Шырав
Шырав ĕçĕ:
34. Анчах Турӑ Ангелӗ Аввакума каланӑ: аллунти апата Вавилона Даниил патне, арӑслан шӑтӑкне, кайса пар, тенӗ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ Улай юханшывӗ ҫийӗнчен килекен сасса, этем сассине: «Гавриил! ӑна ҫак курӑнӑва ӑнлантарса пар!» тенине илтрӗм.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Левий йӑхӗн Садок ӑрӑвӗнчен тухнӑ священниксене, Мана ӗҫлесе тӑма Ман патӑма ҫывӑхаракансене, ҫылӑхшӑн парне кӳмешкӗн вӑкӑр кӗтӗвӗнчен пӗр пӑру пар, тет Ҫӳлхуҫа.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсемпе сутлашасшӑн-и эсӗ, сутлашасшӑн-и, этем ывӑлӗ? ашшӗсен ирсӗр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пар вӗсене, 5. кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ Израиль халӑхне суйласа илнӗ кун, аллӑма ҫӗклесе, Иаков килӗн йӑхне тупа тунӑ чухне, Египет ҫӗрӗнче вӗсене Хама уҫса кӑтартнӑ кун, аллӑма ҫӗклесе вӗсене: «Эпӗ — сирӗн Туррӑр!» тенӗ кун, 6. аллӑма ҫӗклесе, вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, вӗсем валли Хам суйласа илнӗ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан вырӑна, пӗтӗм ҫӗртен илемлӗрен те илемлӗ ҫӗре, илсе ҫитерме тупа тунӑ кун, 7. Эпӗ вӗсене каларӑм: кашнийӗ хӑйӗн куҫӗ умӗнчен пӗтӗм йӗрӗнчӗке сиртӗр, хӑвӑра Египет йӗрӗхӗсемпе ан ирсӗрлетӗр: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр — Эпӗ, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! Израиль килне тупмалли юмах сӗн тата ытарӑш каласа пар.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иерусалима хӑйӗн ирсӗр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пар, 3. кала: Турӑ Иерусалим хӗрне ҫапла калать те: санӑн тымарупа санӑн тӑван ҫӗршыву — Ханаан ҫӗрӗнче; санӑн аҫу — аморрей, санӑн аннӳ — хет хӗрӗ; 4. эсӗ ҫуралсан, эсӗ ҫуралнӑ кун, санӑн кӑвапуна касман, тасатмашкӑн сана шывпа та ҫуман, тӑварпа та тӑварламан, кипкепе те пиелемен.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Тӑр, ҫӗрӗпе тархасла, хурал сехечӗ ҫитмессерен йӑлӑн; Ҫӳлхуҫамӑр сӑнӗ умӗнче пӗтӗм чунна шыв тӑкнӑ пек уҫса пар; кашни урам кӗтесӗнче выҫӑпа вилекен ачусен чунӗсемшӗн аллуна Ун еннелле тӑс.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсенӗн чӗри Ҫӳлхуҫана тархасласа йӗрет: эй Сион хӗрӗн хӳми! шыв юхнӑ пек чарӑнмасӑр, кунӗн-ҫӗрӗн куҫҫулӗ юхтар, хӑвна канӑҫ ан пар, куҫ хупмасӑр сӑнаса тӑр.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Иеремия Сераияна ҫапла каланӑ: Вавилона ҫитсессӗн асту, ҫак сӑмахсене пурне те вуласа пар та 62. ҫапла кала: «эй Ҫӳлхуҫамӑр!
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Мератаим ҫӗршывне хирӗҫ, Пекод халӑхне хирӗҫ вӑрҫӑпа кай, унти ҫынсене хаса пар; тӗп ту вӗсене, пӗр ҫын юлмиччен пӗтерсе тух, Эпӗ хушнине ту! тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсем ӑна: лар та пире те вуласа пар, тенӗ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иеремия Варуха хытарсах каланӑ: мана Турӑ Ҫуртне кӗме чарнӑ; 6. ҫавӑнпа кай та хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунине — эпӗ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене — типӗ тытнӑ кун Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче халӑх илтмелле, хӑйсен хулисенчен килнӗ мӗнпур иудей илтмелле вуласа пар; 7. тен, вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашшӑн йӑлӑнӗҫ те, кашнийӗ хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнӗ: Ҫӳлхуҫа ҫак халӑх валли питех те пысӑк ҫилӗпе хаярлӑх хатӗрленӗ, тенӗ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудея патшинче Иосия ывӑлӗ Иоаким ларнӑ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна пулнӑ сӑмах ҫакӑ: 2. Рехав ывӑлӗсем патне кайса калаҫ, вӗсене Турӑ Ҫуртӗнчи пӗр пӳлӗме илсе кил те эрех пар.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ӗнтӗ вӗсен ывӑлӗсене выҫлӑх аллине пар, вӗсене хӗҫ айне ту; вӗсен арӑмӗсем ачасӑр, тӑлӑх юлччӑр, вӗсен упӑшкисем вилсе пӗтчӗр, яш ачисем вӑрҫӑра хӗҫрен тӗп пулччӑр.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Унччен ҫухатнисем хыҫҫӑн ҫуралакан ачусем сана сасӑпах калӗҫ: «маншӑн вырӑн хӗсӗк; мана пурӑнмалӑх вырӑн тупса пар» тейӗҫ.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. «Канаш пух, мӗн тумаллине палӑрт: кӑнтӑр варринче, ҫӗрлехи пек, хӑвӑн сулхӑнупа витсе тӑр пире, хӑваласа янисене хӳтӗле, шуйханса ҫӳрекенсене тытса кайма ан пар. 4. Хӑваласа янӑ ҫыннӑмсем, моавсем, сан патӑнта пурӑнччӑр; вӗсене вӑрӑ-хурах тапӑнасран хӳтӗле: пусмӑрлакан пулмӗ, ҫаратассийӗ пӗтӗ, хӗсӗрлекенсем ҫӗр ҫинчен ҫухалӗҫ. 5. Хӗрхенӳллӗ пулсассӑн аслӑ пукан ҫирӗпленӗ, ун ҫинче, Давид чатӑрӗнче, чӑнлӑха шыракан, тӗрӗс сут тӑвакан тӳре ларӗ».
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑвна шанса тӑракансене ырӑлӑх пар, Санӑн пророкусем калани вырӑна килтӗр.17. Даруй награду надеющимся на Тебя, и да веруют пророкам Твоим.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӑна ҫамрӑкла ирӗк ан пар, унӑн айванлӑхӗ хыҫҫӑн ан кай.11. Не давай ему воли в юности и не потворствуй неразумию его.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Пыр иртӗнни хыҫҫӑн, аскӑнлӑх хыҫҫӑн кайма ан пар мана, намӑссӑр чун тыткӑнне лекмелле ан ту мана.5. Пожелания чрева и сладострастие да не овладеют мною, и не предай меня бесстыдной душе.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Куҫӑма мӑнаҫланса пӑхма ан пар мана, ӳт аскӑнлӑхӗнчен хӑтар мана.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.