Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑшкӑрчӗ (тĕпĕ: кӑшкӑр) more information about the word form can be found here.
Унтан йӗрӗнчӗклӗн хыҫалтан кӑшкӑрчӗ:

И с презрением кинул вслед:

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Пӑхӑр, пысӑк пушар! — кӑшкӑрчӗ тахӑшӗ лав ҫинчен.

— Большой пожар, глядите! — крикнул кто-то с подводы.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кам унта? — кӑшкӑрчӗ Кудинов.

Кто там? — крикнул Кудинов.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Суранлӑ вӗт вӑл, мӗншӗн эсӗ ӑна? — тархасланӑ евӗр мӗскӗннӗн кулса, чӗтрекен сасӑпа кӑшкӑрчӗ те пӗр еланецӗ, ушкӑн варринчен тухса, Иван Алексеевича ҫурӑмӗпе картларӗ, хӑйӗн, платникӗн, ҫӳллӗ кӑкӑрне конвой начальникӗ умне каҫӑртса тӑчӗ.

Он же раненый, за что ты его, с просящей улыбкой, с дрожью в голосе крикнул один из еланцев и, шагнув из толпы, выставил вперед крутую плотницкую грудь, заслонив Ивана Алексеевича.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ҫыру-и Вешенскинчен? — кӑшкӑрчӗ Рябчиков, Григорий патӗнчи хыпарҫӑна асӑрхаса.

— Письмо из Вешек? — крикнул Рябчиков, завидя около Григория нарочного.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ординареца! — кӑшкӑрчӗ Григорий.

— Ординарца! — крикнул Григорий.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Суятӑн эсӗ, Брехович! — янӑравлӑ уҫӑ сасӑпа кӑшкӑрчӗ Стремянников.

Стремянников звонким тенорком кричал: — Брешешь ты, Брехович!

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑмах парӑр ахаль салтака! — хӑрӑлтатса кӑшкӑрчӗ Штокман, аран-аран сывлӑш ҫавӑрса.

Слово рядовому бойцу!.. — прохрипел Штокман, едва переводя дух.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Киле!.. — хыттӑн кӑшкӑрчӗ Григорий, ҫынсемпе чыхса тултарнӑ камерӑсен алӑкӗсене уҫа-уҫа пӑрахнӑ май аллинчи ҫӑраҫҫи ҫыххине силлесе.

По домам!.. — зычно кричал Григорий, распахивая двери густо набитых камер, потрясая связкой ключей.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий хӗҫне йӗннине чиксе хучӗ, хӑраса ӳкнӗ начальнике ӗнсерен чышса ячӗ, ӑна чӗркуҫҫипе тата чышкисемпе алӑк патнелле тӗртсе, хаяррӑн кӑшкӑрчӗ:

Григорий кинул шашку в ножны, кулаком ударил по шее перепуганного начальника; коленом и кулаками толкая его к выходу, орал:

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Тӗрме пуҫлӑхне кунта! — хыттӑн кӑшкӑрчӗ вӑл.

— Дать мне сюда начальника тюрьмы! — закричал он.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кур! — хӑвӑрт йӗнер ҫине утланса, пӗтӗм кӗлеткипе каҫӑрӑлса кӑшкӑрчӗ Прохор, сенкер тӳпе ытамӗнче аяккалла кайса пыракан хуркайӑк карти ҫине чӑпӑрккипе кӑтартса.

Гляди!.. — закричал тот, вскочив на седло, стоя на нем во весь рост, указывая плетью по направлению удалявшейся в голубеющем просторе гусиной станицы.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ӗҫес килет! — хӑрӑлтатса кӑшкӑрчӗ Ермаков, чӳрече рамисен ҫирӗплӗхне хӗҫӗпе тӗрӗслеме хӑтланса!

— Гулять хочу! — рычал Ермаков и все норовил попробовать шашкой крепость оконных рам.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ӑҫтан ку лав? — лашине ҫавӑрнӑ май чӗлпӗре карӑнтарса тытса кӑшкӑрчӗ вӑл.

— Откуда подвода? — крикнул он, на коротком поводу поворачивая лошадь.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сикӗпе пынӑ ҫӗртех маузер спускне ҫилӗллӗн пусса туртнӑ Григорий пемен пӑшала (патрон чалӑш кӗрсе ларнӑ) коробкӑна чикрӗ те хаяррӑн кӑшкӑрчӗ:

Григорий, на скаку яростно жавший спуск маузера, сунул отказавшееся служить оружие в коробку (патрон пошел наперекос), грозно крикнул:

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Кунтах тӑпӑртатса тӑмалла мар пирӗн! — кӑшкӑрчӗ вӑл.

Он кричал: — Нам нечего тут топтаться.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Нимӗҫ снарячӗ ҫурӑлнӑ пекех! — кӑшкӑрчӗ Прохор Зыков, Григорий еннелле ҫаврӑнса.

Вроде как от немецкого снаряду! — крикнул Прохор Зыков, оглядываясь на Григория.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий юланутӑн ҫӳлелле ялтах ҫӗкленӗ аллинче темле хура япала йӑлтӑртатнине курчӗ, вӑл персе яриччен юр ҫине ӳксе ӗлкӗрчӗ; ӳкнӗ чух кӑшкӑрчӗ:

Григорий увидел вороную штуку во вскинутой вверх руке всадника, успел до выстрела упасть; падая, крикнул:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Застава ҫине ҫитсе тӑрӑнтӑмӑр! — аякранах кӑшкӑрчӗ Прохор Зыков, Сасси утсем тӗпӗртеттерсе чупнӑ сасӑпа хупланчӗ.

— Напхнулись на заставу! — издали крикнул Прохор Зыков, Голос его заглушило громом конского бега.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗн-ха тӑратӑр эсир, лӑпкӑ Дон ывӑлӗсем?! — куҫне Григорий ҫинчен ыттисем ҫине куҫарса, тепӗр хут кӑшкӑрчӗ старик.

— Что же вы стоите, сыны тихого Дона?! — еще раз крикнул старик, переводя глаза с Григория на остальных.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed