Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пар the word is in our database.
пар (тĕпĕ: пар) more information about the word form can be found here.
8. Тусна та, тӑшманна та каласа ан пар, ҫакӑншӑн хӑвна ҫылӑх пулмасассӑн ан пӗлтер: 9. вӑл сана итлӗ-тӑнлӗ те санран асӑрханма пуҫлӗ, каярахпа сана курайми те пулӗ.

8. Ни другу ни недругу не рассказывай и, если это тебе не грех, не открывай; 9. ибо он выслушает тебя, и будет остерегаться тебя, и по времени возненавидит тебя.

Сир 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ырӑ ҫынна пар, ҫылӑхлӑ ҫынна ан пулӑш.

7. Давай доброму, и не помогай грешнику.

Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Тӳрӗ ҫынна пар, ҫылӑхлӑ ҫынна ан пулӑш.

4. Давай благочестивому, и не помогай грешнику.

Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Арӑмна хӑвӑн чунна кӑларсах ан пар, вӑл санӑн ирӗкне хирӗҫ ан тӑтӑр.

2. Не отдавай жене души твоей, чтобы она не восстала против власти твоей.

Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Чӗрӳ ҫумӗнчи арӑмна ан кӗвӗҫ, хӑвна хирӗҫ пыма усал тӗслӗх кӑтартса ан пар ӑна.

1. Не будь ревнив к жене сердца твоего, и не подавай ей дурного урока против тебя самого.

Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Кашни ҫыннах чӗрӳне уҫса ан пар, вӑл сана усалпа ан тавӑртӑр.

22. Не открывай всякому человеку твоего сердца, чтобы он дурно не отблагодарил тебя.

Сир 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ҫылӑхлӑ ҫын вут-кӑварне ан амалантар, унӑн ҫулӑмӗпе хӑвӑн ҫунса каймалла ан пултӑр, 14. харкашакан ҫынпа ан ҫыхлан, хӑйне кӑтартмалли сӑлтав тупса ан пар ӑна.

13. Не разжигай углей грешника, чтобы не сгореть от пламени огня его, 14. и не восставай против наглеца, чтобы он не засел засадою в устах твоих.

Сир 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Чуну ӑслӑ-тӑнлӑ чурана юраттӑр, вӑхӑчӗ ҫитсессӗн — ӑна ирӗклӗх пар.

23. Разумного раба да любит душа твоя, и не откажи ему в свободе.

Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ирхине вӑрлӑхна ак, каҫхине те аллуна канӑҫлӑх ан пар, мӗншӗн тесессӗн эсӗ пӗри е тепӗри ӑнӑҫлӑрах пулассине е иккӗшӗ те пӗр пекех аван пулассине пӗлместӗн.

6. Утром сей семя твое, и вечером не давай отдыха руке твоей, потому что ты не знаешь, то или другое будет удачнее, или то и другое равно хорошо будет.

Еккл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Хӑвӑн пайна ҫичӗ-сакӑр ҫыннах пар: ҫӗр ҫинче мӗнле инкек пуласса пӗлместӗн эсӗ.

2. Давай часть семи и даже восьми, потому что не знаешь, какая беда будет на земле.

Еккл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Чӗлхӳ-ҫӑварна хӑвӑн ӳтне ҫылӑха кӗртме ан пар, [Турӑ] Ангелӗ умӗнче: «йӑнӑш пулчӗ ку!» тесе ан кала.

5. Не дозволяй устам твоим вводить в грех плоть твою, и не говори пред Ангелом [Божиим]: «это - ошибка!»

Еккл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Хӑвӑн вӑйна хӗрарӑмсене, утас ҫулна патшасене пӗтерекен арӑмсене ан пар.

3. Не отдавай женщинам сил твоих, ни путей твоих губительницам царей.

Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ывӑлна хаса пар, вара вӑл сана канӑҫлӑх кӳрӗ, чунна савӑнтарӗ, йӑпатӗ.

17. Наказывай сына твоего, и он даст тебе покой, и доставит радость душе твоей.

Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Хӑвӑн ӗҫӳсене Ҫӳлхуҫана шанса пар, вара ӗмӗтӳ-шухӑшу пурӑнӑҫланӗ.

3. Предай Господу дела твои, и предприятия твои совершатся.

Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Куҫӑма ниме тӑман япала енне ан пӑхтар; Хӑвӑн ҫулу ҫинче мана чӗрӗлӗх пар.

37. Отврати очи мои, чтобы не видеть суеты; животвори меня на пути Твоем.

Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Ху хушнӑ йӗркесенӗн ҫулне ӑнласа илме пар мана, эпӗ Санӑн кӗтретӳсем ҫинчен шухӑшлам.

27. Дай мне уразуметь путь повелений Твоих, и буду размышлять о чудесах Твоих.

Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Вӗсем ылханаҫҫӗ — Эсӗ пиллӗх пар; вӗсем хирӗҫ тӑраҫҫӗ — намӑс курччӑр; ӗнтӗ Санӑн чуру хӗпӗртентӗр.

28. Они проклинают, а Ты благослови; они восстают, но да будут постыжены; раб же Твой да возрадуется.

Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Эй Турӑ, тӳррипе сут тусам мана, ырӑ мар халӑхпа манӑн хушшӑмӑрти тавӑҫа татса пар.

1. Суди меня, Боже, и вступись в тяжбу мою с народом недобрым.

Пс 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Хӑвӑн ҫулна Ҫӳлхуҫа аллине пар, Ӑна шан, Вӑл туса ҫитерӗ, 6. санӑн тӳрӗлӗхне ҫутӑ пек, санӑн тӗрӗслӗхне кӑнтӑр кунӗ пек кӑтартӗ.

5. Предай Господу путь твой и уповай на Него, и Он совершит, 6. и выведет, как свет, правду твою и справедливость твою, как полдень.

Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Эй Турӑҫӑм, эй Ҫӳлхуҫамӑм! вӑран, мана сут тума ҫӗклен, манӑн тавӑҫа татса пар.

23. Подвигнись, пробудись для суда моего, для тяжбы моей, Боже мой и Господи мой!

Пс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed