунчалӑ атӑ, форменнӑй курточка тӑхӑннӑ ача пулса (пуҫӗнче ун тӗл-тӗл хура паллӑсем пур, курточкӑран ырханкка мӑйӗ тӑсӑлса тухать), вӑйран сулӑнса ҫитнӗ ача пулса, хӑй патне пыни ҫинчен шухӑшламан ӗнтӗ Николай Антоныч.

Уж, верно, не о том, что сама судьба явилась к нему в этот день в образе заморыша с темными пятнами на голове, в болтающихся сапогах, в форменной курточке, из которой торчала худая шея.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Игорь, эпир калаҫса пӗтерессе тарӑхса кайса кӗтекенскер, хыпалансах темскер каласа парать, Николай Антоныч, ӑна итлемесӗр, шухӑша кайса мана хыҫран пӑхса юлать.

Игорь, с нетерпеливым презрением ожидавший конца нашего объяснения, быстро говорил что-то, а Николай Антоныч, не слушая, задумчиво глядел мне вслед.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Санпа калаҫса пӑхӑпӑр-ха эпир, — Николай Антоныч Наробразран ман пирки панӑ хутӑн тепӗр енне темскер ҫырса хучӗ.

— Ну, мы с тобой еще потолкуем, — Николай Антоныч написал что-то на обороте моей бумаги из Наробраза.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ӑҫтан вара эсир, Григорьев? — ыйтрӗ Николай Антоныч хутне вуланӑ май.

— Откуда ж ты, Григорьев? — читая бумагу, внушительно спросил меня Николай Антоныч.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Сирӗн пек шухӑшлакансем сахал пулаҫҫӗ, — хирӗҫлерӗ Николай Антоныч, унтан пире чӗнсе илчӗ.

— И останетесь в меньшинстве, — возразил Николай Антоныч и кивнул нам.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed