Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тавлашасса ҫур ачашӑн мар, пӗтӗм ачишӗн тавлашнӑ-ҫке, енчен вӑл ҫав тавлашӑва ҫур ачапа татса пама шутланӑ пулсан, унӑн пуҫ тӑрри шӑтӑк.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кунсӑр пуҫне вӑл мана, ҫӗлен хӑнкӑрмине татса илсе, ӑна хӑйӗн алли ҫине ҫыхма хушрӗ.И еще он велел мне снять с нее кольца и привязать ему к руке.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тунката курсан та, ҫын пек туйӑнать, ура айӗнче турат шӑтӑрт! тусан та манӑн сывлӑш ҫулне такам ҫурмалла татса мана кӗскерех пайне ҫеҫ панӑ пек туйӑнать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ вара ҫапла шутларӑм: вӑл вил ӳсӗр пуличчен ӗҫет те пӗрер сехетрен ҫывӑрса каять, ун чух эпӗ е ҫӑраҫҫи вӑрласа, е леш пӗренене татса ҫитерсе, пӳртрен тухатӑпах, пурпӗр мӗнле те пулин май тупатӑп.
Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ пӳрт пӗренине татса, паянах, каҫхине, тарма шутларӑм — паллах, старик ӗҫсе ӳсӗрӗлет пулсан, ӗҫессе ӗҫетех-ха вӑл.
Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тинех ӗҫе татса паракан кун килсе ҫитрӗ.
XXXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Елена ӑна кӗтнӗ: вӑл уншӑнах хӑйсем часовньӑра пӗр-пӗринпе пирвайхи хут иккӗшӗ кӑна пулса калаҫнӑ чухнехи платйине тӑхӑннӑ; анчах вӑл ӑна ҫав тери лӑпкӑн саламларӗ, ҫав тери кӑмӑллӑ та ним хуйхӑ-суйхӑсӑр хавас пулчӗ, ҫавӑнпа та, ун ҫине пӑхсан, никам та: ҫак хӗрӗн пулас пурнӑҫне татса панӑ, вӑрттӑн юратнине пӗлсе тӑнипе хавхаланни унӑн сан-питне ҫутатать пӗтӗм хусканӑвне ҫӑмӑллатса илемлетет, тесе калас ҫук.
XXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Берсенев ун патне кӗрсе Феербах ҫинчен калаҫрӗ, Инсаров ӑна тимлӗн итлерӗ, сайра хутра кӑна килӗшмесӗр хирӗҫлерӗ, анчах вӑл хирӗҫлени вырӑнлӑ пулчӗ; вӑл хирӗҫлесе каланинче Феераха вуласа вӗренмелле-и е унсӑрах ҫырлахма пулать-и, тенине татса парасшӑн тӑрӑшни палӑрса тӑчӗ.
XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Инсаров вырӑсла тӗп-тӗрӗс калаҫать, кашни сӑмаха татса, уҫҫӑн калать; анчах унӑн пыр тӗпӗнчен тухакан сасси, кӑмӑллӑ пулсан та, темле вырӑсла мар илтӗнет.
VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Эсир ҫиленместӗр мана, чипертен те чипер Зоя Никитишпа: ӗмӗте татса, ман ӑшчике ҫунтарма сирӗн кӑмӑлӑр хаяр мар.
II // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Ҫук, урана эпӗ памастӑп! — ҫирӗппӗн татса хутӑм эпӗ.
1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫак вӑхӑтра, ыйтӑва йӗркеллӗ татса пама та ӗлкӗреймерӗм, асар-писер пеме тытӑнчӗҫ: пӑшалтан та, автоматран та, пистолетран та.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Нивушлӗ чипер япалана чипер татса пама ҫук?..
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫапах та кӑмӑл виҫине татса параканни ку пулмарӗ-ха.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Низина ялӗнчех пулчӗ-ха вӑл, штаб патне тӑшманӑн самоходкисем татса тухсан…Это было еще в деревне Низины, когда к штабу прорвались немецкие самоходки.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Икӗ куна пынӑ хаяр ҫапӑҫура пирӗн ҫарсем хӗрӗх ҫухрӑма яхӑн малалла куҫнӑ, татса кӗнӗ фронт сарлакӑшне утмӑл ҫухрӑма яхӑн сарнӑ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пӗрремӗш Украина фрончӗн ҫарӗсем, авиаци пулӑшӑвне сирсе тӑракан начар ҫанталӑка пӑхмасӑр, Сандомиртан хӗвеланӑҫнерех наступлени пуҫарса ярса, тӑшманӑн хӗрӗх ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлакан вӑйлӑ ҫирӗплетнӗ оборонине татса кӗнӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Эвакуаци йӗркипе пӗтӗмпе тенӗ пекех ӑсатнӑ пулсан та, вӗсем малтанхи вырӑнсенчех тепӗр хут — малтан уйрӑм ҫынсем, унтан ушкӑнсем, кайран пайсемпе главка уйрӑмӗсем йӗркелене пуҫларӗҫ: вӗсенчен чылайӑшӗсене малтанлӑха ҫыхӑну тытма, хӑш-пӗр ыйтусене татса пама ҫеҫ йӗркеленӗччӗ, кайран вара чиперех ӗҫлеме тытӑнчӗҫ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Фанерӑн аялти пайӗ ҫук, ӑна пӗтӗмпех татса кайнӑ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пирӗн хушӑра фронт е рота масштабӗ чухлӗ пулса иртекен вӑрҫӑ операцийӗн шӑпине татса пама пултаракан полководецсемпе стратегсем ҫук-ҫке-ха.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.