Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апат the word is in our database.
апат (тĕпĕ: апат) more information about the word form can be found here.
— Вӗрирех шыв хатӗрлес пулать тата лайӑхрах апат кирлӗ.

— Воды бы горячей и ужин какой-нибудь, получше.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Унтан вара ирхи апат лартатӑп.

А потом и завтрак.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Апат ҫисен, инженерсем канма выртрӗҫ: Беридзе аялти лапки ҫине, Алексей ҫӳлти ҫине.

Поужинав, инженеры легли отдыхать: Беридзе на нижней полке, Алексей над ним.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Апат ҫисе вӑл мӗн пурӗ те темиҫе минут ҫеҫ ирттерет, хӑйне пит хытӑ тытать.

На еду он расходует буквально минуты, в личных потребностях аскетичен.

Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Мӗншӗн тесен Козлова час-часах Алексей патне столовӑйне апат ҫиме пӗрле кайма тесе, е Гречкин патӗнчен ӗҫпе е тепӗр чух ахальтенех кӗркелесе тухкаланӑ.

Козлова с некоторых пор часто заходила за Алексеем, чтобы вместе с ним идти в столовую, или по делу от Гречкина, а иногда и просто так.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Каҫпа бригадӑсемпе калаҫкалӑпӑр, пӗр-пӗр апат майлаштарӑпӑр.

Вечером потолкуем с бригадами, ужин какой-нибудь смастерим.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӗсем юр ҫине плащ-палатка сарса пӑрахрӗҫ те вут чӗртмесӗрех ирхи апат турӗҫ.

Они устроились на разостланной по снегу плащ-палатке и позавтракали, не разводя костра.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫӳхен касса хунӑ шӑннӑ пулӑ Алексейшӗн ҫӗнӗ апат пулнӑ.

Новостью для Алексея была строганина — тонкие ломтики мороженой рыбы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӗсем сӗтел патӗнче апат хатӗрлеме пуҫларӗҫ.

Они стали хлопотать у стола, готовя угощение.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Тата управлени представителӗсем валли апат илсе килччӗр.

И пусть принесут обед для представителей управления.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Беридзе кӑнтӑрлахи апат валли кунта та пӑтӑпа пулӑ яшки (пулли мӗнле тата — сазан) пӗҫернине курсан: — Пурӑнма пулать! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.

И тут Беридзе, увидев, что на обед варилась каша и рыба (да еще какая — сазан!), воскликнул: «Жить можно!»

Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пасарнӑ лашасем хуҫалӑхра кирлӗ япаласем, утӑ, термоссемпе вӗри апат, вутӑ турттараҫҫӗ.

Лошади с заиндевевшими мордами и боками везли разный хозяйственный груз: сено, термосы с горячей пищей, дрова.

Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Шкулсенче вӗри апат ҫитерессине йӗркелес енӗпе тытӑмлӑн пурнӑҫлакан ӗҫе малалла тӑсма хушатӑп.

Поручаю продолжить эту системную работу по организации горячего питания в школах.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33

Шкулсенче ачасене ҫитерекен апат пахалӑхне ӳстерес тата вӑл мӗнпур ӳсӗмри ачасемшӗн юрӑхлӑ пулассине тивӗҫтерес енӗпе эпир пысӑк ӗҫ туса ирттертӗмӗр.

И нами проделана очень большая работа по повышению качества питания в школах и обеспечения ее доступности для детей всех возрастов.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33

Анчах эпӗ ҫиеймерӗм: апат пыра ларать.

Но есть я не мог — кусок застревал в горле.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

— Ирхи апат тунӑ хыҫҫӑн калаҫӑпӑр…

 — Позавтракай с нами, отдохни.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

«Анодий» апат ҫисе ларатчӗ.

«Анодий» завтракал.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Мария Михайловна апат пӗҫерет.

Мария Михайловна готовила завтрак.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Апат пӗҫертӗм, шыв ӑсма кайса килтӗм, Галкӑна кӗтсе ларатӑп.

Сварила обед, сходила за водой и поджидала Галку.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Вӗсем сирӗн упӑшкапа калаҫса ларнӑ, эсир каҫхи апат хатӗрленӗ.

Они разговаривали с вашим мужем, а вы готовили ужин.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed